Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çарăмсан районĕнчи Кивĕ Йĕлмелĕнче пурăнакан Татьяна Николаевна Захарова та акă хăй çинчен: «Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Алманчăра çуралса ӳснĕскер эпĕ, хăçан та пулсан Çарăмсан районне килсе пурăнатăп тесе тĕлĕкре те тĕлленмен. Турă çырнине – Ивана – Хусанти ветеринари институтĕнче тĕл пултăм. 4-мĕш курсра пĕрлешрĕмĕр. Кама юхан шывĕ урлă каçмалли кĕпер çуккипе пĕрремĕш хутĕнчех Хусантан самолетпа Çарăмсана вĕçсе килме тиврĕ. Яла та резина атăсăр кĕме çук пылчăкчĕ, ун чух асфальтлă çул пулман та-ха. Мĕнле тĕттĕм кĕтес ку тесе тĕлĕннĕччĕ», – иртнине кулса аса илет Кивĕ Йĕлмел кинĕ.
Çемьере кĕçĕнни, çитменнине тата колхоз стипендиачĕ пулнă Иван Захаровăн «тĕттĕм кĕтесе» таврăнмаллах пулнă çав, урăхла юраман. Çамрăк арăмăн та килме тивнĕ. Ваттисем калашле, йĕппи ăçта – çиппи çавăнта-çке. «Кунта килнĕшĕн пĕрре те ӳкĕнмен эп, мăшăрăм лайăх çын пулчĕ», – тăсать малалла калаçăва кил хуçи арăмĕ. Çапла çамрăк зоотехниксен çемйи Çарăмсан тăрăхĕнче пурăнма пуçланă, пĕр вăхăт хуçалăхра тăрăшнă. Çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнă.
Халĕ ĕнтĕ Çарăмсан тăрăхĕнчи Кивĕ Йĕлмел палламалла мар улшăннă, асфальтлă çул, темиçе хутлă шкул, клуб, чиркӳ… Çак улшăнусем йăлтах Татьяна Николаевна качча килнĕренпе пулнă. Иван Тимофеевичпа пĕрлешнĕренпе 30 çул çитнĕ-çке. Халĕ ĕнтĕ вĕсем хăйсем те асатте-асанне, кукамипе кукаçи пулнă. Мăнукĕсем килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
3 хĕрпе 2 ывăл çуратса пурнăç çулне кăларнă Захаровсем. Тĕпренчĕкĕсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнă тесен те юрать. Хĕрĕ Марина, ывăлĕсем Тимофейпе Иван Тюмень облаçĕнчи Лянтор хулинче, Оксана Пĕкĕлмере пурăнаççĕ, кĕçĕнни Виктория Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультечĕн иккĕмĕш курс студенчĕ. Сăмах май, Захаровсем ытти ачисене те аслă пĕлӳ панă.
Ачисем килтен саланнă пулин те çурт-йĕрĕ пушă мар. Елена Николаевнăн 90 çулти амăшне ватлăхра пĕччене хăварман вĕсем, хăйсем патне илсе килнĕ. Шкулта 22 çул педагог-организатор пулса ĕçленĕ Елена Николаевна халĕ килте ватă амăшне пăхать. Иван Тимофеевичшăн вăл юратнă мăшăр кăна мар, шанчăклă юлташ та. Ĕçĕ вара çемье пуçĕн яваплă, акă ĕнтĕ миçемĕш çул вăл вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ пулса тăван ялшăн тăрăшать.
Захаровсем ялта тĕслĕхлĕ çемье, çамрăксен вĕсенчен вĕренмелли нумай. Студент чухнех çуралнă юратăвĕ 30 çул иртсен те сӳнмен ав. Килти ăшăпа халĕ вĕсем хăйсен ачисемпе мăнукĕсене савăнтараççĕ. Тем тесен те пурнăçра ăçта мар, мĕнле пурăнни пĕлтерĕшлĕрех çав.
 
: 1360, Хаçат: 46 (984), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: