Статистика кăтартнă тăрăх, яллă вырăнсенче пушарсем ытларах çуркунне, типĕ курăка çунтарнă чух, тухаççĕ. Çапах та пушара хирĕç кĕрешекен службăн Апас отрядне кĕрекен Хирти Кушкăри (Пăва районĕ) уйрăм посчĕн ертӳçи Олег Карамзин вара инкекĕн сезонĕ çуккине çирĕплетрĕ. Вутпа асăрхануллă пулмасан пушар тухас хăрушлăх çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пысăк-çке. Сăлтавĕ, паллах, тĕрлĕрен: çуртсенче электропралуксем кивелни, çӳп-çапа çунтарнă чух вут-кăвара сӳнтермесĕр е пăхмасăр хăварни, ача-пăча шăрпăкпа выляни, мунча кăмакисем юсавсăр пулни тата ытти те.
Çак уйрăм пăхса тăракан 23 ялта кăçал, телее, пысăк пушарсем те, вĕсенче çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те питех пулман. Çакă ĕнтĕ кашни ял хутлăхĕ пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăннине çирĕплетет. Вĕсем мотопомпăсем туяннисĕр пуçне пушара хирĕç кĕрешекен 10-шар çынран тăракан ушкăнсем те йĕркеленĕ. Эпир Хирти Кушка пынă чух Олег Иванович ял хутлăхĕн кантурне шăпах çакăн пирки килĕшĕве алă пусма килнĕччĕ.
Пост ĕçченĕсем (кунта вĕсем пурĕ 11-ĕн) тата профилактика ĕçĕсене те илсе пыраççĕ. Ача сачĕсенче, шкулсенче пушар хăрушсăрлăхĕ пирки ачасемпе калаçусем ирттернисĕр пуçне учрежденисенчи пушар хăрушсăрлăхĕн системине тĕрĕслеççĕ.
Инкек куçа курăнса килмест тенешкел, Хирти Кушкă посчĕн пушар сӳнтерекенĕсен те акă ĕçсĕр тăма çук иккен. Олег Иванович каланă тăрăх, нумай пулмасть Кĕçĕн Пӳркелĕнче пушă çуртра вут тухнă, Теччĕ районĕн пушар хуралçисене те пулăшăва кайма тивнĕ. Постăн территорийĕ урлă «Хусан-Ульяновск» федераллă трасса иртнине кура çул-йĕр çинче инкек тухсан та вĕсен çитмеллех. Пĕр сăмахпа, постри пушар сӳнтерекен икĕ машина ахаль тăмасть.
Çапах та пушара хирĕç кĕрешекен службăн ĕçĕ ниме пăхмасăр сахалрах пулма сĕнес килет. Эппин, вут-кăварпа пирĕн кашнин асăрхануллă пулмалла. Çĕнĕ çул праçникĕсен вăхăтĕнче пушшех те.
![]() |