Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Владимир Путин Президент ĕнер Раççейри тата ют çĕршыври журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Пурĕ тĕлпулăва 1200 хыпар хатĕрĕ хутшăннă. Малтанласа В.Путин пирĕн çĕршыв еплерех аталанни çинчен каласа пачĕ. Экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕ 3,7 процент, ку иртнĕ çулхинчен кăшт сахалтарах (пĕлтĕр 4,3 процент пулнă), çапах та ытти çĕршывсемпе танлаштарсан, ку результата Президент аван тесе шутлать. Инфляци 6,3 процент. Кăçал промышленность ӳсĕмĕ 2,7 процент (пĕлтĕр 4,7 процент) пулнă. Ку вара пĕрре те савăнтарма пултараймасть. Çапах промышленноçа инвестицисем хывасси çаплипех юлнă.
Вăтам ĕç укçи 2011 çулта çĕршывра 23369 тенкĕ пулнă пулсан, кăçалхи ноябрьте вăл 27607 тенке çитнĕ.
Ĕçсĕрлĕх те чакать. Пĕлтĕр 6,6 процент пулнă-тăк, кăçал унăн шайĕ 5,4 процента чакнă. Çынсен пĕтĕмĕшле тупăшĕ кăçал 4 процента ӳснĕ. Ку паллах, çар служащийĕсен, полицейскисен ĕç укçисем самай ӳснипе, пенсисем 1,6 хут ӳснипе çыхăннă. Социаллă сферăра та ĕç укçисем ӳснĕ. Çĕршывра ача çураласлăх ӳссе пыни те савăнтарать. Амăш капиталĕ те 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 408961 тенкĕ пулать.
Çĕршыв суту-илӳрен пысăк тупăш илет. Çакна Президент Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацине кĕнипе, СНГ çĕршывĕсемпе ирĕклĕ суту-илӳ илсе пынипе çыхăнтарать. Патшалăх парăмĕ пирĕн çав тери пĕчĕк – 10 процент çеç. Ку енĕпе Раççей тĕнчери аталаннă экономикăллă çĕршывсенчен те ирттерет. Тĕп банкăн халăхсен хушшинчи резервĕ – 527,3 миллиард доллар.
Çапах журналистсем патшалăх пуçлăхне ытларах проблемăсем çинчен ыйтусем пачĕç. Пресс-конференци 4 сехет те 35 минута тăсăлнине шута илсен, вĕсем сахал мар пулнă. Путина панă 62 ыйтуран 8-шĕ пирĕн çĕршыв американецсене усрава ача илме чаракан йышăну пирки пулчĕ. Владимир Путин пур ыйту çине те тĕплĕн хуравларĕ.
 
: 783, Хаçат: 51 (989)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: