Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Акрель вăтам шкулне çӳрекенсен кăçал вĕренӳ çулĕ кăна мар, директорĕ те, шкулĕ те çĕнĕ тесе калас килет. Акрельти вăтам шкулта ТР Президенчĕн программипе килĕшӳллĕн тĕп юсав ирттернĕ. Шкул çурчĕн çивиттине те улăштарнă, кĕнĕ çĕрте брусчатка сарнипе пылчăклă вăхăтра та унтах чаплă мероприяти ирттерме пулать. Юсав ĕçĕсем ирттерме республика бюджетĕнчен 4,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çарăмсан муниципаллă район администрацийĕ 5,5 миллион тенкĕ панă, куншăн шкул директорĕ Михаил Захаров район ертӳçине Нурхамет Нуруллович Хамидуллина тав тăвать. Шкулти сĕтел-пукана, доскасене те улăштарнă. Ăшă паракан оборудование те çĕнетнĕ.
Паянхи кун шкулта 94 ача вĕренет. Халиччен те тăрăшса вĕреннĕскерсем, çĕнĕ условисенче тата хавхалануллăрах ачасем. 2012 çулта Акрель шкулĕн директорĕ те улшăннă. Нумай çул шкула Вячеслав Николаевич Трофимов ертсе пынă. Унăн тăрăшуллă ĕçне палăртса Вĕрентӳпе наука министерстви «Çутĕç отличникĕ» ят та панă, ТР Вĕрентӳпе наука министерствин тав, хисеп хучĕсене те тăтăш илнĕ. Анчах Вячеслав Николаевич пуçлăх ĕçĕпе кăçал сывпуллашма йышăннă (унччен те, халĕ те пуçлăхран хăй ирĕкĕпе каякансем питĕ сайра – Т.В.). Шкул «тилхепине» В.Трофимов Михаил Захарова панă. Михаил Михайлович хăй те çак шкултах çитĕннĕ, ĕç çулĕ çине те кунтах тăнă, тата хушса хурас килет, ертӳçĕ хăнăхăвĕсене те кунтах илнĕ – 18 çул директорăн вĕренӳ енĕпе çумĕ пулса ĕçленĕ. Çавăнпа эпир унран çĕнĕ директорăн малашнехи планĕсем пирки ыйтсан вăл нумай калаçса тăмарĕ: «Колеяран тухас марччĕ», – тенипех çырлахрĕ. Чăнах та, завуч пулнă май вăл директорпа пĕр лава кӳлĕннĕ темелле, шкул аталанăвĕн планне те пĕрле туса пынă-тăк, мĕн улăштарасси пирки каламалла ĕнтĕ? Ку таранччен йĕркелесе пынă ĕçе малалла та пĕр пăрăнмасăр пурнăçласси кăна юлать.
Шкулта тавра пĕлӳçĕсен кружокĕ ăнăçлă ĕçлет. Информатика, ташă, спорт кружокĕсене çӳрекенсем те йышлă. Чăваш чĕлхине Акрелĕнче çӳллĕ шайра вĕрентни куçкĕрет. Ахальтен мар кунта вĕренекенсем тăван чĕлхепе иртекен олимпиадăсенчен çĕнтерӳçĕсем пулса таврăнаççĕ. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче та, авă, Евгения Калугина Тутарстанра иртнĕ чăваш чĕлхи олимпиадинче II вырăн йышăнса таврăнчĕ. 2009-2010 вĕренӳ çулĕнче регионсен хушшинче иртекен чăваш чĕлхи конкурсне хутшăнса Татьяна Моисеева Шупашкартан I вырăнпа таврăннă. Халĕ вăл Çырчаллинчи педагогика институтĕнче вĕренет, пулас математик.
Шкул, Никонор Николаевич Ефимов ертсе пыракан ял хутлăхĕн администрацийĕ тата ачасен ашшĕ-амăшĕ пĕрле килĕштерсе ĕçленине пулах Акрелĕнчи ачасем çакăн пек çитĕнӳсем тăваççĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен шкула пĕр хăйне кăна куллен пухăнакан ыйтусене пурне те татса пама çăмăл пулмĕччĕ. Тĕслĕхрен, столовăйнех илер. Çапла, шкул çумĕнче çĕр лаптăкĕ пур, унта пахча çимĕç ӳстереççĕ, анчах вăл столовăйне вĕренӳ çулĕ вĕçлеме çитмест. Кун пек чух ашшĕ-амăшĕ пулăшни питĕ вырăнлă. Михаил Михайлович вырăнти усламçа Аркадий Никонорович Романовский фермера ырăпа асăнчĕ. Е тата тепĕр тĕслĕх илер, шкул тавра карта тытмалла. Çак ĕçе хăй тĕллĕн тума çăмăл мар шкула, каллех пулăшу кирлĕ. Хальхинче ял хутлăхĕ тĕрев парать. Çĕнĕ çул уявне йĕркелеме те вăлах пулăшасса шанаççĕ шкулта.
В.Трофимов.
В.Трофимов.
 
: 948, Хаçат: 49 (987), Категори: Шăнкăрав

Комментарисем:

Игорь Сайман (2012-12-09 09:28:47):
"Акрел" сăмахра

Игорь Сайман (2012-12-09 09:31:19):
"Акрел" самахра çемçетÿ палли кирлĕ мар...

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: