Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕнче пуринчен малтан харпăр лавкка тытма пуçлакансем – Калашниковсем. Василий Николаевичпа Наталья Николаевна 2000 çулта уçнă ăна. Халăха куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерме тĕллев лартнă хăйсен умне. Ăна паян кунччен пурнăçлаççĕ. Çавăнпа халĕ ялта пилĕк харпăр тата пĕр райпо лавкки пулин те Калашниковсем патне тавар туянакансем килсех тăраççĕ. Çакăн сăлтавне шырама аякка каймалла мар: сутуçă тарават, кирлĕ япалана кивçен парса янисем те пулаççĕ, мĕн кирли лавккара пулмасан çывăх кунсенчех кӳрсе пама шантарать, сăмахне тытать те. Калашников район центрне те, Пăвана та, Ульяновска та тăтăшах çӳрет. Апат-çимĕçе сахалшар кӳрсе килнипе витрина çинче темĕнччен выртмасть, çийĕнчех туянса пĕтереççĕ. Юлашки çулсенче тата лавккасене тавар валеçсе çӳрекенсем те киле-киле тухаççĕ, вĕсен услугисемпе те усă курать мăшăр.
Халĕ вĕсен Çĕнĕ Шăхалĕнче те лавкка пур. Наталья Николаевна унта ĕçлеме лайăх сутуçă чылай шырама тиврĕ тесе аса илет. Хăй 18 çултанах районти потребсоюз лавккинче сутуçă пулса ĕçлеме тытăннăскер, çак профессин вăрттăнлăхĕсене лайăх пĕлет. Тавар сутăнтăр тесен туянакансене юрамаллине лайăх ăнкарать вăл. Çавăнпа унта вашават сутуçă тупăннăшăн савăнать.
Пурнăçне суту-илӳпе ирттерсе, чылайранпа тата харкам услам тунă çĕре нумай вăхăт, вăй-хал кайсан та Наталья Николаевна çемйи валли те вăхăт тупать. Виçĕ ача çуратса ӳстернĕ вĕсем мăшăрĕпе. Ватă хунямăшĕ Вера Васильевна та вĕсемпех пурăннă. «Çĕр çула çитеймерĕ», – тесе кулянать паян кун та. Халĕ Василий Николаевичпа Наталья Николаевна кĕçĕн ывăлĕпе çеç пурăнаççĕ. Андрей 9-мĕш класра вĕренет. Пушă вăхăтра ашшĕ-амăшне пулăшать. Тавар сутассипе те, кӳрсе килнĕ чух та чи шанчăклă пулăшуçă вăл. Питĕ çаврăнăçуллă, тавçăруллă, çынпа çепĕç калаçать тесе мухтаççĕ лавккана час-час çӳрекенсем.
Калашниковсен тепĕр ырă ен – вĕсенче çынлăх, этемлĕх пурри. Паллах, илекен тупăша хуçа хăй кирлĕ пек тыткалама пултарать: кам хаклă машина туянать, тепри юмахри пек çурт-йĕр çĕклет, виççĕмĕшĕ – тĕнче курса çӳрет. Пулăшу панă çĕре тăкакланакансем те пур, çулран çул вĕсен йышĕ ӳсет. Калашниковсем Çĕнтерӳ кунне уявланă чух та ял хутлăхне ветерансем валли уяв сĕтелĕ хатĕрлеме пулăшаççĕ, вырăнти чиркĕве те пулăшсах тăраççĕ. Сабантуя та тӳпе кĕртеççĕ, 1-мĕш класа каякан ачасене шкула пуçтарăнма та пулăшаççĕ. Ялти культура ĕçченĕсем те мероприятисене Калашниковсем пулăшнипе ирттереççĕ тесен те йăнăшмастпăр пулĕ: конкурссенче çĕнтерекенсене парнесем памалла вĕт, чылай чухне вĕсене кӳрекеннисем Наталья Николаевнăпа Василий Николаевич пулса тăраççĕ.
 
: 960, Хаçат: 48 (986), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: