Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАН. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕнче Анне кунне халалланă «Букет для мамы» республика акцийĕ иртнĕ. Уява республикăри мĕнпур районпа хуларан нумай ачаллă пурĕ 519 аннене, вĕсенчен 300 яхăнĕ тĕрлĕ сферăра ТР тата РФ тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсене тивĕçнисене чĕннĕ. ТР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Р.Ратникова Тутарстанра çемье политики вăйланнине, çавна кура 2011 çулта республикăра 51 пин ытла ача çуралнине, кăçал та ача çураласлăх пысăккине палăртнă. Анне кунĕпе саламланă хыççăн Р.Ратникова 10 аннене «Амăш мухтавĕ» – «Материнская слава» медальпе наградăланă. Паянхи кун тĕлне çак наградăна Тутарстанра нумай ачаллă пин ытла çемье тивĕçнĕ.
 
Аксу районĕнчи Саврăшпуç ял хутлăхĕн председателĕн ĕçĕсене 2012 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнчен Светлана Михайловна Семенова туса пырать. Халиччен вăл Савгачевăри çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшнă. 6 ял кĕрекен ял хутлăхне 12 çул Валерий Зиновьевич Николаев ертсе пынă.
 
ÇĔПРЕЛ. Коррупцие хирĕç патшалăх политикине халăха хутшăнса коррупци факчĕсене палăртас тĕллевпе районта «Шанăç ещĕкĕ» Положение çирĕплетсе Ĕçтăвком фойинче тата вырăнти хăй тытăмлăхсенче ещĕксем вырнаçтарнă. Унта кирек кам та çыру пăрахма пултарать. Енчен те ещĕке коррупципе çыхăнман çыру килсен ăна Çĕпрел район аппарачĕн пĕтĕмĕшле уйрăмне малалла пăхса тухма яраççĕ. Енчен те анонимсем килсен, вĕсене те пăхса тухаççĕ, анчах хуравламаççĕ.
 
АНАТ КАМА. Раççей Инженерсен союзĕ «Раççей хулисен илĕртӳлĕхĕн генеральнăй рейтингне» хатĕрлесе 100 пин çын ытла пурăнакан хуласене тĕпченĕ. Анат Кама 164 хуларан 32-мĕш вырăна тухнă. Тутарстанран ăна Хусан (6-мĕш вырăн) кăна иртсе кайнă. Рейтингăн пирвайхи вырăнĕсене Мускав, Санкт-Петербург тата Новороссийск йышăннă. Тĕпчевçĕсем халăх шучĕн динамикине, граждансен пурлăхне, çурт-йĕр илме май пуррине, çут çанталăкпа экологи лару-тăрăвне, транспорт инфраструктурине тата ытти кăтартусене шута илнĕ.
 
Декабрь уйăхĕнчен Камские Поляны поселокĕнче «Система 4 расходов» çĕнĕ республика программи хута каять. Программăн тĕллевĕ – халăха ÇКХ организацийĕн ĕçне тĕрĕслесе тăма пулăшасси. Çапла вара управляющи компанисем укçана мĕнле тăкакланине тĕрĕслемелли пилотлă программăна республикăн чи малтан Камские Полянынче пурăнакансем хутшăнаççĕ.
ЕШĔЛВАР. Ноябрĕн 12-мĕшĕнче «Зеленодольский завод имени А.М.Горького» УАОра «Свияга» ишекен транспорт докне тума пуçланине палăртса мероприяти иртет. Ишекен док – ятарлă судно, унпа карапсемпе кимĕсене куçарĕç, карапсене юсамалли предприяти хатĕрĕсемпе юсав ирттерĕç.
Ишекен докăн вăрăмăшĕ – 134, сарлакăшĕ 14 метр, 3,3 пин тонна йывăрăша чăтма пултарать. Ăна 2015 çулччен туса пĕтерме палăртнă.
 
: 823, Хаçат: 48 (986), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: