Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче ТР ШĔМĕнче иртнĕ черетлĕ брифинга ӳсĕрле тунă преступленисен темипе ирттерни, паллах, ахальтен мар. Юлашки вăхăтра халăх ĕçке ярăнни вăрттăнлăх мар вĕт. ТР ШĔМ статистики тăрăх, кашни пиллĕкмĕш преступлени ӳсĕрле тунăскер-мĕн. Кăçал 10 уйăхра кăна республикăн йĕрке хуралçисем çакăн пек 4521 преступление тĕпченĕ.
«Ӳсĕр çын урамра е преступник, е преступниксенчен шар тӳсекен çын. Палламан е сахал пĕлекен çынсемпе пĕрле ĕçекенсен сценарийĕ яланах пĕр пек: хĕненĕ хыççăн çаратаççĕ е çапăçса аманаççĕ, е пĕр-пĕрне вĕлереççĕ», – терĕ ТР ШĔМĕн участковăйсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн ĕçĕсене йĕркелекен уйрăмĕн ертӳçи Ю.Белодуров полици полковникĕ. Çапла каламашкăн полковникăн сăлтавĕ пурах. Мĕншĕн тесен çынна вĕлернин виççĕмĕш пайне (160), мăшкăлланă пилĕк тĕслĕхрен тăваттăшне (58), сывлăха сиен кӳнин çуррине (283), çаратусен виççĕмĕш пайне (338) шăпах ӳсĕрле тунă.
ТР ШĔМĕн уголовнăй шырав управленийĕн уйрăм ертӳçи В.Лычкин шучĕпе, кун çине тĕрмере ларса тухнисен шучĕ çулран çул ӳсни те витĕм парать, мĕншĕн тесен йĕплĕ пралук леш енчен тухакан çын обществăра хăй вырăнне тупаймасть.
Эрех ĕçес культура çукки Тутарстанăн кăна мар, пĕтĕм Раççейĕн пуç ыратăвĕ пулнине те пытармăпăр. 2012 çул пуçламăшĕнче пĕр Тутарстанра кăна диспансерсен учетĕнче 34,5 пин çын тăнă. Официаллă мар кăтартусем тăрăх, ку цифра самай пысăк – 175 пин (!). Ĕçкĕçсен проблеми Шалти ĕçсен министерствин кăна мар, вăл мĕнпур обществăн пулнине те манмалла мар. Шел те, хальлĕхе ĕçкĕçсен проблеми çине патшалăх енчен тивĕçлĕ тимлĕх уйăрсах каймаççĕ. Калăпăр, ĕçкĕçе вăйпах сиплесси пирки депутатсем нумай калаçрĕç пулин те нормативлă документ халĕ те йышăнман. «Ĕçкĕçе сипленме яма пулăшма пултаратпăр, анчах вăйпах хистеме – çук, мĕншĕн тесен закон йышăнман», – пĕлтерчĕ Ю.Белодуров. Ку кăна та мар, çĕнĕ закон тăрăх, урăлтаркăчсем тек Шалти ĕçсен министерствин ведомствине кĕмеççĕ, вĕсем Сывлăх сыхлав министерствине пăхăнаççĕ. Ку та йĕрке хуралçисен аллине çыхать. Мĕншĕн тесен халĕ патруль служби урамри ӳсĕр çынна тӳрех урăлтаркăча ăсатаймасть, малтан медиксене чĕнтерсе вĕсен аллине парать.
2010 çулхи ноябрь уйăхĕнчен ваккăн тавар сутакан учрежденисене алкогольлĕ продукцие каçхине 22 сехетрен тытăнса ирхине 10 сехетчен сутма юраманни çинчен закон вăя кĕчĕ пулин те каçхине урам тăрăх ӳсĕр çӳрекенсен те, обществăлла вырăнта эрех ĕçекенсен шучĕ те чакмарĕ, пачах урăхла – ӳсрĕ. Кăçал 10 уйăхра кăна, тĕслĕхрен, обществăлла вырăнта алкогольлĕ тата спиртлă шĕвексем ĕçнĕшĕн – 9351, обществăлла вырăнта ӳсĕр çӳренĕшĕн 106635 протокол çырнă. Алкогольлĕ продукцие сутасси пирки закона кĕртнĕ тӳрлетӳсем 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрсен, тен, лару-тăру улшăнĕ? Ун чух закона пăхăнман сутуçăсен хальхинчен темиçе хут нумайрах штраф тӳлеме тивет-çке.
Ӳсĕрле тунă йывăр преступленисен шучĕ республикăра ӳснине йĕрке хуралçисем пăшăрханса пĕлтерчĕç: пĕлтĕрхипе ташлаштарсан кун пек преступленисем – 15, мăшкăлланă тĕслĕхсем 75 процента ӳснĕ-мĕн. Паллах, ӳсĕрсен шучĕпе пуяс текенсем те нумайланнă. Мĕншĕн тесен ӳсĕр çын хăйне кам, ăçта çаратнине, преступниксен сăнне, паллисене астăваймасть. Çавна кура кун пек преступленисене уçса парасси чылай йывăрланать.
Ӳсĕрле тунă преступленисем кашни районта тĕрлĕрен пулнине йĕрке хуралçисем районпа хуласен социаллă экономика кăтартăвĕпе тачă çыхăннине пĕлтерчĕç. Калăпăр, Хусантах Азино тăрăхĕнче кун пек преступленисем нумай мар, çав вăхăтрах Заречьере вара чылай пысăкрах. Çаплах районсем пирки те каламалла, Лениногорск, Павлă, Элмет районĕсенче кун пек преступленисен шучĕ чакнă пулсан, Арск, Çĕпрел тăрăхĕнче ӳснĕ. Паллах, ĕçекен çынна нимĕн те, никам та чараймасть. Кашни çыннăн хăйĕн пуçĕ пулмалла пек те вĕт, шел те, хальлĕхе Раççей пирки апла калама йывăртарах.
 
: 863, Хаçат: 49 (987), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: