Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (28.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сăмах шкул çинчен пырать. Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньел вăтам шкулĕ çичĕ ял ачине пĕлӳ парать. Кунта Клемтелĕнчен, Пакрашран, Вырăс Сиреньелĕнчен, Дальний Ивановăран, Багряж-Никольскинче н, Кительгаран тата Чăваш Сиреньелĕнчен вĕренме çӳреççĕ.
Шкул завучĕн Майя Максимован сăмахĕсемпе çак шкулта пурĕ 96 чăваш, 24 вырăс, 8 тутар тата ытти халăх ачи пĕлӳ пухать.
Вĕрентекенсем çинчен калас пулсан, Чăваш Сиреньел шкулĕнче пурĕ 18 учитель вĕрентет. Тата ытти шкул ĕçпе вăй хуракансем те сахал мар.
Юлашки çулсенче 9-мĕш класс хыççăн питĕ нумайăшĕ шкултан кайса урăх çĕре вĕренме кĕреççĕ. Кунта та çавăн пек лару-тăру.
– Пĕлтĕр 9-мĕш класс хыççăн 19 вĕренекенрен 14-шĕ кайрĕç. Пурте техникумсене кĕчĕç. Ку та савăнтарать. Ахаль çапкаланса çӳремеççĕ, малалла вĕренеççĕ, – тет Майя Николаевна.
– ППЭрен хăранипе тăван шкултан тухса кайма тивет пуль вĕсен? – кăсăклантăм эпĕ.
– Пирĕн шкул районта ППЭ парассипе II вырăнта пырать, – мăнаçланать шкул завучĕ. – Кăçал 11-мĕш класс хыççăн 9 çын экзамен пачĕç. Пурте пысăк балсем пухайрĕç. Сăмахран акă, Леонид Калугин химине 80 балпа пачĕ. Çав балсем ăна Хусанти патшалăх университетне кĕме пулăшрĕç. Анжелика Ипполитова пирки калас пулсан, вăл вырăс чĕлхипе 84 балл пуçтарчĕ. Халĕ муниципаллă службăсен институтĕнче вĕренет. Ыттисем те аслă шкулсенче пĕлӳ пухаççĕ.
– 1-мĕш класра миçе ача вĕренет?
– Пуçламăш классем кашни хăйĕн ялĕнче вĕренеççĕ. Пирĕн ялтисем вара тăваттăн пулчĕç кăçал. Çитес вĕренӳ çулне çичĕ ача килмелле.
– Чăваш чĕлхине вĕрентме чармаççĕ-и?
– Çук, чармаççĕ. Ачасем тăван чĕлхене пуçламăш класран пуçласа мĕн шкул пĕтерсе тухса кайиччен вĕренсе пыраççĕ. Вĕсене Наталья Анатольевна Капитонова вĕрентет.
– Мĕнпе кăсăкланаççĕ шкул ачисем вĕреннисĕр пуçне?
– Пирĕн шкул ял хутлăхĕпе те, клубпа та пĕр сăмахлă пулса ĕçлеме тăрăшать. Клубра мĕнле ансамбльсем пур, кашнинчех шкул ачисем те, вĕрентекенĕсем те. Вĕренекенсем тĕрлĕ ансамбльсене çӳреççĕ, паллах. Учительсен коллективĕн вара «Сирень» ятлă вокал ансамблĕ пур. Республикăра иртекен мĕнпур пысăк уявсене хутшăнатпăр эпир.
– Пĕтĕм çĕрти пекех сирĕн хăвăрăн пахча пур, паллах.
– Çапла, пур. Пахча та, теплица та пĕчĕк мар. ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви ирттерекен конкурса та хутшăнтăмăр. Грант илме шухăш пур. Хальлĕхе пĕтĕмлетĕвĕ пулманччĕ-ха.
Питĕ кăсăк пурăнаççĕ шкулсем. Вĕсен хăйсен çĕршывĕ темелле. Ăнăçу сунар вĕсене.
 
: 885, Хаçат: 49 (987), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: