Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнекун, ноябрĕн 9-мĕшĕнче, республикăмăрта пурăнакан чăвашсемшĕн питĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприяти – чăваш çыравçисен семинарĕ иртрĕ. Пĕр енчен тĕлĕнмелле те – сăмах ăстисен пухăвĕсем халиччен те нихăçан та тĕп хулара иртмен. Хальхинче те çыравçăсем Хусанта мар, Элкел çĕрĕ çинче, вилĕмсĕр ентешĕмĕрĕн, Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн тăван ялĕнче Сиктĕрме-Хусанкайра пухăнчĕç. Сăмах май, вырăнти чăваш çыравçисем халиччен пĕрре те пухăнман мар-ха. Пуçласа 1998 çулта Павлăра пуçтарăннă, унтан, тепĕр икĕ çултан, 2000 çулта конференцисем умлăн-хыçлăн икĕ çĕрте иртнĕ – Кама леш енче пурăнакансемшĕн – Анат Камăра, ку енчисемшĕн – Пăвара. Тен, çакă – пухусене икĕ çĕрте ирттерни – лайăх та пуль, мĕншĕн тесен вăл иртекен вырăнтан аяккарах районсенче пурăнакансем çулĕ инçине кура тем пек пырас тесен те çитеймеççĕ палăртнă вырăна, хăйсен тăрăхĕнче йĕркелекен тĕлпулăва май тупса çитме тем тесен те çăмăлрах. Тепĕр енчен республикăри чăваш çыравçисене пĕр çĕре пухса пĕр-пĕринпе паллашма, калаçма май туса пани тата лайăхрах пек туйăнать. Хальхинче районсен администрацийĕсем çак семинара йĕркелекенсене хаваспах пулăшрĕç – районсенчи çыравçăсене Элкел районне çитме транспортпа тивĕçтерчĕç.
Палăртнă кун ир-ирех маларах йыхрав хучĕсем илнĕ çыравçăсем Пасарлă Матакра пуçтарăнчĕç, нумайăшĕ çĕрлех тăрса инçе çула пуçтарăнса тухнă. Элкел районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçи А.Ф.Никошин тата унăн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ М.А.Платонова хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Элкелсем хуть мĕнле ĕçе те тĕплĕ тунине пĕрре мар курса ĕненнĕ-ха, хальхинче те вĕсем «Сувар» хаçатпа ТР ЧНКА пуçарăвĕпе иртекен мероприятие тĕплĕн хатĕрленни тӳрех сисĕнчĕ: чăваш çыравçисене интереслĕ программа кĕтрĕ. Ирхи апат тунă хыççăн инçетрен килнĕ хăнасене ятарлă автобуссем çине лартса Пасарлă Матакри тавра пĕлӳпе космонавтика музейне илсе кайрĕç. Музей ĕçченĕсем кунти экспонатсем, ку тăрăхра çуралса ӳснĕ паллă çынсем çинчен, район историйĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕç, кашни хăнанах вырăнти çыравçăсен кĕнекине тата музей çинчен каласа паракан буклет парнелерĕç.
Унтан пурте автобуссем çине ларса Сиктĕрме-Хусанкай ялне çул тытрĕç. Çул çинче те кичемленсе пыма вăхăт пулмарĕ хăнасен – Пасарлă Матакри шкулпа гимназин истори вĕрентекенĕсем кашни автобусрах Элкел районĕ çинчен каласа пачĕç. Çыравçăсем ыйтусем памасăр чăтаяççĕ-и вара? Ыйту хыççăн ыйту пачĕç, çапла Сиктĕрмери П.Хусанкай музейĕ умне çитсе чарăннине те сисмерĕç. Кунта вара хăнасене чăваш, тутар тата вырăс халăх тумне тăхăннă чиперккесем çăкăр-тăварпа, чак-чакпа, сăрапа кĕтсе илчĕç. Малтанах музей директорĕ Олег Витальевич Мурзин П.Хусанкайăн музейĕпе паллаштарчĕ, ентешĕмĕрĕн харпăр япалисене кăтартрĕ.
Унтан вырăнти Культура çуртĕнче тĕп мероприяти – Регионсен хушшинчи чăваш çыравçисен «Хусанкай урокĕсем» семинарĕ пуçланчĕ. Çыравçăсемпе хăнасемсĕр пуçне унта Элкел районĕнчи чăваш шкулĕсенче ĕçлекен вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, тăван литературăпа кăсăкланакан ачасем те пухăннă. Семинара Сиктĕрме шкулĕнче вĕренекенсем Петĕр Хусанкайăн сăввисемпе уçрĕç. Унтан Тутарстан чăвашĕсен гимнĕ янрарĕ, ăна пурте ура çине тăрса итлерĕç. Паллах, чи малтан хуçасене сăмах пачĕç. Элкел районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçи Александр Никошин пухăннисене Элкел районĕн пуçлăхĕн Фердинат Давлетшин ятĕнчен саламларĕ, мероприятие ирттерме шăпах çак района суйласа илнĕшĕн тав турĕ. Унăн çумĕ Мария Платонова та çакнашкал тĕлпулусен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулни, вĕсем халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетни пирки каларĕ. Унтан ТР ЧНКА председательне К.Г.Яковлева сăмах пачĕç.
– Паянхи тĕлпулу – питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак зала питĕ ăслă çынсем пуçтарăннă, халăхăн сăнĕ темелле вĕсем пирки. Мероприятие ирттерме çак вырăна суйласа илни те ахальтен мар – çак ялта пирĕн классикăмăр Петĕр Хусанкай çуралса ӳснĕ. Çакăнта пухăннисенчен нумайăшĕн шăпах Хусанкайăн хайлавĕсене вуланă хыççăн çырас шухăш çуралнă пулĕ. Сиктĕрме – чăвашсемшĕн хисеплĕ вырăн, кунта пĕрмаях таçтан та делегацисем килеççĕ. Кăçал февральте те Раççей регионĕсенчи чăваш центрĕсен ертӳçисем, представителĕсем килсе курчĕç Сиктĕрмене. Элкелсем яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ хăнасене, тавах сире уншăн, район пуçлăхне Ф.Давлетшина пысăк тав. Кунта паян халăха ăс паракан, вĕрентекен çынсем пухăннă. Эсир çырнисем çĕр-çĕр çул сыхланĕç. Эсир каламасан, çырмасан пурнăç малалла каймасть. Эсир пире пурнăçра тĕрĕс çулпа утма вĕрентетĕр. Эсир – пирĕн вĕрентекенсем. Хăвăршăн мар, халăхшăн тăрăшатăр. Сире малашне те тăрăшса ĕçлеме çирĕп сывлăх, творчествăлла хавхалану сунатăп, – терĕ Константин Геннадиевич.
Унтан Петĕр Хусанкайăн ывăлĕ, филологи наукисен кандидачĕ, Чăваш Наци Конгресĕн Хисеплĕ президенчĕ Атнер Хусанкай сăмах илчĕ.
– Хаклă тăвансем! Семинара хутшăнакансене Хусанкайсен çемйи ятĕнчен хĕрӳллĕн саламлатăп. Эпир, Хусанкайсем, халĕ виççĕн çеç: эпĕ, манăн аппа Салампи тата ывăлăм Петĕр. Эп Шупашкарта, вĕсем пĕри Мускавра, тепри Санкт-Петербургра пурăнаççĕ. Нумай пулмасть пĕр хаçатра пичетленнĕ список куç тĕлне пулчĕ, унта Чăваш Республикин тулашĕнчи регионсенче пурăнакан чăвашсенчен тухнă, литературăра тарăн йĕр хăварнă çынсене кĕртнĕ. Самар, Ульяновск, Пушкăртстан, Оренбург облаçĕсенчен хăш çĕрте пĕрре, хăш çĕрте 5-6 çыравçа палăртнă пулсан, Тутарстанран тухнă вăтăра яхăн сăмах ăстине асăннă унта. Тутарстан çĕрĕ ĕлĕк те талантлă çынсем нумай çуратса ӳстернĕ, халĕ те ӳстерет, – терĕ Атнер Петрович салам сăмахĕсене каланă май.
«Сувар» хаçат çумĕнчи литпĕрлешĕвĕн ертӳçи Евгений Турхан анлă доклад туса пачĕ, ăна хаçатăн 5-мĕш страницинче вулама сĕнетпĕр сире. Ун хыççăн «Суварăн» тĕп редакторне Константин Малышева сăмах пачĕç.
– Пире пĕр çĕре пуçтарса тăракан чи пысăк пĕрлĕх вăл – чĕлхе. Çыравçăсене «çын чунĕн инженерĕсем» тесе калаççĕ. Эсир шăпах çавсем. Эсир халăхăн ăсĕ, чысĕ тата совеçĕ. Сиртен халăх пурнăçа вĕренсе пырать. Мĕншĕн кунта пуçтарăнтăмăр-ха эпир? Элкел районĕ вăл – чăвашсем, тутарсем тата вырăссем туслă пурăнакан район, тĕслĕхе тăратмалли район. Кунашкал районсем сайра. Хусанкайсен опычĕпе паллашни, вĕсенчен вĕренни пуриншĕн те усăллă кăна пулĕ. Халь нумай çын Интернетпа усă курать, пĕр-пĕринпе хутшăнать. Шел пулин те, Интернетра чăвашла çырнă хайлавсем сахалрах. Эсир пурте тенĕ пекех кĕнекесем кăларнă. Сирĕн хайлавăрсене электронлă майпа наборланă. Енчен те çав хайлавсене редакцие ярса парсан эпир ăна хамăрăн сайт çине лартма пултаратпăр. Унта вĕсене таçта пурăнакан чăвашсем те кĕрсе вулаяççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама нимĕнле укçа та кирлĕ мар.
Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕ пирки те каласа хăварас килет. Тĕслĕхе тăратмалли пĕрлĕхсем районсенче те пур. Тĕслĕхрен, Нурлат районĕнчи чăваш çыравçисем питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ, пĕрле пухăнса кĕнеке те кăларма пултарнă вĕсем. Маттур, ырламалла вĕсен ĕçне, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх нурлатсем. Чăваш чĕлхи ан пĕттĕр тесен ачасене чăвашла вĕрентмелле. Ялсене, шкулсене çитсе тĕлпулусем йĕркелемелле. Тав Турра, ырă ĕçсем тăвакансем пур пирĕн хушăра. Уйрăмах Шупашкарта пурăнакан ентешĕмĕре Николай Угаслова çĕре çити пуç тайса тав тăвас килет, вăл пĕлтĕр Петĕр Хусанкайăн çырнисен пуххин ултă томне ятарласа Тутарстан чăвашĕсем валли çĕнĕрен кăларттарчĕ, Хусанкай çырнисем пур чăваш патне те çитчĕр тесе тăрăшать вăл.
«Шурăмпуç» журнала çĕнĕрен кăларма тытăнас шухăш пур. Пурте çак ĕçе хутшăнсан вăл ытлашши хака та лармасть. Тен, малтанлăха çыравçăсенчен хăйсенчен кăшт укçа пуçтарса пурнăçламалла-и ку ĕçе… Çыравçăсене хавхалантаракан преми те кирлех Тутарстанра. П.Хусанкай ячĕллĕ преми туса хурсан аванччĕ, паллах, чи малтан Атнер Петровичран ирĕк ыйтмалла ĕнтĕ, – вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Константин Анатольевич.
Тухса калаçакансем нумай пулчĕç семинарта: П.Хусанкай музейĕн директорĕ О.Мурзин, Чăваш халăх поэчĕ П.Афанасьев, РФ Писательсен союзĕн членĕ В.Козлов хавхаланса калаçрĕç. Районсенчен килнĕ çыравçăсем те черет тăрсах сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухрĕç, çак тĕлпулăва йĕркелекенсене пĕрле пухăнма май туса панăшăн чĕререн тав турĕç, хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврĕç, поэтсем сăввисене вуларĕç, хăйсем кăларнă кĕнекесене Хусанкай музейне парнелерĕç.
Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Сиктĕрме-Хусанкайри чăваш çыравçисен семинарне хутшăннă çыравçăсенчен пурте тенĕ пекех «Сувар» хаçатпа тачă çыхăну тытаççĕ. Нумайăшĕн ятне республика чăвашĕсем шăпах çак хаçат урлă пĕлнĕ те. «Суварта» çыравçăсем валли ятарлă «Калем» страница тухать, унта куллен çĕнĕ хайлавсем пичетленсе пыраççĕ. Анчах та пуринне те ярса парсан тӳрех пичетлеме май çук нумай чухне. Ара, хаçат пĕрре вĕт, çыракансем нумай. Çавăнпа та «Шурăмпуç» журнала çĕнĕрен кăларма пуçлас шухăш калем ăстисене пурне те килĕшрĕ. Ăна кăларма укçа-тенкĕ ăçтан тупас ыйтăва ТР ЧНКА председателĕ К.Г.Яковлев уçăмлатрĕ:
– «Шурăмпуç» журнала çухатас марччĕ. Ун валли çырнă хайлавăрсене «Сувар» редакцине ярса парăр, пирвайхи номере кăларма хам укçа паратăп, ЧНКА урлă тăвар çак ĕçе. Малашнехи номерсене кăларма та майне тупăпăр, районсен администрацийĕсемпе çыхăнăпăр. П.Хусанкай ячĕллĕ премие туса хурассине те ырлатăп, çакна тума Атнер Петрович та, Вера Кузьминична та хирĕç пулмĕç тесе шутлатăп. Çак ыйтусене тĕплĕнрех съезд ирттерсе татса памалла, Тутарстанри чăваш çыравçисен союзне те туса хумалла ман шутпа. Эсир, çыравçăсем, чăваш халăхĕн пуласлăхĕ. Сиртен кашниех çĕр çын шутне тăрать. Паян кунта мĕн чухлĕ пултаруллă çын пухăннă. Сире пурне те тав çак тĕлпулăва килнĕшĕн. Сирĕн пĕрлешмелле. Çывăх вăхăтра съезд ирттерсе кунти Чăваш çыравçисен союзне туса хурасчĕ. Пирĕн пĕрле пулмалла. Эпир ĕçлеме пĕлетпĕр, çак пултарулăха çухатас марччĕ, – терĕ Константин Геннадиевич.
ТР ЧНКА пуçлăхĕ калани пурне те хавхалантарчĕ, çунат хушрĕ темелле. Семинар вĕçленсен те тахçанччен сӳтсе яврĕç çыравçăсем çак кун кунта каланă сăмахсене. Çакнашкал тĕлпулу тахçантанпа пулманни хăйĕннех тăвать çав, вĕсен пĕр-пĕринпе калаçмалли нумай. Туслă калаçу «Хузангаевский» ЯХПК столовăйĕнчи апат-çимĕçпе йăтăнса тăракан сĕтелсен хушшинче малалла тăсăлчĕ. Вырăнти артистсем хăнасем валли концерт хатĕрленĕ, чăвашла, тутарла, вырăсла юрăсем шăранчĕç, ташăсемпе те савăнтарчĕç. Аксу районĕнчи Саврăшпуçĕнчен килнĕ Владимир Егоровпа Эдуард Ильин та пухăннисене хăйсен çĕнĕ юррисене парнелерĕç. Çыравçăсем Сиктĕрме-Хусанкайра н каç пуласпа тин тулли кăмăлпа саланчĕç.
 
: 895, Хаçат: 46 (984)

Комментарисем:

Геннадий Петров (2012-11-17 06:28:30):
Хаçат урлă "Шурăмпуç"журналăн унчченхи историне кăштах пĕлес килет. 90 мĕш çулсенче пĕр номерĕ те пулин алла лекнине астумастăп, çырăнтару пулманччĕ пулас,мĕнле салатнă ăна тата миçе номер тухнă?Чăвашла вуламасăрах ларман та,çавăнпа ятарласа шыраман. ... .Хальхинче те айккинче тăрса юлăп-ши?

Игорь Сайман (2012-11-18 01:15:33):
Пĕр 15 çул каялла журнала "Сувар" редакцийĕнче туяннă пек астăватăп...

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: