Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕкĕлме, Павлă районĕсем республикăн чиккинчех, Пушкăртстан çывăхĕнчех вырнаçнă. Инçетри районсем пулнипех-тĕр, пирĕн корреспондентсем çак çĕрсене тăтăш кайса çӳреймеççĕ. Иртнĕ эрнере вара редакци сотрудникĕсем икĕ районне те çитрĕç.
Вырăнти чăвашсем «суварсене» кĕтсе Наратлăри библиотекăна пухăннă. Кунта пĕкĕлмесем кăна мар, Павлăпа Лениногорск, Аксу чăвашĕсем те пулни тĕлпулăва тата интереслĕрех турĕ.
Мĕн çинчен пуплерĕç-ха çав кун Наратлă библиотекинче? Паллах, чăвашлăх çинчен, чăваш чĕлхине пулас ăрусем валли упраса хăварасси пирки пычĕ калаçу. Çулран çул чăвашла калаçакансен шучĕ чакса пыни (ваттисем – вилеççĕ, ачасем чăвашла пĕлмеççĕ) хумхантарать пухăннисене, Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕн тĕпчевĕсем тăрăх та чăваш чĕлхи пĕтекеннисен шутĕнче пулни чуна пăлхатать. Мĕн тумалла çак кăткăс лару-тăруран тухас тесен?
Чăваш обществисем çак енĕпе нимĕн те тумаççĕ тееймĕн, чылай çĕрте илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсене хутшăнма та условисем туса параççĕ, шкулсенче чăваш чĕлхине аталанма та пулăшаççĕ темелле. Авă, Пĕкĕлмери 5, 11-мĕш шкулсенче чăвашсен вырсарни шкулĕсем ĕçлеççĕ. Наратлăра уйрăмах библиотека хастар илсе пырать çак ĕçе. Оксана Дмитриева чăвашла мероприятисем те час-час ирттерет, ачасене интереслентерме чăваш çыравçисен ĕçĕсем çинчен кала-кала парать, çĕнĕ чăваш кĕнекисемпе паллаштарать.
«Сувар» хаçат редакторĕ Константин Малышев каланă тăрăх, халĕ чăвашсем хăйсен ачисене пĕчĕклех икĕ чĕлхепе калаçма вĕрентеççĕ. Çапла майпа вырăсла пурнăçа хатĕрлеççĕ. Ашшĕ-амăшне ăнланма пулать, кашни хăйĕн ачине пултаруллă, анлă тавра курăмлă, ăнăçуллă çын тăвасшăн. Анчах пĕчĕкрен икĕ чĕлхене вĕреннипе ачан шухăшлавĕ вырăсларах пулса пырать, чăваш чĕлхине çивĕч туясси чакать. Тен, ача садĕнче чăваш чĕлхипе занятисем ирттермелле? Анчах ку шухăша пурнăçлама çăмăл мар иккен, мĕншĕн тесен шкул умĕнхи вĕрентӳ учрежденийĕн программине чăваш чĕлхине «хĕстерсе» кĕртме вырăн çук. Эрнере виçĕ хутчен пулакан физкультурăсенчен пĕрин вырăнне чăваш чĕлхи лартсан çеç?.. Евгений Турхан шухăшĕпе пуян чăвашсен ачисене пухса шкул уçни чăваш чĕлхин пуласлăхне лайăхлатмалла. Унта вĕренекенсем пур предмета та чăвашла вĕренни ачасенче тăван наци туйăмне çирĕплетет тесе шутлать вăл. Кун пек сĕнĕве пухăннисенчен никам та кĕтмен курăнать. Çавăнпа тӳрех пĕр шухăш патне пырса тухмарĕç. Влаçсем ун пек шкула уçма ирĕк парĕç-ши тесе иккĕленекенсем те пулчĕç.
Наратлă ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Сергей Дмитриев вара чăваш çемйисенчи ашшĕ-амăшне ачипе вырăсла калаçма чарма сĕнчĕ.
Шкул программинче чăваш урокĕсем сахаллине пурте асăнчĕç. Çитменнине тата 4-мĕш класра тĕн вĕрентĕвĕн урокĕ хушăннипе шăпах чăваш чĕлхин сехечĕсене «касаççĕ», кун пирки «Сувар» пĕрре мар çырнă ĕнтĕ. Чăн та, ытти классенче сехетсен шучĕ улшăнусăр юлнă.
Наратлăри тĕлпулăва пынисем чăваш чĕлхипе Интернетра анлăрах усă курасси пирки пурте килĕшрĕç. Çакă чĕлхен авторитетне те ӳстермелле, çамрăксене те интереслентермелле.
 
