Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕнчи Пӳлер, ку тăрăхри ытти ялсемпе танлаштарсан, самаях пысăк ял. Пӳлерте хăйĕнче кăна 2245 çын пурăнать. Хăçан-тăр тата та нумайрах çын пурăннă кунта. Ак, тĕслĕхрен, иртнĕ ĕмĕрте Пӳлер район центрĕ пулнă, самай ялсене пĕрлештерсе тăнă вăл. Сăмах май, ун чух районта чăваш ялĕсем питĕ нумай пулнă. Анчах та 50 çул каялла Пӳлер районне пĕтернĕ, ялсене хăшне Аксу, хăшне Чистай, хăшне Алексеевски районĕсене кĕртнĕ.
Пӳлер халĕ те ура çинче çирĕп тăракан ял темелле. Кунта хуçалăх объекчĕсем нумаййи те çакăн çинченех калать: Пӳлерти врач амбулаторийĕ, «Алексеевскдорстрой» УАОн бази, «Красный Восток-Агро» УАО уйрăмĕ, миниэлеватор, «Черемшан» тулли мар яваплăхлă общество, «Билярлес» тата «Билярское лесничество» патшалăхăн бюджетлă учрежденийĕсем, «Билярское производство» потребительсен обществи, сĕт завочĕ, пушар чаçĕ, «Сетевая компания» УАО, «Технологии холод» тулли мар яваплăхлă общество, ветеринари сыватмăшĕ тата ытти те.
Пӳлерте тĕпрен илсен вырăссем пурăнаççĕ – 70 процент, чăвашсем – 17, тутарсем – 11 процент. Ял хутлăхне кĕрекен Шеме ялĕнче 2010 çулхи çырав кăтартăвĕсемпе чăвашсем ытларах пурăнаççĕ. Шел те, йăхташăмăрсем пĕр-пĕринпе чăвашла калаçаççĕ, асатте-асаннесен йăлисене тытса пыраççĕ пулин те, Пӳлерте те, Шемере те шкулсенче чăвашла вĕрентмеççĕ. Çамрăк ăру ашшĕ-амăшĕ чăваш пулсан та çырма-вулама пĕлмест кунта. Юрать-ха нумай çемьесенче хăть ачисене чăвашла калаçма вĕрентеççĕ.
Пӳлер ял хутлăхне 1998 çултанпа Н.Н.Портнов ертсе пырать. Николай Николаевич опытлă ертӳçĕ пулни унпа калаçма пуçласанах курăнать. Кунта татса паман ыйтусем çукпа пĕрех, пуррисене çийĕнчех татса пама тăрăшать вăл.
– Ял хутлăхĕн малашнехи пурнăçĕ еплерех пуласси бюджет еплерех пулнинчен килет, – тет Николай Николаевич. – Эпир тупăшран илĕнекен налог пуçтарса та хамăра шанса панă укçа-тенкĕ шутне ӳстерме тăрăшатпăр, харпăр предпринимательсемп е кашни уйăхрах калаçатпăр. Çапла майпа пухăннă укçа-тенкĕпе ялсене тирпей-илем кӳретпĕр, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшатпăр.
Кăçал, ак, тĕслĕхрен, Пӳлерти Çĕнтерӳ паркне тимĕр карта тытнă, масар картине йĕркене кĕртнĕ, тĕп урамсенчи палисадниксене тирпейленĕ, ял 250 çул тултарнă çĕре Шемери Культура çуртне юсанă.
Ытти чылай ялсенчи пекех Пӳлерте те ĕç пурин валли те çитмест. Кунта пурăнакансем те ют çĕре – Хусана, Çырчаллине, Алексеевскине, Мускава ĕçлеме çӳреççĕ. Çапах та çынсем йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла пурăнма вĕреннĕ, çĕнĕ çуртсем те лартаççĕ, çемьесен йышĕсем хушăнаççĕ. Пĕр сăмахпа пурнăç малалла пырать.
Чăн та, пурнăç малалла пынине çĕнĕ объектсем уçăлни те çирĕплетет. Ак, тĕслĕхрен, Шемере нумай пулмасть çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. Ăна республика программипе тунă. Шемере фельдшерпа акушер пункчĕ çук мар-ха, анчах та çĕнни çĕнниех çав вăл.
– Çĕнĕ медпунктра ĕçлесси пирки темиçе çул каялла ĕмĕтленме те пултарман эпир, – каласа парать Шемери ФАП фельдшерĕ Е.Е.Зайцева. – Темиçе кун хушшинче ним çук çĕртен хăпартрĕç те лартрĕç.
Чăн та, сентябрĕн 27-мĕшĕнче халь çĕнĕ медпункт ларакан вырăнта ĕçе пуçланă кăна пулин те, тепĕр виç кунтан унта хĕрлĕрех сарă тата çутă хăмăр тĕслĕ çĕнĕ çурт ӳссе те ларнă. Эпир Шемене шăпах октябрь пуçламăшĕнче кайнăччĕ. Çуса тасатса çĕнĕ оборудовани илсе килмелли çеç юлнăччĕ ун чух. Темиçе кун каялла çĕнĕ ФАП уçăлнă тесе пĕлтерчĕç пире Шемери вулаканăмăрсем.
– Çĕнĕ çуртра врач валли те пӳлĕм пур, – тет Пӳлер ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н.Н.Портнов. – Ĕçлеме кăна килччĕр.
Ялта пурăнакансене тата мĕн кирлĕ? Шкул, медпункт, лавккасем, Культура çурчĕ, почта, ялтан тухса çӳреме çул пур-тăк, пурăнма пулать. Шемепе Пӳлерте вара мĕн кирли пĕтĕмпех пур.
Пӳлер ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н.Н.Портнов: «Авалхи хула вырăнĕсен чиккисене виçсе танлаштарсан Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули Пӳлер пулни уçăмлăн палăрать».
Пӳлер ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н.Н.Портнов: «Авалхи хула вырăнĕсен чиккисене виçсе танлаштарсан Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули Пӳлер пулни уçăмлăн палăрать».
 
: 1035, Хаçат: 47 (985), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: