Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки уйăхсенче районсем тăрăх командировкăсене тухса çӳресе тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулса калаçма тӳр килет. Кашни ял почтинче пулса куратпăр. Пĕтĕм çĕрте тенĕ пек çулланнă çынсем вилсе пынишĕн хуйхăраççĕ. Почта ĕçченĕсем каланă тăрăх, хаçат-журнал çырăнакансенчен нумайăшĕ пенсие тухнă çынсем.
Хаçат-журнал çырăнакансен шучĕ чакса пыни пирки те илткелерĕмĕр эпир. Сăлтавĕ, паллах, тĕрлĕ.
Иртнĕ эрнере эпир Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕн почта уйрăмĕнче пултăмăр. Почтăра халăх сахал марччĕ. Кашнийĕн хăйĕн ĕçĕ пур, паллах, çыхăну уйрăмĕнче. Асăннă кун эрнекун пулнипе килнĕ-килнĕ хаçат-журналсене те илсе каяççĕ. Сăмахран, Алевтина Нухратова «Сувар» хаçата ыйтса илсе сумкине чикрĕ. Çук, чикмерĕ-ха. Малтан хăвăрт кăна кашни страницине пăхса тухрĕ.
Анат Кăтрата ялĕн почтинче пурĕ те пĕр çын çеç ĕçлет. Тамара Матвеева почта уйрăмĕн начальникĕ те, почтальонки те. Почтăпа çыхăннă ĕçсене пĕтĕмпех хăйĕн пурнăçласа пыма тӳр килет.
Çав кун «Сувар» ĕçченĕсем Анат Кăтратана килессине пĕлсе ял çыннисем почтăна пухăннă пулнă. Эпир кăштах кая юлса килнине кура нумайăшĕ килĕсене саланнăччĕ.
– «Сувар» лайăх хаçат теççĕ пирĕн ялсем, – теме пуçларĕ почта ĕçченĕ Тамара Зиновьевна. – Анчах та телепрограмма питĕ нумай вырăн йышăннипе килĕшмеççĕ. Вуламаллине нумайрах пичетлесен аванрах пулĕччĕ.
Пухăннисем унăн сăмахĕсене çирĕплетрĕç.
– «Сувара» эпĕ икĕ хут вулатăп. Хаçата вуласа тухасса мăшăр чăтăмсăррăн кĕтсе тăрать. Вара вăл хаçатпа чунне кантарнă хыççăн эпĕ тепре тытса вулатăп. Питĕ интереслĕ те кирлĕ хаçат. Тем çинчен те пĕлме пулать ăна вуласан, – тет почтăра сак çинче ларакан Лидия Федорова.
Çакăн пек сăмахсене илтме пире питĕ кăмăллă.
Анат Кăтратара 160 килĕ шутланать. Ял пĕчĕкех мар темелле. Вĕсем питĕ кăсăк ирттереççĕ пурнăçне. Ял-йышпа пысăк ĕçсем тăваççĕ. Ăмсанмалăх пур. Чăвашлăха та тытса пыма тата упрама тăрăшаççĕ.
– Ытти çулсенче пирĕн ял çыннисем 95 çын таранччен «Сувара» çырăнатчĕç. Халĕ вара 72 çеç юлчĕç, – тет Тамара Матвеева. – Малашне сире курнă хыççăн, тен, тата та çырăнса вулакансем пулĕç.
Шел пулин те, эпир ялсем тăрăх ялан тухса çӳрейместпĕр. Пырас пулсан та ял халăхĕпе, ачасемпе ĕçлекенсем çинчен нумайрах çырма тӳр килет.
 
 
: 1004, Хаçат: 47 (985), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: