Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕнчи Шеме шкулĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕр ытла ача та вĕреннĕ. Çакă пĕр ялтан çеç. Ял 124 килĕллĕ пулнине шута илсен çакă сахалах мар темелле. Халĕ вара Шемери вăтам шкулта пурĕ 50 ача вĕренет. Ытти хăш-пĕр ялсенче шкула çӳрекен ӳсĕмри ачасен шучĕ 7-8-тан иртменнине пăхсан, ку япăх мар. Чи пĕлтерĕшли – шкула малашне оптимизаци йĕркипе хупса кăна ан хуччăр. Шел пулин те, юлашки çулсенче чылай ялсенчи вĕрентӳ учрежденийĕсем хупăнчĕç.
– Телее, пирĕн шкула хупасси пирки сăмах çук. Шкул ĕлĕкрен мĕнле ĕçленĕ, малашне те çаплах ĕçлĕ. Кăçал шкулта тĕп юсав ирттернĕ хыççăн ялти ача сачĕ те çак çурта куçрĕ. Халь пĕчĕккисем те ăшă та çутă çурта çӳреççĕ, – каласа парать Шемери вăтам шкулăн директорĕ Венера Николаевна Юлдашева.
Шеме ялĕнче мĕн авалтан чăвашсем, вырăссем тата тутарсем килĕштерсе пурăннă. Ытти халăхсемпе танлаштарсан чăвашсен шучĕ кунта яланах ытларах пулнă. Халĕ те çаплах. Аллă ачаран 24-шĕ чăваш çемйинчен пулни те çакăн пиркиех калать. Шел те, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмеççĕ Шемере, анчах та ашшĕ е амăшĕ чăваш-тăк, ачи чăвашла пĕлетех кунта. Паллах, çырма-вулама пĕлсен тата аванрах пулнă пулĕччĕ те…
Ялта чăвашсем нумай пурăннине ачасене вĕрентекен 15 учительтен ытларахăшĕ хамăр йăхташ пулни те çирĕплетет. Ак, тĕслĕхрен, шкул директорĕ Венера Николаевна та, унăн çумĕсем Ольга Александровна Егоровăпа Ольга Анатольевна Абдуллина та чăвашсем. Кĕçĕн классене вĕрентекен Алина Владимировна Иванова, Наталья Арсентьевна Мазеева, Светлана Львовна Ильдуганова, Людмила Александровна Толкина, физкультура вĕрентекен Николай Александрович Туйдуганов, ОБЖ тата технологи урокĕсене илсе пыракан Виталий Бикулович Уленгов – пурте чăваш. Тăван чĕлхе урокĕсем çук пулин те, шкулти кулленхи мероприятисем чăваш юрри-ташшисĕр иртмеççĕ.
Шеме шкулĕ районта яланах ачасене тарăн пĕлӳ панипе уйрăлса тăнă. Халĕ те çаплах. Район, республика шайĕнче иртекен пур мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ шемесем, призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Вĕренӳ енĕпе кăна та мар. 2011 çулта иртнĕ «Тутарстанăн чăваш пики» конкурсĕнче, кăçалхи «Чăваш шăпчăкĕ» республика фестивалĕнче «Соло» номинацире çĕнтернĕ Мила Ильдугановăна кăна илер. Вăл ытти çĕре те хастар хутшăнать. Мила пек хастаррисем шкулта тата та нумайăн.
Паллах ĕнтĕ, ачасен çитĕнĕвĕсем ытларах вĕрентекенсенчен килеççĕ. Вĕрентекенсем вара кунта чăннипех те пултаруллă. Вĕрентекенсем туслă та кал-кал ĕçлени вара директортан та килет. «Венера Николаевнăпа ĕçлеме çăмăл, вăл пире мĕн кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтерме тăрăшать, пире çур сăмахранах ăнланать», – терĕç вĕрентекенсем В.Н.Юлдашева пирки. Венера Николаевна шкулта çĕнĕ çын мар, унăн педагог стажĕ 22 çул ĕнтĕ. 2001 çултанпа вара вăл директорта тăрăшать.
Шеме шкулĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсене малашне те пысăк çитĕнӳсем тума сунас килет.
 
: 958, Хаçат: 49 (987), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: