Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнчи Хирти Кушкăри вăтам шкул кăçал телейлисен йышĕнче. Республика программипе тĕпрен юсанă районти тăватă шкултан пĕри. Ку программа пулман пулсан, 1977 çултах лартнă шкул çуртне тĕпрен юсама районăн укçи-тенки çитместчĕ. Мĕншĕн тесен шкулăн тăррине çĕнĕрен витсе, тулашне сайдинг çапнисĕр, урай, алăк-чӳречесене, ăшă пăрăхĕсене улăштарнисĕр пуçне çумне купаласа кухньăпа ăшă туалет та тунă-çке. Пĕтĕмпе республика бюджетĕнчен 2 миллион та 600, район бюджетĕнчен 400 пин тенкĕ тăкакланă.
Юсав ĕçне ПМК-5 подрядчик çур çултах вĕçленĕ-мĕн. Урăхла каласан, кăçал февралĕн 15-мĕшĕнче пуçласа çĕнĕ вĕренӳ çулне шкула ĕлкĕртнĕ. Паллах, кун пек чухне коллектив та хĕрринче юлмасть. Кушкăсем ку тĕлĕшпе калама çук пысăк ĕç тунă: район уйăрнă укçапа сăр туянса урай-маччана, стенасене сăрланă.
– Шкул территорине хамăр вăйпа тасатрăмăр. Унти 35 çулти 100 ытла тĕп тополе касма тиврĕ. Мĕншĕн тесен çил-тăвăл тухас пулсан вĕсем шкул çине ӳкес хăрушлăх пысăкчĕ, – пĕлтерчĕ шкул директорĕ Е.А.Бондарев тепĕр пысăк ĕçпе паллаштарнă май. – Йывăçсене йăвантарма районтан икĕ хутчен кран килчĕ. Каснă йывăçсен пĕр пайне вутта сутрăмăр, тепĕр пайне вара Çĕнĕ Мертлĕри пилорамăра хамăр шутран (7 пин тенкĕлĕх) çуртарса шкул йĕри-тавра карта тытрăмăр, каллех хамăр вăйпа. Коллектив пирĕн питĕ пултаруллă, пурте тăрăшрĕç. В.Г.Васильев физрука кăна илер, вăл пирĕн ăста платник-столяр та, тракторист-сварщик та, утарçă та, пĕр сăмахпа, ылтăн алăллă. Агрофирма вара юпа валли 120 метр, ял-йыш 60 метр тимĕр пăрăх парса пулăшрĕç. Халĕ пирĕн шкул картин пĕр юпи те йывăçран мар. Ешĕлвартан решетке валли 10 пин тенкĕлĕх штакетник кӳтĕмĕр, – тăсăлать малалла калаçу.
Шкул ачисен ашшĕ-амăшĕсем те пулăшнине ырăпа асăнчĕ директор, вĕсем территорири йывăçсене касма та килнĕ, кунсăр пуçне 100-шер тенкĕ укçа пухса шкул валли гардинăсем, чӳрече каррисем туянса панă-мĕн.
Пушанса юлнă территорире (лаптăкĕ 50 сотăя яхăн) шкул сад ĕрчетме шутлать. Вĕренекенсемпе пĕрле октябрь уйăхĕнче улмуççи, груша, чие йывăççи лартнă та ĕнтĕ. «Хунавсем чĕрĕлсе вăй илессе кĕтетпĕр, – мал ĕмĕтлĕн пĕлтерет директор. – Шкулта ăшă, 10 кабинет, лабораторисем пур. Интерактивлă 2 доска, 4 проектор, 4 компьютер. Штат тулли, специалистсем çителĕклĕ. Ачасем кăна пулччăр».
Хальхи вăхăтра Хирти Кушкă вăтам шкулне тăватă ялтан пурĕ 82 ача вĕренме çӳрет-мĕн. Çĕнĕ Мертлĕри пуçламăш шкул та унăн филиалех шутланать. Çапла вара кăçал 7 ача шкул пĕтерсе каять пулсан, çитес çул пĕрремĕш класа (филиалпа пĕрле) 9 ача килмелле. Вĕрентӳ пахалăхне пăхас пулсан та япăх мар, 2004 çултанпа кунта 5 ача – ылтăн, 3-шĕ кĕмĕл медальпе шкул пĕтернĕ. «ППЭ тытайманни хальччен пулмарĕ-ха», – пĕтĕмлетрĕ Е.А.Бондарев.
1977 çулта лартнă шкул планировкине хальхисемпе танлаштарма çук ĕнтĕ. Хирти Кушкăра та акă, юнашар çуртра пысăках мар спорт залĕ кăна. Апла пулин те ачасене спортпа кăсăкланма май çук тенине пĕлтермест çакă. Эпир пынă вăхăтра физкультура учителĕ ачасемпе пĕрле хоккей коробки ăсталатчĕ. Тĕп юсав программине хутшăннăскерсене Хусантан спортинвентарь та çителĕклĕ кӳнĕ-мĕн: йĕлтĕрсем, конькисем, баскетбол сеткисем тата ытти те. Пысăк спорт залĕ çуккипе кунти ачасем волейбол, баскетбол пек вăйăсенче питех палăраймаççĕ, анчах ориентированире, йĕлтĕрпе чупассинче тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. «Юный стрелок» секци ăнăçлă ĕçленипе тĕл перес енĕпе çитĕнӳсем тăваççĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, ачасем мĕнпур предметпа тĕрлĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнаççĕ.
Шкул тулашĕнчи ĕç пирки калас пулсан, «Сценическое мастерство», «Экологи» кружоксене уйрăмах палăртмалла. Иккĕмĕшне, тĕслĕхрен, биологи вĕрентекенĕ Н.И.Танкова ертсе пырать. Вăл ачасене районта мĕнле ӳсен-тăрансем ӳснине тĕпчеме, сиплĕ курăксене пуçтарса тĕрĕс типĕтме вĕрентет. Нина Ивановна тата шкул пахчинчи ĕçсене те ертсе пырать. Кăçал акă каснă топольсен вырăнĕнче кишĕр, хăяр, купăста, сухан, помидор ӳстерсе илнĕ вĕсем. «Эпир кашни çул столовăйра çулталăк апатланмалăх пахча çимĕçе хамăр ӳстеретпĕр. Агрофирма кашни çул çĕр улми лартма 60-шар сотăй çĕр арендăна парать. Кăçал тата хуçалăх хирĕнче ӳксе юлнă сахăр чĕкĕнтĕрне пуçтарса 10 михĕ сахăр та илтĕмĕр. Аш-какай та пирĕн хамăрăн, шкулăн мини-ферминче çулсерен икшер сысна ӳстеретпĕр. Юсав вĕçленсен пирĕн столовăя пысăк холодильник, лайăх плита парнелерĕç», – терĕ кун пирки Евгений Анатольевич.
Эпир пынă чух та шкулта пысăк ĕç пыратчĕ, кунта тата тавра пĕлӳ музейне уçма шутлаççĕ иккен. Музейра ĕç вĕçленнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Нина Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, унта малашне ял хăнисем валли экскурсисем йĕркелеме хатĕрленеççĕ. 112 çулти шкулăн тăван тавралăхăн историйĕ çинчен каласа памалли те, кăтартмалли те çителĕклех-çке. Çитменнине халĕ шкул çурчĕ те çĕнелнĕ.
 Е.Бондаревпа В.Фомин.
Е.Бондаревпа В.Фомин.
 
: 997, Хаçат: 49 (987), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: