Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкелĕнче маларах вăтам шкул пулнă-тăк, халĕ тĕп шкул çеç хăварнă. Урăхла каласан кунта 1-мĕшĕнчен тытăнса 9-мĕш класс таран вĕрентеççĕ. Кунта тăхăр класс пĕтернисен вара 10-11-мĕш класа Кивĕ Тимушкелне çӳреме тивет.
9-мĕш класра вĕренекенсем – шкулта чи аслисем, вĕренӳ çулĕ вĕçĕнче вĕсен патшалăхăн пĕтĕмлетӳллĕ аттестацийĕ (ГИА) урлă иртмелле пулать. Пĕр шутласан унччен вăхăт нумай-ха, анчах та Çĕнĕ Тимушкелĕнче вĕренӳ çулĕ пуçланнăранпах хатĕрленме пуçланă экзамена. 9-мĕшсене математикăпа Светлана Геннадьевна Матвеева, вырăс чĕлхипе Людмила Витальевна Павлова вĕрентекенсем хатĕрлеççĕ.
– Экзаменран хăрамастăр-и? – тесе ыйтрăм хĕрсемпе каччăсенчен.
– Çук, пачах та хăрамастпăр, – çирĕппĕн хуравларĕç 9-мĕшсем, – пире лайăх вĕрентеççĕ вĕт.
9-мĕш класра пурĕ 11-ĕн вĕренеççĕ вĕсем: Максим Анорьев, Алексей Антипов, Надежда Валерова, Екатерина Евдокимова, Максим Захаров, Евгений Ильмурзин, Александр Леонтьев, Дарья Мадюкова, Александр Макаров, Анна Павлова тата Юлия Петрова. Хĕрсемпе каччăсем туслă пулни, пĕр-пĕрне вĕренӳре пулăшма тăрăшни вĕсемпе кăшт калаçсанах сисĕнчĕ.
Çак вĕренӳ çулĕ вĕсемшĕн тăван шкулта юлашки – унтан кам-тăр Кивĕ Тимушкелĕнчи шкула çӳрĕ, кам-тăр пĕр-пĕр училищĕне е техникума çул тытĕ. Шухăшланисем пурнăçланччăрах эппин!
![]() |