Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Медицина аслă шкулĕсене пĕтерекенсене тата 35 çула çитмен çамрăк тухтăрсене яллă вырăнсене 2011-2012 çулсенче ĕçлеме кайсан Раççей Федерацийĕ – 1 миллион, Тутарстан 100 пин тенкĕ укçа уйăрса пулăшать. Федераллă программăпа килĕшӳллĕн, унта хутшăнма кăмăл тунă специалистăн яллă вырăнта пилĕк çул ĕçлемелле. Тутарстанра çак çăмăллăхпа пурĕ 80 çамрăк специалист усă курмалла.
Чиновниксен шучĕпе, çакăн пек пулăшу ялсенчи больницăсенче кадр ыйтăвне татса парать. Мĕншĕн тесен çамрăк специалист патшалăх пулăшăвĕпе пурăнмалли условийĕсене лайăхлатать, урăхла каласан çурт лартать е хваттер туянать. Вырăнти власть вĕсене çĕр уйăрса та пулăшмалла-мĕн. Паллах, ялта çурт лартса тĕпленнĕ тухтăр юта каймасть, ĕçлеме ялтах юлать. Анчах чиновниксен шанăçĕ тӳрре тухĕ-и, ялти больницăсене программа кадр ыйтăвне татса пама пулăшĕ-и?
Программа вăя кĕнĕренпе республикăн районĕсене çамрăк специалистсем килчĕç те ĕнтĕ. Çĕпрел ку енĕпе республикăра малта пыракан районсенчен пĕри. «Кадрсем çитменнипе эпĕ те, пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Т.Нагуманов та медицина аслă шкулĕсенче выпускниксемпе, интернсемпе тĕлпулусем ирттертĕмĕр», – терĕ кун пирки Çĕпрел район тĕп больницин тĕп тухтăрĕ И.Шигабутдинов. Юлашки пилĕк çулта больницăн çуртне тĕпрен юсаса çĕнетнипе пĕрлех пурлăхпа техника базине те çирĕплетнĕ, хаклă оборудованисем туяннă. Пĕр сăмахпа, кунта специалистсене ĕçлеме мĕнпур условисем тунă.
Шел те, тĕп больницăна 7 çамрăк специалист (Шупашкарти, Хусанти, Ульяновскри медицина аслă шкулĕсене пĕтернĕскерсем) килни лару-тăрăва питех улăштарайман иккен. «Кадр ыйтăвĕ çивĕччĕ – татса патăмăр, халĕ пирĕн ача-пăча хирургĕ, педиатр, терапевт, ача-пăча шăл тухтăрĕ пек специалистсем пур», – терĕ Çĕпрел район больницин тĕп тухтăрĕ И.Шигабутдинов кăшт кăмăлсăртарах. Программăн лайăх енĕ кăна мар, начарри те пуррине пытармарĕ вăл: «Вырăс калашле, михĕри кушака туяннă пекех ку. Тухтăрсен шутне ӳстертĕмĕр, пахалăх çук», – пĕр сăмахпа хаклама тăрăшрĕ пуçлăх чăн лару-тăрăва. Программăна хутшăнакансенчен ытларахăшĕ патшалăх пулăшăвĕшĕн кăна яла ĕçлеме килнине пытармарĕ вăл. «Патшалăх укçишĕн яла килнĕ хальхи специалиста совет вăхăтĕнчи направленипе килнисемпе танлаштарма çук. Хальхи çамрăка опычĕпе хăнăхăвĕ питех çук пулсан та, чи малтан укçа-тенкĕ ыйтăвĕ интереслентерет. «Эсир тивĕç», – теççĕ çеç», – тăсăлать малалла калаçу.
«Хамăра пулăшу пултăр тесе хирургсене ĕçе илтĕмĕр, ĕмĕтленни тӳрре тухмарĕ. Çамрăксене хамăрăн вĕрентмелле ĕнтĕ», – терĕ кун пирки тĕп тухтăрăн çумĕ, опытлă хирург И.Кукушкин та. Çапла каламашкăн унăн та сăлтавĕ çук марччĕ-тĕр. Мĕншĕн тесен тин çеç килнĕ специалистсен хушшинче пилĕк çул стажлисем те пур-мĕн.
Ильмас Илаловичăн сăмахĕсем тăрăх, акă мĕншĕн района çак тăрăхра çуралса ӳснĕ специалистсем килсен аванрах. Вĕсем ыттисемпе танлаштарсан, тăрăшуллăрах, районти лару-тăрăва лайăх пĕлеççĕ, халăхпа çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупаççĕ. Анчах ентешсене тăван района мĕнле илĕртмелле? Çĕпрел тăрăхне килнĕ 7 специалистран та акă Л.Мушарапова (Кивĕ Çĕпрел) гинекологпа Д.Унькин (Матак) ача-пăча стоматологĕ кăна çак район çыннисем-çке. Çавăнпа вĕсем тăван районта юласса хытă шанаççĕ ертӳçĕсем.
– Дмитрий Унькин ав ял ачи, вăл хамăрăн. Халăхпа пĕр чĕлхе тупса, тăрăшса ĕçлет. Лайăх специалист. Эпир ăна малалла вĕренме яма шутлатпăр-ха. Чăн та, салтака кайма вăхăчĕ çитнĕ, хĕсметрен хăварас тесе тăрăшатпăр, – мухтамасăр чăтаймарĕ тĕп тухтăр.
Алăк умĕнче черет пысăккине пăхмасăр Дмитрий Унькин стоматологпа эпир те тĕл пултăмăр. Чăваш ачи районти тĕп больницăра иккĕмĕш уйăх кăна ĕçлет-ха. Апла пулин те ун патне килекенсем мĕн чухлĕн ав. Ача-пăча стоматологĕ пулнăран, паллă ĕнтĕ, вăл чи малтан ачасене йышăнать, ун хыççăн çеç аслисене. Сăмах май, Дмитрий Унькин Шупашкарта Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ. Пĕр çул интернатурăна хулари 4-мĕш стоматологи больницинче иртнĕ.
– Вузри пухура медицина специалисчĕсем валли федераллă программа пуррине пĕлтерсен тăван района килме шутларăм. Хальлĕхе икĕ уйăх кăна ĕçлетĕп-ха, мана кунта пур енчен те тивĕçтерет. Пурăнма пӳлĕм уйăрса пачĕç. Банкра счет уçрăм. Кĕçех патшалăх паракан укçа куçмалла, – терĕ çамрăк специалист. Пуçĕпех ĕçе путнăскер, районта стоматологăн ĕçĕ çителĕклех пулнине пĕлтерчĕ вăл, çитес вăхăтра акă шкул çулне çитнĕ кашни ачан шăлне тĕрĕслесе профилактика процедурисене ирттермелле-мĕн. Районти ачасен шăлĕсем çирĕпех маррине те пăшăрханса аса илтерчĕ тухтăр. Те çитес вăхăтра салтака кайма ят тухасса кĕтсе-и вăл малашнехи планĕсем мĕнлерех пулассине çеç питех калама васкамарĕ. «Куç курĕ унта», – тесе йăл кулчĕ пулин те тăван район уншăн пуш сăмах кăна маррине пытараймарĕ.
Районăн тĕп больницине килнĕ çамрăк специалистсенчен чылайăшĕ патшалăх пулăшăвне илнĕ ĕнтĕ, анчах çурт-йĕр лартакансем хальлĕхе курăнмаççĕ-ха. Тепĕр тесен, вăхăчĕ нумаях иртмен-çке. Вĕсен кунта юласси пирки шутламалăх тепĕр пилĕк çула яхăн вăхăт пур. Çавах та вĕсем юлас пулсан та кадр ыйтăвĕ Çĕпрел районĕн тĕп больницинче йăлтах татăлмасть-ха, мĕншĕн тесен кунта нарколог-психиатр, окулист, инфекционист пек специалистсем халĕ те çук.
 
: 831, Хаçат: 45 (983)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: