Ăсчахсем тахçанах тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, çыншăн апат çисе хырăмне тăрантарни сахал иккен. Ĕçме-çимен тутлă пулмалла, тата ăна ырă кăмăлпа хатĕрлемелле. Çавăн чухне кăна этем апатпа киленеет, ку вара кăмăла уçать тата ырă çын пĕçернĕ апат организмшăн та усăллă тет. Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел ялĕнчи ача садне çӳрекен шăпăрлансем пире суйма памĕç.
Надежда Сергеевна Макарова ача садĕнче поварта ĕçлеме пуçланăранпа пит нумай вăхăт иртмен-ха, кăçал июль уйăхĕнче кăна ĕçе тытăннă вăл. Анчах ĕç йĕркине ăнкарса илме нумай вăхăт кирлĕ пулман ăна, хăй те виçĕ ача амăшĕ-çке, кĕçĕнни, авă, икĕ çул тултарнă кăна-ха.
Меню çитĕнекен организма аталанма пулăшакан апатсемпе пуян. Кунран кун салатсем, яшкасем, иккĕмĕш блюдăсем улшăнса тăраççĕ, шав пĕр апат çисе йăлăхма çук кунта. Надежда Сергеевна 48 ача валли апат хатĕрлет. Çĕр çывăрмасăр ачасем валли ирхи апат хатĕрлеме садике васкамалла пек, анчах нумай ача амăшĕ ĕçе хăвăрт тума хăнăхса çитнĕ-тĕр çав, ирхине 7 сехете ĕçе килсен те 8.30 сехет тĕлне апат пĕçерсе ĕлкĕрет.
![]() |