– Тутиелĕнче аппасем патне кайсан пĕр хитре хĕр сăнне куртăм та… Ун çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлтĕм. «Халĕ вăл Мускав патĕнче ĕçлет-ха. Килсен систерĕпĕр», – тесе шантарчĕç. Ак, çак мăшăрăм Роза пулчĕ вăл сăнӳкерчĕкри хĕр, – тесе ăшшăн ыталаса илчĕ çумĕнче ларакан мăшăрне Николай Захаров.
– Октябрь праçникне килсен Коля Таяпана пынă та манăн юлташ хĕрĕпе ман пирки калаçнă. Тутиел ялне пыма хушнă. «Эпĕ унта çӳреместĕп, кирлĕ пулсан хăй килтĕр», – терĕм. Ак, çитрĕç. Килех кĕчĕç. Эпĕ тăратăп чаршав хыçĕнчен пăхса. «Çак çынна качча каймалла-и?» – тетĕп хам ăшра. Çапла çав кунах лартса кайрĕç. Малтан килне мар, Тутиел ялĕнче пурăнакан аппăшĕ патне илсе кĕчĕç. Унта 2-3 кун пурăнсан туй турăмăр. Çавăнтанпа ноябрь уйăхĕнче 50 çул çитрĕ, – вăрттăн та кăмăллăн пăхса илчĕ çамрăк чухнехи пек савнийĕ çине Роза Ивановна.
Ылтăн туя пурăнса çитнĕ туслă та телейлĕ çемье Пăва районĕнчи Чăваш Шуршу ялĕнче пурăнать. Захаровсем виçĕ ача çуратса ӳстернĕ.
– 1963 çулта Николай мана пĕчĕк ачапа пăрахрĕ те салтака кайрĕ. Çапла виçĕ çул эпир хĕрпе тата пăянампа пурăнтăмăр. Пĕр çул иртсен эпĕ ун патне Свердловска кайса килтĕм, – тăсать калаçăва Роза аппа.
Николай Яковлевич салтака каймалли çул авланнă. Çавăнпа та килте пĕчĕк ача пуррине пăхса тăмасăр ăна хĕсмете ăсатнă.
Коля тетепе Роза аппан ачисем виççĕш виçĕ çĕре саланман. Асли Людмила Мускавра пурăнать пулсан, Галя – кӳршĕрех. Кĕçĕнни – Николай – тĕп килте. Çемьеллĕ. Çапла Захаровсем пĕр килте çичĕ çын пурăнаççĕ: Коля тетепе Роза аппа, Николайпа унăн мăшăрĕ Вера тата виçĕ мăнукĕ. Мăнукĕсем: Катюша Пăвара вĕренет. Костя нумай пулмасть салтакран таврăннă. Халĕ «Авангард» тулли мар яваплăхлă обществăн сысна ферминче ĕçлет. Шкулта вĕренекенни те пур-ха. Кирилл 5-мĕш класра пĕлӳ пухать.
Захаровсенчен аслисем, паллах, тивĕçлĕ канура. Вĕсем мĕн пенсие тухиччен хуçалăхра вăй хунă. Коля тете ăста механизатор пулса тракторпа ĕçленĕ. Роза аппан вара качча кайичченех тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тӳр килнĕ. Торф кăларнă çĕрте те сахал мар тăрăшнă. Чукун çул çинче те хурри-шуррине курма Турă хушнă. Чăваш Шуршу ялĕнче вара хуçалăхра тăрăшнă. Мĕн пенсие тухиччен сысна фермине чупнă.
– Пирĕн ялта пĕрлешсе арлă-арăмлă пулса нумай çул пурăнакан çемьесем тăваттă çеç, – теççĕ ял çыннисем. – Кашни çемье питĕ туслă та килĕштерсе пурăнаççĕ. Захаровсемпе эпир мăнаçланатпăр. Вĕсем çинчен никам та начаррине калаймасть. Вĕсенчен тĕслĕх илмелле.
Çапла, Захаровсен çемйи пек арлă-арăмлă пулса ылтăн туйччен килĕштерсе пурăнни питĕ савăнтарать. Пĕрлешнĕ тата пĕрлешекен çемьесем Захаровсенчен тĕслĕх илсе 50-60 çул пĕрле килĕштерсе пурăнмалла пултăр. Коля тетепе Роза аппана çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал тата канăçлă ватлăх сунатпăр.
![]() |
Комментарисем:
► Катя (2012-12-15 12:11:18):Çавăнпекех тата нумай пуронмалла пултор.
► Андрей Шур (2012-12-17 13:17:48):
Юратма пĕлекенсем телейлĕ...