Ялсенчи бюджет организацийĕсенче тăрăшакансен: клуб ĕçченĕсен, библиотекарьсен, социаллă ĕçченсен тата ыттисен хăйсен тĕп ĕçĕсĕр пуçне мĕнпур обществăлла ĕçсене хутшăнма тивет. Паллах, хăйсен ирĕкĕпе хутшăнаççĕ тени тĕрĕс пулмĕччĕ. Хушаççĕ – пурнăçламаллах, унсăрăн ĕçсĕр юлма та пулать. Халĕ вĕт ял халăхне обществăлла ĕçе явăçтарма çук, укçашăн ĕçлесшĕн мар çынсем. Ĕçне вара пурнăçламаллах, район ыйтать. Ирĕксĕрех ял хутлăхĕн пуçлăхĕ хăйĕн ĕçченĕсене обществăлла ĕçе вăйпах тенĕ пек явăçтарма тивет. Ку кашни районтах çапла.
Алексеевски районĕнчи Çăлкуç ял хутлăхĕ те хĕрринче юлмасть. Кунти бюджет ĕçченĕсем ялти мĕнпур обществăлла ĕçе пурнăçлаççĕ. Мероприятисене хатĕрленнисĕр пуçне ял хутлăхне тирпей-илем кĕртсе чечексемпе йывăç лартаççĕ, кирлĕ-тĕк стройкăра та ĕçлеççĕ. «Часавай тунă чух та пулăшрăмăр-ха», – тет кун пирки ялти библиотекарь Ирина Анатольевна Казаева шӳтленĕ май.
Ирина Анатольевна клуб çуртĕнчи ял библиотекинче 8-мĕш çул ĕçлет. Чăн лару-тăрăва пытармарĕ вăл. «Интернет аталаннă май вулакансем чакрĕç. Библиотекăна халăх питех çӳремест», – терĕ. Библиотекăри кĕнеке фончĕ 6,5 пине яхăн пулин те çынсем, тĕпрен илсен, «Комсомольская правда» хаçата, «Классные девчонки» журнала вулама çеç килкелеççĕ-мĕн. Çавна кура библиотекарь халăха вулавăша ытларах явăçтарас шутпа ял хутлăхĕнчен хаçат-журнал нумайрах çырăнса пама ыйтать. «Республика Татарстан», «Российская газета» тата «Заря» район хаçачĕпе пĕрле «Сувар» та пулмаллине палăртсах каларĕ вăл.
Çăлкуç хутăш ял пулин те унта чăвашсем те пурăнаççĕ тата шкула Пăлакран та çӳреççĕ. Çавах та культура вучахĕ сӳнет теме çук. Вĕсем ял хутлăхĕнчи мĕнпур халăхăн культурипе йăли-йĕркине мероприятисенче кăтартма тăрăшаççĕ. Çак ĕçре, паллах, Ирина Анатольевнăн та тӳпи пысăк. Вăл та мероприятие хастар хутшăнать-çке.
![]() |