: 1057, Хаçат: 50 (988), Категори: Районсенче

Комментарисем:

Анатолий ХМЫТ (2012-12-17 17:49:46):
Чăвашлăха упрас тесен, ачасене садикрех чăвашла вĕрентме тытăнни аван паллах, анчах та, И.Я.Яковлевран тĕслĕх илер - вăл ачасене çеç мар - ашшĕ-амăшĕсене те вĕретме тăрăшнă, çавăнпа пирĕн те ашшĕ-амăшĕсене ачисене мĕн ачаран, кăкăр сĕчĕпех, чăвашла калаçма вĕрентерме тăрăштармалла, вра - ача сачĕ пирки калаçмалла. Çемьерен килет йăлт... Ашшĕ-амăшĕсенчен... Хамăртан!

Susmet (2012-12-18 12:38:43):
Акă сире валли интернет çинчен сăвă.

Качча кайнă хĕрарăмăн
Пурнăçĕ тахçанах
(Ялта пурнатпăр, мĕн тăвăн)
Йăлăхтарать мана.

Йăпанмăш тупаясчĕ те…
Инçе çÿрес килмест.
Арçын тата мĕн-тĕр сиссен –
Каллех хирĕçмелле.

Мĕнпе пусармалла вута?
Иртет кун хыççăн кун.
Кĕрес терĕм интернета
Кÿтсе çитсессĕн чун.

Арçыннăм ларнă вăхăтра
Компьютер умĕнче,
Эп телефон урлă йăрккап
Паллашу сайтĕнче.

Ак тупрăм ĕмĕтленнине:
Ытарлăн калаçать!
Сайтра çырать юратнине,
“Йăл кулăсем” ярать.

Çук япăх хăнăхăвĕсем.
Пулсанччĕ юнашар…
Хайлать ман ятпа сăвăсем!
Пĕртте Петя пек мар!

Унпа çын япăхсах вилет,
Хăш чух совçем кичем.
Мĕнле телей вăл – интернет!
Унта вот арçынсем!

Ав ман савни, çут ĕмĕтри,
Вăл чăн-чăнах арçын!
Пулса тăтăм интернетри
Юратăвăн тарçи.

Çулталăк пек калаçрăмăр,
Эмоцисем – хум пек!
Пĕррехинче “е-майл” çине
Ячĕ карточкине!...

(Ĕнтĕ вăрттăн ĕмĕтсемпе
Килтен тухса кайса
Çак арçынпа эп пĕрлешме
Тăраттăм шутласа.)

Куçран сирĕлчĕ çивитти.
Тĕлĕкри пек ларап…
Эп сăнÿкерчĕкре хамăн…
Упăшкана… курап...
Илья ТУМАНОВ


Галина Демидова, Туйраллă ялĕ. (2012-12-28 20:12:35):
Çĕнĕ Çул ячĕпе саламлатпăр Сувар ĕçченĕсене!!! Чун-чĕререн Пурне те ырлăх, сывлăх,ăрăскал, савăнăç, юрату сунатпăр. Мĕн шухăшланă ĕмĕтсем пурте пурнăçланса пыччăр. Салампа Галина Демидова.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: