Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2012 çулта Тутарстан чăвашĕсен пурнăçĕнче паллă пулăмсем нумай пулчĕç. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли – тинех çыравçăсене тимлĕх уйăрни. Çак тĕлĕшпе ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкайра республикăри чăваш çыравçисен семинарĕ иртрĕ. Çулла теччĕсем Кăнна Кушкинче хисеплĕ ентешĕн, поэтăн Серте Мишшин 65 çулне паллă турĕç, ноябрĕн 25-мĕшĕнче Çарăмсан тăрăхĕнче тепĕр хисеплĕ ентеше, Чăваш халăх поэтне, прозаика, куçаруçăна, публициста Порфирий Васильевич Афанасьева 70 çул тултарнă ятпа чаплă мероприяти ирттерсе саламларĕç.
Порфирий Васильевичăн юбилей каçне çуралса ӳснĕ Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче мар, кӳршĕллĕ Кивĕ Йĕлмелĕнчи Культура çуртĕнче паллă тума йышăннипе çĕнйĕлмелсем малтанласа кăшт ӳпкелешсе: «Кӳршĕ киле туй кĕртнĕ пекех пулать вĕт капла», – текелеме те пăхрĕç. Анчах йĕркелӳçĕсен йышăнăвĕн тĕп сăлтавĕ каярах паллă пулчĕ. Вăл кунти Культура çурчĕ çĕнĕ пулнипе кăна çыхăнман иккен, курав залĕ нумайрах çынна шăнăçтарма пултарассине шута илнĕ. Апла пулин те Кивĕ Йĕлмел ялĕн 200 вырăнлă курав залĕнче те ура пусма вырăн çукчĕ.
«Эх, Чăваш халăх поэтне ачасем кураймарĕç. Çын нумай пулнипе ачасене илсе килме хушмарĕç», – пăшăлтатрĕç куракансен хушшинчи ашшĕ-амăшĕсем пĕр-пĕринпе. Тепĕр тесен, Кивĕ Йĕлмел кăна мар, Çарăмсан районĕнчи кирек мĕнле чăваш ялĕ те çак мероприятие хăй патĕнче хапăлласах ирттернĕ пулĕччĕ, мĕншĕн тесен ку тăрăхри кашни чăваш: «Порфирий Васильевич вăл пирĕн», – тет-çке. Çарăмсансем кăна-и тата? Мĕнпур Тутарстан чăвашĕшĕн вăл – хамăрăн. Çавăнпа ентешĕн юбилейне тăван республикăра паллă тумасăр юлма ниепле те пултарайман Тутарстан.
– Лайăх юбиляр эсĕ, шутларăм та 70 тултарнă кунранпа паян 9 уйăх, – шӳтлерĕ П.Афанасьевăн çывăх юлташĕ А.Трофимов академик кун пирки. Çак чыса хисеплĕ ентешĕмĕр чăннипех те тивĕç, мĕншĕн тесен вăл пирĕн иккĕмĕш Хусанкай, Тутарстанран тухнă çыравçăсенчен Чăваш халăх поэчĕ ята тивĕçнĕ тăватă сăвăçран пĕри.
Халăх поэтне саламлама питĕ нумай çын пуçтарăннăччĕ, хаклă хăнасем те йышлăччĕ: Çарăмсан район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Хамидуллин, унăн çумĕ М.Батыршина, ТР ЧНКА ертӳçи К.Яковлев, «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Тутарстанри уйрăмĕн ертӳçин çумĕ В.Паймухин, ТР ЧНКА ертӳçин Кама леш енчи районсен полномочиллĕ представителĕ А.Молоствов генерал-майор, Хусанти П.Хусанкай ячĕллĕ чăваш обществăпа культура центрĕн тин çеç суйланнă пуçлăхĕ С.Степченко, Аксу, Элмет районĕсенчи чăваш наципе культура центрĕсен ертӳçисем А.Калуковпа И.Альмукова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Тутарстанра çуралса ӳснĕ чăвашсен Шупашкарти «Пăлхар» ентешлĕхĕн ертӳçи, «Тус» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ Н.Угаслов, унăн çумĕ В.Давыдов, искусствоведени ăслăлăхĕсен докторĕ А.Трофимов академик, тĕрлĕ çĕрте пурăнакан тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, ял-йышсем… Кашни çыннăн ентеш валли ăшă сăмах тупăнчĕ çав кун, паллах, сцена çинче кăна та мар. Фойере библиотека йĕркеленĕ курава интересленсе пăхнисĕр пуçне ентешĕсем Порфирий Васильевичпа пыра-пыра калаçрĕç, алă тытса саламларĕç.
Юбилей каçне кӳршĕ ялта паллă тума йышăннă пулсан та поэта малтан тăван Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнчех кĕтсе илчĕç, шкулта, çуралнă çуртĕнче пулчĕç, масар çине кайса чи çывăх тăванĕсене те асăнчĕç. Кайран тин уяв Кивĕ Йĕлмелне куçрĕ. Çак икĕ ялăн «Пилеш» тата «Ивушки» ансамблĕсем авалхи йăлапа юрăсем юрласа çăкăр-тăварпа Культура çурчĕ умне кĕтме тухрĕç.
Палăртнă вăхăта халăх зала туллиех пуçтарăнчĕ ĕнтĕ. Уяв пуçланасса нумай кĕтме тивмерĕ вĕсен, кĕçех хитре кĕвĕ янăраса мероприяти ертӳçисем Порфирий Васильевичăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн çитĕнĕвĕсемпе вырăсла тата чăвашла кĕскен паллаштарма пуçларĕç. Паллах, кун пек каçра сăвăçăн сăввисене вуламасăр, унăн сăввипе кĕвĕленĕ юрăсене юрламасăр мĕнле пултăр-ха? Çĕнĕйĕлмелсем Порфирий Васильевичăн «Тăван ялăма» сăввине те, юррине те питĕ хитрен каласа, юрласа уява хитрен малалла тăсрĕç. Кивĕ Йĕлмелĕнчи «Ивушки» ансамбльпе шкул ачисем те вĕсенчен юлмарĕç. Юбилей каçне ятарласа Шупашкартан килнĕ Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн концерчĕ вара уява тата илемлĕрех турĕ.
Паллă ентешĕмĕре чунтан хисепленине çирĕплетсе Çарăмсан районĕн пуçлăхĕ Н.Хамидуллин: «Паянхи уяв Анне кунĕпе тӳр килчĕ. Паллă ентешĕмĕре чăваш литературине, тăван тавралăха, халăха юратма кунта ашшĕ-амăшĕ вĕрентнĕ. Тав сана, Порфирий Васильевич, наци аталанăвне, халăхсен туслăхне çирĕплетме тӳпе хывнăшăн», – терĕ. Çитĕнекен ăрăва ăс-хакăл воспитанине парас енĕпе нумай тăрăшнăшăн Нурхамет Нуруллович администраци ятĕнчен Хисеп хучĕпе наградăларĕ тата район çут çанталăкне ӳкернĕ пысăк картина парнелерĕ.
Вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ И.Захаров вара ял хутлăхĕн ĕçтăвкомĕн йышăнăвĕпе Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи çĕнĕ урама Порфирий Васильевич Афанасьевăн ятне парасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак йышăнăва ял çыннисем тăвăллăн алă çупса ырларĕç.
– Эпир питĕ телейлĕ çынсем, хамăрăн çакăн пек пултаруллă ентеш пурришĕн савăнатпăр. Ăна Чăваш Енпе Тутарстанра кăна мар, тĕнчипех пĕлеççĕ. Порфирий Васильевич пек тӳрĕ те ырă кăмăллă çынсен 100 çултан кая мар пурăнмалла, вăл пирĕн легенда, унăн сăвви-хайлавĕсем тепĕр 100 çултан та манăçмаççĕ, – терĕ ТР ЧНКА ертӳçи К.Яковлев. Хисеплĕ ентеше ТР ЧНКА канашĕн йышăнăвĕпе Тутарстан чăвашĕсен чи пысăк наградипе – Петĕр Хусанкай медалĕпе – наградăларĕ.
Наградăсем кунпа кăна вĕçленмерĕç-ха. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Угаслов паллă ентешĕмĕр çинчен нумай ырă сăмах каланă май тăван халăх культурин аталанăвĕнче пысăк ĕçсем тунине, çав шутра Тутарстанра кăна пĕрле тăватă палăк лартнине асăнчĕ. Ун хыççăн «Сыны Отечества» Раççей офицерĕсен юлташлăхĕ» обществăлла организацийĕн СССР летчик-космонавчĕн А.Г.Николаевăн медалĕпе наградăларĕ.
Поэтăмăр «награда çакма костюм çинче урăх вырăн çук» тесе шӳтлерĕ пулин те, Тутарстан чăвашĕсен шучĕпе, Порфирий Васильевичăн хисеплĕ ячĕсен çумне ТР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят та хушăнмаллах, унсăрăн чăваш литературин çăлтăрĕн пултарулăхне, ĕçне тăван республика тивĕçлĕ хакламасть пек пулса тухать. Паллах, космонавт медальне те ентешĕмĕре пĕр ахаль паман, пĕрремĕшĕнчен, Андриян Григорьевича вăл лайăх пĕлнĕ, иккĕмĕшĕнчен, Чăваш Республикинчи массăллă хыпар хатĕрĕсенче ĕçленĕ чух космонавт тăван ене килнине çутатмашкăн яланах Порфирий Васильевича шаннă.
Ентешĕсем хăйне юбилейпе çакăн пек чысласса кĕтменччĕ пулмалла поэтăмăр, савăнăçне тем пек пытарас тесе тăрăшсан та савăнăç куççульне пытараймарĕ. Хăйне çапла пысăк чыс тунăшăн район, ТР ЧНКА ертӳçисене, кивйĕлмелсемпе çĕнйĕлмелсене тав туса малалла ĕçлеме ăнăçу, ачи-пăчисене ӳстерме çирĕп сывлăх сунчĕ. Тăван литературăн çутă çăлтăрĕн, пултаруллă, хисеплĕ ентешĕн ятне ĕмĕрлĕхе асра хăварас тĕллевпе çĕнйĕлмелсем унăн тăван кил-çуртĕнче музей йĕркелеме сĕнчĕç. Çак шухăша район, ТР ЧНКА ертӳçисем те ырласа йышăнчĕç.
 
: 1040, Хаçат: 48 (986), Категори: Юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: