Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Вĕрентӳпе наука министерствин ĕç планĕпе килĕшӳллĕн тата тăван чĕлхене вĕренессинче çитĕнӳ тăвакан ачасене тупса палăртас тĕллевпе декабрĕн 12-14-мĕшĕсенче Тутарстанри чăваш, мари, удмурт, мордва чĕлхипе литературин республика олимпиади иртрĕ. Шучĕпе 18-мĕш пулнă олимпиадăна 9-11 классенче вĕренекен 82 ача (38-шĕ чăваш) хутшăнса тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.
Чăваш чĕлхипе литературин олимпиадине ачасем кăçал та 16 муниципаллă районтан килнĕччĕ. Шучĕ çеç, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăшт сахалтарахчĕ (2011 çулта 43-ĕнччĕ). ТР Вĕрентӳпе наука министерствин специалисчĕсем çакна демографи лару-тăрăвĕпе кăна çыхăнтарчĕç.
Тĕпрен илсен, заданисем ытти çултисенчен питех уйрăлса тăмарĕç. «Ыйтусем (пурĕ вĕсем вуннă) нумай енлĕ. Кунта теорие те, практикăна та пĕлни кирлĕ. Литературăпа писатель-поэтсем çинчен ытти çынсем каланă тăрăх сăмах хăш писатель-поэт çинчен пынине пĕлмелле ачан», – терĕ кĕскен кун пирки Олимпиадăн чăваш чĕлхипе литератури енĕпе жюри председателĕ, Чăваш Республикин вĕрентӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литературин кафедрин ертӳçи, филологи наукисен кандидачĕ Юрий Михайлович Виноградов. Юлашки вăхăтра ачасем вырăсла шухăшласа чăвашла калаçни палăрнине кура акă ĕнтĕ темиçе çул задание çырупа, калаçу практикин ыйтăвĕсене те кĕртме тăрăшаççĕ-мĕн вĕсем.
Çапах та олимпиада ыйтăвĕсем йывăр пулнине ачасем хăйсем те, вĕсен вĕрентекенĕсем те пытармарĕç. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем эпир пынă чух пĕрле пуçтарăнса шăпах олимпиада заданийĕсене сӳтсе яватчĕç. Калас пулать, кун пек тĕлпулу ачасемшĕн кăна мар, вĕрентекенсемшĕн те калама çук лайăх, ачасем нумай тус-юлташ тупаççĕ пулсан, вĕрентекенсем официаллă мар лару-тăрура пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ.
2012 çулхи олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах:
Çĕнтерӳçĕсем:
Павел Тихонов – Апас районĕнчи Черккĕн вăтам шкулĕ, 9-мĕш класс;
Жанна Николаева – Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар вăтам шкулĕ, 9-мĕш класс;
Татьяна Андреева – Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Шемĕршел вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс;
Анна Игнатьева – Апас районĕнчи Черккĕн вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс.
Призерсем:
Карина Иванова – Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулĕ, 9-мĕш класс;
Римма Миронова – Чистай районĕнчи Анат Кăтрата вăтам шкулĕ, 9-мĕш класс;
Дмитрий Семенов – Çырчалли хулинчи 43-мĕш номерлĕ вăтам шкул, 9-мĕш класс;
Арсений Федоров – Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс;
Ольга Казакова – Аксу районĕнчи Кивĕ Ӳсел вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс;
Ольга Самаркина – Пăва районĕнчи Рункă вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс;
Дмитрий Ермолаев – Çĕпрел районĕнчи Матак вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс;
Светлана Ефарова – Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс;
Кристина Симакова – Анат Камăри 34-мĕш гимнази-интернат, 11-мĕш класс.
Çĕнтерӳçĕсем 2013 çул пуçламăшĕнче Шупашкарта иртекен чăваш чĕлхипе литературин регионсен хушшинчи олимпиадинче Тутарстан чысне хӳтĕлĕç.
 
: 1121, Хаçат: 51 (989)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: