Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ялти культура ĕçченĕсен лару-тăрăвĕ шел те, пурин те лайăх тееймĕн. Культура çурчĕсенче пит çăмăлах пулмасан та, ĕç илсе пыма пулать пек-ха. Анчах ял клубĕнче вара тепĕр чух нимĕн тума пĕлместĕн. Нумай пулмасть Алексеевски районĕнчи Пăлак ял клубĕнче пулма тӳр килчĕ. Клуб заведующийĕ пулса Вера Петровна Ульдюкова 9 çул ĕçлет. Чистайри педагогика училищинче пĕлӳ илсенех кӳлĕннĕ вăл çак ĕçе, Хусанти культура тата искусство университетĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Сивĕ, тĕксĕм клуба пăхса çаврăннă хыççăн халсемпе интереслентĕмĕр. Вера Петровна ĕçлеме йывăррине пытармарĕ. Паллах, чи çивĕч ыйту клуба çителĕксĕр финанслани. Ăна пулах вăхăтра юсав ирттерме те çук, ял-йыш канăвне йĕркелеме инвентарьсем те туянаймăн. Эпир Пăлакра пулнă чух ăшă парас тапхăр пуçланнăччĕ ĕнтĕ, анчах клубра нӳхрепри пек сивĕччĕ. Ялпа паллаштарса пыракан ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмич Плотников кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ: «Хăйсем ăшăтма пуçламан та, манран вара тӳлев кĕтеççĕ те», – терĕ. Çапла, ытти çĕрти пекех клуба ял хутлăхĕ тивĕçтерет, мĕнле-тĕр ĕç тума хăйĕн укçинех районтан ыйтса илмелле. Çийĕнчех памасан та пултараççĕ. Çакăн пек лару-тăру ял çыннисене тивĕçтермест те çав… Нимĕн те тăваймăн.
Вера Петровна сăмахĕсенчен, тахçан клубра бильярдла вылямалли сĕтел те пулнă, анчах вăхăчĕ иртсе ĕçлĕхрен тухнă курăнать вăл. Тен, клуба çӳрекен шухă каччăсем ватнă-ши? Пурăнан пурнăçра савăнмалли те тупăнатех. Авă, суйлавсен вăхăтĕнче килти кинотеатр кӳрсе панă ял хутлăхĕ. Халь дискотекăсем ирттерме те кăмăллăрах. Ялта кашни канмалли кунрах ташă каçĕ. Пĕр вăхăт укçалла кĕртме те хăтланнă, анчах: «Кун пек чух никамăн та укçа çук, 2-5 тенкĕ те тупаймаççĕ», – ассăн сывлать Вера Петровна. Клуб пурнăçĕ пĕр дискотекăсенчен кăна тăмасть. Халăх анлăн палăртакан уявсене пурне те ирттереççĕ Пăлакра. Хăш-пĕр праçниксене Çăлкуçĕнчи Культура çурчĕн ĕçченĕсемпе пĕрле йĕркелеççĕ. Иртнĕ çулла çапла Питрав кунне чаплăн паллă тунă.
Çулталăк каялла Пăлакра юрăçсен ушкăнне туса хунă, йĕркелекенĕ, паллах, Вера Ульдюкова. Ăна «Шурăмпуç» ят панă. Хĕрарăмсен ансамбльне çитĕннисем çӳреççĕ, паянхи куна йышĕпе пысăк мар вăл. Репертуарĕ те пуянах мар. Апла пулин те кĕске вăхăтрах хăйсене лайăх енчен кăтартма пултарнă, «Чăваш шăпчăкĕ – 2012» конкурс-фестивалĕн финалне те хутшăннă. Юрăç пултарулăхне малашне те аталантарма хатĕр вĕсем. Анчах хальлĕхе «Шурăмпуçăн» костюмсем те çук (пысăкрах уявсенче юрламалла чух Чăваш Майнинчи ĕçтешĕсенчен тум ыйтма тивет). Аккомпаниатор тĕлĕшĕпе ыйтăва татса памалла.
Кĕркунне клубсен çĕнĕ сезонĕ пуçлансанах пур çĕрте те пĕр уявсене халалланă мероприятисем ирттереççĕ темелле: Ватăсен кунĕ, Кĕрхи бал, Анне кунĕ… Декабрь уйăхĕ пĕтĕмпех Çĕнĕ çула уявлассипе çыхăннă тесен питех йăнăшмастпăр та пулĕ. Пăлакра та çак тытăм çаплах темелле, уйрăмлăхĕ пулсан та пĕрре кăна – Вера Ульдюкова халех Хĕл Мучи костюмĕ çуккишĕн хуйхăрать: «Пит çĕнниех пулмасан та, усă курнине туянма та хатĕрччĕ. Тен, республикăри Культура çурчĕсенчен пĕринче «ĕçсĕр» çакăнса тăракан Хĕл Мучи костюмĕ пур?» – пулăшу ыйтнăн пăхать вăл.
Чăнах та, Çĕнĕ çул уявĕсен костюмĕсене çĕнетнисем пурах ĕнтĕ ĕçтешĕмĕрсен хушшинче. Киввисене сутас е ырă кăмăлтан парас текенсене пире пĕлтерме ыйтатпăр, эпир Вера Ульдюковăпа çыхăнăпăр.
 
: 896, Хаçат: 44 (982), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: