Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ районĕнчи Йӳккелĕнчи Валентина Петровăпа эпир вулакансене 2006 çултах паллаштарнăччĕ. Виçĕ ачине пĕччен ӳстерекен чăваш хĕрарăмĕ тата тăватă ачана усрава илме хăюлăх çитернине вăл вăхăтри Президентăмăр М.Шаймиев та питĕ пысăка хурса хакланăччĕ ун чух. Эпир вара Валентина Владимировна патне килнех кайса килнĕччĕ.
Паллах, унтанпа вăхăчĕ сахал мар иртрĕ. Унăн хăйĕн ачисем кăна мар, усрава илнисем те ӳссе çитнĕ ĕнтĕ, чи кĕçĕнни Матвей те акă 3-мĕш класа çӳрет. Ыттисем тата пысăкрах. Усрава илнĕ пĕрремĕш ачи Алена (халĕ вăл 18 çул тултарать) кăна хăйпе пурăнмасть: «Амăшĕ патне Течче таврăнчĕ, çын тăваймарăм пулмалла», – хаш сывларĕ Валентина Владимировна ун çинчен сăмах пуçарсан. Усрав ачасене воспитани парасси йывăрлăхсемсĕр мар-тăр çав.
Çапах та Петровăн килĕнче ача-пăча хаваслăн чĕвĕлтетнĕ сасă халĕ те пĕр минута та чарăнмасть. Унчченхи пекех шавлă кунта. Халĕ ĕнтĕ Валентина Владимировна хăй те кукамай-асанне пулма ĕлкĕрнĕ, унăн тăватă мăнук. «Çемье пысăк пирĕн, 8-ăн пурăнатпăр, кичемленме вăхăт çук. Хамран ниçта та каясшăн мар, канмалли кунсенче пурте пĕрле пуçтарăнатпăр», – терĕ кил хуçи арăмĕ яланхи пекех йăл кулса. Ачисемпе мăнукĕсене кĕтсе чăваш хĕрарăмĕ эрнекунах хатĕрленме тытăнать. Сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрлет. Паллах, çакăн пек пысăк çемьене вырнаçма вырăнĕ килте сахал мар кирлĕ, çапах та аптрамаççĕ вĕсем. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче çурта хушса купаласа тата пысăклатнă. Уйрăм пӳлĕмсем кăна халĕ пиллĕк те, çавăнпа ача-пăча чупмалăх вырăнĕ çителĕклĕ.
Стройка тенĕрен, Валентина Владимировна строительсене ютран чĕнмест. Ывăлĕсемпе кĕрӳшĕсем хăйсем те ку ĕçе маçтăр. Пурте (Андрейсĕр, Сашăпа Матвейсĕр пуçне, паллах) Жуковăри кирпĕч заводĕнче ĕçлеççĕ-мĕн. Валентина Владимировна хăй те çак предприятирех склад заведующийĕ пулса тăрăшать.
«Ачасем аван манăн», – терĕ вăл ачи-пăчисем пирки мăнаçлăн. Усрав ачисем пирки те пулчĕ ĕнтĕ ку. «Пирĕн пек ачасем усрава илнĕ çемьесене тимлĕх чакрĕ пулин те пирĕн районта хамăрăн канаш та пур. Эпир унта пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе яватпăр, йывăрлăхсене татса пама тăрăшатпăр. Паллах, хальхи вăхăтра ача ӳстересси çăмăл мар, çапах та тăлăхсене усрава илнĕшĕн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Эпĕ вĕсене пулăшатăп, вĕсем – мана. Халĕ мĕн тунă пулăттăм вĕсемсĕр – пĕлместĕп», – кăмăлне уçрĕ хĕрарăм. Андрей халĕ – 9, Саша – 8, Матвей – 3-мĕш класа çӳреççĕ-мĕн. Андрейĕн пулас професси пирки те шутлама вăхăт. Вăл вара аякка каясшăн мар. «Мана килте те лайăх», – тет çеç. Теччĕрех пĕр-пĕр професси илсе амăшĕ патнех таврăнма ĕмĕтленет-мĕн. Ыттисем те аякка каясси пирки шутламаççĕ. Амăшне кил-тĕрĕшре мĕнпур ĕçре пулăшаççĕ. «Выльăх нумай пирĕн, сурăхсем, качака, сыснасем, ĕне тытатпăр. Юлашки вăхăтра тата кроликсем ĕрчетме тытăнчĕç», – тăсăлать малалла калаçу.
В.Петровăн çемйи ĕмĕт-тĕллевсĕр пурăнмасть, малашлăх плансем те пысăк. Вĕсенчен пĕри – ачисене çурт лартса парасси. Хальхи вăхăтра ялтах çурт та туяннă вĕсем, пристройне тума тытăннă. Чăн та, эртелпе лартакан çуртра кам пурăнасси кăна хальлĕхе паллă мар-ха. «Стройкине вĕçлер-ха, кайран курăнĕ унта», – терĕ çеç Валентина Владимировна кун пирки. Çапла пурăнать паян В.Петровăн туслă та пысăк çемйи, малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса нумай пурăнмалла пултăрччĕ вĕсен.
 
: 1389, Хаçат: 44 (982), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: