Хресченсем тахçанах хирсенчи ĕçсене вĕçленĕ, ăшăра ларса хĕл ларасса кĕтеççĕ пулĕ тесе шутласаччĕ Пăваналла çул тытнă чух. Апла мар иккен, сахăр чĕкĕнтĕрне туса илекенсен ĕçĕ вĕçленмен-ха. «Тăхăръял» тулли мар яваплăхлă обществăна кĕрекен «Победа» хуçалăхри Шемекĕн чĕкĕнтĕр уйĕнче Пăвана кайма хатĕрленнĕ купасем пурччĕ-ха икĕ эрне каялла. Уй-хирсен лару-тăрăвĕпе пире «Тăхăръял» генеральнăй директорĕн çумĕ Евгений Савельев паллаштарчĕ. Кунти 145 гектар лаптăкри чĕкĕнтĕре октябрĕн 24-мĕшĕнчех кăларса пĕтернĕ иккен, декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне хирсене тымар çимĕçрен тасатса пĕтерме палăртнă. Анчах транспорт пулманнипе купасенче тытма тивет. Çак тымар çимĕçе нумай агрофирмăра туса илнипе «Тăхăръял» пурне те транспортпа тивĕçтереймест. Çавăнпа хирсенчен чĕкĕнтĕре завода графикпа ăсатаççĕ. Паллах, чи малтан, çанталăк пăсăлса кайиччен, инçетри хуçалăхсенче ĕçсене вĕçлеме тăрăшаççĕ. Евгений Алексеевич сăмахĕсемпе, чĕкĕнтĕр эпопейи Шемекпех вĕçленмест. Элшел хирĕсенче те 134 тата 167 гектартан пухса илнĕ купасем тиевçĕсем килессе кĕтсе выртаççĕ. Кăçалхи çимĕç тухăçĕ те савăнтарать ĕçченсене – гектартан вăтамран 300 центнер тухать.
Тиев ĕçĕсене механизациленĕ пулин те чĕкĕнтĕр ăсатнă çĕрте хĕрарăмсен бригади: О.Местеркина, О.Афанасьева, И.Сергеева, И.Федорова, И.Никитина вăй хураççĕ. Ĕç тул çутăличченех, ирхине пилĕк сехетрех пуçланса каçхине 6-7 сехетре тин вĕçленет. Куллен 30-35 рейс хутлакан машинăсемшĕн кашни минучĕ хаклă, тăхтаса тăмасăр тиемелле. Хуçалăх шоферсене хавхалантарма кашни машина чĕкĕнтĕр пуçне тата 100 тенкĕ хушса тӳлет. Ал вăйĕпе тăрăшакансене те кӳрентермест: кашни 9 сехетшĕн 450-500 тенкĕ тухать, ытларах ĕçленĕшĕн хушса тӳлеççĕ. Кунтах ĕçченсем валли будка туса лартнă. Унта кĕрсе ăшăнма та пулать, чей ĕçме, апат çиме те çакăнтах пухăнаççĕ.