Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки çулсенче япала, апат-çимĕç чĕркемелли-хумалли савăтсене ытларах полиэтиленпа пластикран хатĕрленине кура çĕршывра экологи лару-тăрăвĕ самай япăхланчĕ. Усă курнă упаковкăсене халăх ниçта хурайманнипе çырма-çатрасене кайса пăрахать. Паллах, Тутарстанра та ку проблема çук мар, уйрăмах ялсенче. Сăнанă тăрăх, ял хуларан мĕн чухлĕ аякрах, çавăн чухлĕ тирпейсĕртерех. Çакă камран тата мĕнрен килет? Паллах, чи малтан хамăртан, иккĕмĕшĕнчен, вырăнти власть ĕçлеменнинчен.
Темшĕн экологи ыйтăвне çуркунне кăна хускатасси йăлара пирĕн. Тĕрĕссипе, çӳп-çапа çуркунне кăна мар, кĕркунне, пахчасем пушансан та, нумай пăрахаççĕ-çке. Паллах, чару çук-тăк, çӳп-çап валли ятарласа уйăрнă вырăна никам та кайса чăрманмасть, çывăхри çырмана е тăкăрлăка кăна пăрахать. Ятарлă комисси килĕрен асăрхаттарса çӳресен, йĕркене пăхăнманнисене пысăк штраф тӳлеттерсен çут çанталăка сăтăр кӳрекенсем кăштах шухăшланă пулĕччĕç. Кĕсьери укçана никамăн та çилпе вĕçтерес килмест-çке.
Ялсенчи тирпей енĕпе Кама леш енчи районсем питĕ уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем ку енĕпе тĕллевлĕн ĕçлени курăнать. Ялсем хушшинче конкурссем йĕркелесе тирпей кĕртесси йăлара кунта.Тĕслĕхрен, Çарăмсан тăрăхĕнче «Чи хăтлă та тирпейлĕ ял», Элметре «Çӳп-çапа – иккĕмĕш пурнăç» конкурссем çулсерен йĕркелеççĕ. Çавăнпа кунти ялсенче урамсем кăна мар, çăлсемпе çырмасенче те пĕр пĕчĕк хут татки йăваланни те курăнмасть. Тирпейшĕн кашни çын яваплă.
Ку енĕпе Элмет районĕнчи Ереспел ял хутлăхне уйрăмах палăртас килет. Ял урамĕсенче контейнерсем тăнине, уйăхра икĕ хутчен ятарлă машина килсе çӳп-çапа тиесе кайнине пур çĕрте те кураймăн-çке. Тĕрĕссипе, çӳп-çап проблеми кунта çулталăк каялла кăна çав тери çивĕч пулнине ĕненес те килмест халĕ. «Тирпей чи малтан хамăртан килессине халăха ăнлантарма питĕ йывăрччĕ малтан. Çӳп-çапа ăçта килчĕ унта пăрахма юраманни çинчен кашни пухурах каланă пулин те çынсем çырмана, тăкăрлăксене тултаратчĕç», – ка- ласа парать Ереспел ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н.Кожуков. Экологие пăсма юраманнине районти Экологи, çут çанталăкпа усă курассин департаменчĕпе пĕрле рейдсем ирттерсе халăха ăнлантарма тивнĕ-мĕн.
Николай Владимирович пуçлăхра 2010 çулхи октябрь уйăхĕнченпе кăна ĕçлет пулин те курăмлă ĕçсем тума ĕлкĕрнĕ. Мĕн тесен те хăй те Ереспел çынни-çке. Вăл тăрăшнипе пурнăçланă ĕçсенчен чи курăмлисенчен пĕри шăпах ял хутлăхне тирпей кĕртни. 2011 çулта, тĕслĕхрен, ял хутлăхĕ экологи икĕ уйăхлăхĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, районти 36 ял хутлăхĕнчен иккĕмĕш, тата «Çӳп-çапа – иккĕмĕш пурнăç» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кăçал та малти вырăнсене тухнă.
Николай Владимирович каланă тăрăх, проблемăна вĕсем темиçе тапхăрпа татса панă. Пĕрремĕшĕнчен, палăртман вырăнта выртакан çӳп-çап куписене пĕтернĕ. Çак тĕлĕшпе «Ямашнефть» НГДУ пысăк пулăшу панă иккен. Нефтяниксем çӳп-çап куписене тиеме тата виçĕ силос шăтăкне хуплама бульдозер уйăрнă-мĕн. Сăмах май, çак вырăна ереспелсем хыр хунавĕсем лартма шутлаççĕ. Пĕлтĕр ял хутлăхĕн территорийĕнче 170 тĕп йывăç лартнă.
Ял халăхĕпе, шкул ачисемпе пĕрле кунта икĕ уйăхра кăна вун сакăр (!) субботник йĕркеленĕ. Çаплах ял масарне те тасатнă вĕсем. Паллах, субботник йĕркеленипе кăна проблемăна татса пама çук. Çӳп-çапа тăкмасан вăл каллех купаланать. Н.Кожуков каланă тăрăх, вĕсем проблемăна тарăнрах курса ăна яланлăхах татса парас шутпа ял валли 20 çӳп-çап контейнерĕ туяннă. Çак тĕлĕшпе «Троицкнефть» ХАО генеральнăй директорĕ Ю.Смыков 20 пин тенкĕ укçа уйăрса пулăшнă. Районти Экологи, çут çанталăкпа усă курассин департаменчĕ те сакăр контейнер туянса панă.
Иккĕмĕшĕнчен, «Инженерные сети» ÇКХпа ял çыннисен хушшинче килĕшӳ тунă. «Малтан ял халăхĕ хирĕçкелеме те пăхрĕ, мĕншĕн тесен çӳп-çапа тиесе кайнăшăн çемьери кашни çын пуçне уйăхне 20 тенкĕ те 30 пус тӳлесси хаклă пек туйăннă ĕнтĕ, кайран вара килĕшрĕç. Халĕ ял хутлăхĕн кантурне килсех тав тăвакансем те пур. Кил-çуртра пуçтарнă çӳп-çапа контейнер хĕррине пăрахакансене ял çыннисем хăйсемех асăрхаттарса тăраççĕ», – тăсăлать малалла калаçу.
Яла тирпей кĕртес тĕллевпе ял хутлăхĕ хăй те ял çыннисем хушшинче «Чи лайăх харпăр хуçалăх» конкурс та йĕркелет иккен.
Сăмах та çук, экологи лару-тăрăвне лайăхлатас ĕçре районти нефтяниксем сахал мар пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Еланьри çăла та вĕсемех тирпей кĕртнĕ. Кĕпер туса панă, хĕллехи вăхăтра çак ял çулне юртан тасатни те пысăк пулăшу.
«Нефть уçлакан района çăмăл, паллах», – тейĕ вулакан. Анчах йĕмен ачана чĕчĕ памаççĕ темест-и-ха чăваш? Ереспелсене те акă ыйтман пулсан никам та пулăшман пулĕччĕ. Проблемăсем вара ку ял хут- лăхĕн те çителĕклех. Пĕрремĕшĕнчен, шыв пăрăхĕсем кивелни (пĕтĕмпе 2500 метр пăрăха улăштармалла), Çĕнĕ Елань ял варрине асфальтлă çул сармалла, Ереспел Культура çуртне юсаса газ кĕртмелле, чиркӳ строительствине вĕçлемелле… Çапах та ку тăрăхра экологи ыйтăвĕ çинчен те манмаççĕ кăна мар, ăна ăнăçлă татса пама тăрăшаççĕ. Çапла çав, вырăнти власть, район экологие лайăхлатас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлемесен çакăн пек çитĕнӳсем пулман пулĕччĕç. Ереспелтен республикăри ытти ялсем, ял хутлăхĕн пуçлăхĕсем тĕслĕх илсенччĕ те вĕт.
 
: 913, Хаçат: 46 (984)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: