Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (26.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Анат Кăтрата ялне эпир кун пек уяр çанталăкра мар, кĕрхи çумăрлă кун çитрĕмĕр. Кун пек çанталăкра урам тăрăх иртен-çӳрене питех асăрхаймăн, кунта вара урăхларах курăнуччĕ: 80 çултан иртнĕ ватă мучи темиçе çухрăмри район больницинчен таврăнатчĕ, ял халăхĕ хăшĕ кантур, тепри лавкка еннелле утатчĕ. Чиркӳ стройки те чарăнманччĕ, çынсем çумăр айĕнчех икшерĕн-икшерĕн наçилккапа раствор, теприсем кирпĕч йăтатчĕç, каменщик чиркӳ çамкине кирпĕч хыççăн кирпĕч хурса купалани аякранах курăнатчĕ.
Пĕрре пăхсан, ку ялта нимĕнле йывăрлăх та çук пек, вăл хăй еккипе пурăнать. Анчах вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе С.Васильевпа калаçнă хыççăн ку апла марри палăрчĕ. Юлашки темиçе çул ялшăн çухатусăр, проблемăсăр иртмен-мĕн: 100 çулти чиркĕвĕн çурчĕ çунса кайнă, хуçалăх арканнă… Халĕ тата акă Анатрипе Тури Кăтратасен ял хутлăхĕсене пĕрлештересшĕн.
Вăхăтĕнче таврана кĕрленĕ хуçалăха салатса яни, çĕрне «Тат-Агро» инвестор илни ял халăхĕн пурнăçне улăштарнах, шел те, лайăх енне мар. «Тат-Агро» тулли мар яваплăхлă общество икĕ çул пирĕн хирсенче тĕрлĕ культура (рапс, хĕвелçаврăнăш) ӳстерчĕ. Вăл хăй техникипе килсе акать, гербицид сапать, кайран пуçтарса каять. Анчах Анат Кăтратан пĕр çыннине те ĕçе явăçтармасть. Йĕтем çи те, кĕлет çурчĕсем те кирлĕ мар ăна», – терĕ кун пирки вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ. Паллă ĕнтĕ, ял хуçалăхран тĕп тупăш илекен çынсем ĕçсĕр юлни питĕ пысăк проблема. Мĕн тесен те ялта 286 вăй питти çын пурăнать-çке. 82-шĕ валли кăна ĕç вырăнĕ тупнă-мĕн. Вĕсенчен те 34-шĕ кӳршĕ ялсенчи ял хуçалăхĕсене ĕçе çӳрет иккен. Тепĕр 48-шĕ бюджет тытăмĕнче тăрăшать. Тата тепĕр 58 тăрăшуллă, пултаруллă çын юта ĕçе каять. Ялта икĕ фермерпа хресчен хуçалăхĕ йĕркеленни те лару-тăрăва питех улăштарайман çав. Ирина Матвеевăпа (выльăх-чĕрлĕх (25 пуç ытла) ĕрчетет), Василий Матвеев (7 гектар çинче пахча çимĕç ӳстерет) фермерсем хăйсен хуçалăхĕсем питех пысăках маррине кура пурĕ те 9 çынна кăна ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерейнĕ.
Паллă ĕнтĕ, ял çыннин те пурăнмалла, выльăх усрас тесен апат-çимĕçне хатĕрлемелле. Хуçалăхра ĕçлемесен утă-улăмĕ, тырри килмест. Çавăнпах ĕнтĕ ялти 19 çын хăйĕн çĕр пайĕпе хăех усă курать, унта утă, тыр-пул, çĕр улми ӳстерет. Паллах, çакна техникăсăр пурнăçлама çук. Юрать-ха, патшалăх çăмăллăх кредит парса пулăшать, ЛПХ программăпа анаткăтратасем те усă курмасăр юлман. Ялти 12 харпăр хуçалăхра паянхи кун трактор пур.
Вырăнти хуçалăх саланнине пулах ялти выльăхсен шучĕ те чакать иккен. Кăçал, тĕслĕхрен, ял кĕтĕвĕнче пурĕ те 198 выльăхран 123-шĕ сăвăнакан ĕне кăна пулнă. Сĕтне пуçтарассине лайăх йĕркеленĕ пулин те ялта ĕне тытасси йывăрланса пырать. Сăлтавне те ăнланмалла – выльăх апачĕ хаклă.
– Мĕн ĕçлесе пурăнать паян ял халăхĕ, тупăша ăçтан илет? – тесе ыйтмасăр пултараймарăмăр ял пуçлăхĕнчен.
– Халăх, тĕпрен илсен, аш-какай сутса тупăш илет. Ял хутлăхĕ эпир Чистайри ял хуçалăх ярмăрккисене хутшăнатпăр. Ытлашши пахча çимĕçе ялти кашни çын сутма пултарать. Кун çинчен хыпарланă вĕсене. Кăçал пирĕн ял хутлăхĕ виçĕ хутчен ярмăрккăна хутшăнчĕ. И.Матвеевăпа М.Чумакова, тĕслĕхрен, пĕринчен те юлмарĕç. Çитес вăхăтра Чистайра тата аш-какай ярмăркки пулмалла, унта та хутшăнатпăр, – хуравларĕ Сергей Валентинович.
Шел те, çитес вăхăта палăртнă тепĕр улшăну – ял хутлăхĕсене пĕрлештересси – ял çыннисене хумхантармасть мар. Çак икĕ ялтан каллех темиçе çын ĕçсĕр юлать-çке.
– Ял хутлăхĕсен шутне 2013 çулта Тутарстанра, çав шутра пирĕн районта та 20 процента чакарма йышăннă. Унпа килĕшӳллĕн Турипе Анат Кăтрата ял хутлăхĕсене те пĕрлештермелле. Тури Кăтратара ял Канашĕн депутачĕсен, ял халăхĕн пухăвĕ пулнă ĕнтĕ, çитес вăхăтра пирĕн патра та иртмелле. Кантур хăш ялта пуласси хальлĕхе паллă мар-ха, çапах та 2013 çулта пире пĕрлештереççех, – пĕлтерчĕ кун пирки ял пуçлăхĕ. Вырăнти халăх пĕлтернĕ тăрăх, ĕлĕк тĕп кантур Анат Кăтратара пулнă-мĕн. Халĕ те çапла юлас шанăç пур. Мĕншĕн тесен Анат Кăтрата çын йышĕпе те (510 çын, Тури Кăтратара 400 ытла), çуртсен шучĕпе те (160 килĕ, Тури Кăтратара 140) пысăкрах.
Ял хутлăхĕсем пĕрлешеççĕ-и, пĕрлешмеççĕ-и проблемăсем хăйсем тĕллĕн пĕтмеççĕ. Сергей Валентинович каланă тăрăх, Анат Кăтратан татса паман ыйтăвĕсем сахал мар: ял варрине асфальтлă çул çук, тепĕр пĕве пĕвелемелле (кăçал ял халăхĕ хăй вăйĕпе Баганка çырмине пĕвеленĕ) тата ытти те. Анаткăтратасен тата тепĕр пысăк ĕçĕ – чиркӳ строительстви те – вĕçленмен-ха.
Калас пулать, Турă çуртне кунти чăвашсем чиркĕве çӳрекенсен канашĕн председателĕ А.Федоров (ăна çак ĕçе Хусан епархийĕ çирĕплетнĕ. – Авт.) ертсе пынипе хăйсен вăйĕпе лартаççĕ. Паллах, пулăшусăр та мар. «Район администрацийĕн пуçлăхĕ И.Ахметзянов, унăн çумĕ Р.Хаматов, Ĕçтăвком ертӳçи М.Губеев пире пĕрре те пулăшусăр кăларса яман. Халĕ тата тепĕр спонсор тупрăмăр, ТР Патшалăх Думин депутачĕ А.Симаков питĕ нумай пулăшать. Хамăр ентеше, Алексеевски районĕн ЧНКЦ ертӳçине Н.Сторожева та питĕ пысăк тав», – терĕ кун пирки Сергей Валентинович.
Сăмах май каласан, стройка кал-кал пырать кунта, пĕлтĕр чиркĕвĕн никĕсне кăна янăччĕ-ха, халĕ ав стенисене те хăпартса пĕтернĕ, тăррине витес ĕç пырать. А.Федоров пĕлтернĕ тăрăх, шартлама сивĕсем пуçланиччен чиркӳ тăррине витсе чӳречисене лартма планланă. Çавăнпа строительсем çанталăка пăхмасăр кашни кун ĕçлеççĕ. Строительсем тени те тĕрĕсех мар-тăр-ха, вĕсем чиркӳ тăррин çамкине хăпартма кăна каменщика тара тытнă-çке, ыттине йăлтах вырăнти халăх ĕçленĕ. «Сăваплă ĕçе мĕнпур ял хутшăнать. Строительствăна ертсе пыраканĕ те хамăрăн, вăл – вырăнти шкул учителĕ В.Смирнов. П.Яковлев, Н.Родионов, Д.Мансуров, К.Евдокимов тата ытти пенсионерсем ĕçрен пĕрре те юлмаççĕ. Чиркӳ тума халăхран 600 пин тенке яхăн укçа пуçтарăнчĕ. А.Симаков депутат калама çук нумай пулăшать. Вăл пире чиркӳ тума 400 пин тенкĕ укçа уйăрма шантарчĕ. Çак суммăн çуррине пачĕ те ĕнтĕ, унпа хальхи вăхăтра Алексеевскинче пирĕн чиркӳ валли икĕ пĕчĕк тата пĕр пысăк купол тума тытăннă», – хавхаланса каласа парать А.Федоров.
Чиркӳ çуртне туса пĕтернипе кăна ĕç вĕçленмелле мар иккен-ха кунта. Анаткăтратасем чиркӳ картишне те тирпей кĕртме шутлаççĕ. Чиркӳ картишĕ те пушă мар-çке. Унта Капитолина Инокинийăна (Клавдия Матвеева монахиньăна) 2007 çулта пытарнă. Ваттисем сĕннипе нумай пулмасть тата çак картише чиркĕвĕн пĕрремĕш пачăшкин темиçе çул каялла пытарнă вил тăприне шыраса тупнă. Хальлĕхе ăна карта лартса палăртнă. Каярах палăк лартма хатĕрленеççĕ.
Анат Кăтрата чăнах та хăй еккипе пурăнать, ял хутлăхĕн пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх вĕсем Çĕнтерӳ паркне 109 тĕп йывăç лартса аллея тунă, Çĕнтерӳ палăкĕсене çĕнетнĕ тата ытти те.
Çапах та ĕç çукки ял пурнăçне сисĕнмеллех витĕм панине пытармăпăр. Шăпах çак тĕллевпе ялта çамрăксем юласшăн мар-çке. Тĕслĕхрен, кунта кăçал пурĕ те пĕр ача кăна çуралнă. Нумай ачаллă 10 çемьерен пĕри те çĕр пайне ялта илме кăмăл туман, пурте Чистай хулин хĕрринче çĕр лаптăкĕсем йышăннă. Вырăнти шкулта ачасен шучĕ сахалланни те шухăшлаттармасть мар. Кунта хальлĕхе 55 ача кăна вĕренет-çке, шкул çулне çитменнисем те 15-ĕн çеç. Çакă, паллах, савăнăçлă курăну мар. Мĕн тесен те районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ пирки сăмах пырать-çке.
 
: 983, Хаçат: 47 (985), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: