Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чистай районĕнчи Данауровка ялĕ пĕтĕмĕшле илсен вырăс ялĕ шутланать. Апла пулсан та унта 99 килĕре чăвашсем пурăнаççĕ. Сахал мар темелле. Социаллă сферăра ĕçлекенсем вара пурте чăвашсем теес килет. Сăмахран, шкул директорĕ, почта начальникĕ, ял хутлăхĕн секретарĕ те хамăр çынсем. Кусем эпир пĕлнисем кăна-ха.
Данауровка ялне çитсенех эпир, паллах, ял хутлăхĕн кантурне шыраса тупрăмăр. Пуçлăх пӳлĕмне кĕнĕ çĕрте питĕ кăмăллă куçпа ял хутлăхĕн ертӳçин секретарĕ кĕтсе илчĕ. Эпир «Сувар» хаçатран килнине пĕлсен тӳрех чăвашла калаçма пуçларĕ.
– Пирĕн патра пурăнакан чăвашсем питĕ активлă. Эпир пурте таçтан-таçтан килнĕ çынсем çак ялта. Сăмахран, Аксу, Элкел, Алексеевски районĕсенчен питĕ нумайăн. Эпĕ хам та Аксу районĕнчи Саврăшпуçĕнчен килнĕ. Кунта 23 çул пурăнатăп. Малтан ача садĕнче ĕçлерĕм. Унтан кунта куçма май пулчĕ, – тесе каласа парать Алевтина Петрова пĕр пытармасăр.
Алевтина Николаевна ял хутлăхĕн ĕçченĕ пулса виççĕмĕш çул вăй хурать. Çавăнпа та ялта пулса иртекен ĕç-хĕле пĕтĕмпех пĕлсе тăрать.
– Пирĕн патра пулса иртекен кирек мĕнле мероприяти те виçĕ чĕлхепе иртет. Халăх пĕтĕм çĕре хутшăнать. Ытти халăхсемпе те питĕ туслă пурăнатпăр, – тăсать калаçăва секретарь.
Çак яла çынсем улма-çырла совхозĕ пулнă вăхăтра ĕçлемешкĕн килнĕ пулнă. Халĕ вăл ĕçлемест. Данауровка çыннисем вара Чистай хулине ĕçе çӳреççĕ.
– Мĕнпе çӳреççĕ вара хулана çитиччен вĕсем? Кашни кун çӳреме çăмăлах мар вĕт, – кăсăклантăм эпĕ.
– Пирĕн яла кашни кун вунă хут автобус килсе каять. Питĕ лайăх. Хăвăрт çитерет, – тет Алевтина Николаевна.
Çапла вырăс ялĕнче пурăнса та çынсем хăйсен чĕлхине манмаççĕ. Ял хутлăхĕн секретарĕн сăмахĕсем тăрăх, ялта чăвашпа чăваш тĕл пулсан вырăсла калаçмаççĕ. Шел, ачисем çеç шкулта чăвашла вĕренеймеççĕ. Килте ашшĕ-амăшĕ калаçнине кура пĕрре те пĕлмеççĕ теме те çук.
 
 
 
: 866, Хаçат: 47 (985), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: