Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Элмет районĕнчи Патраклăри Культура çуртĕнче Людмила Савастьянова ĕçлеме пуçланăранпа пит нумай вăхăт иртмен, çулталăк каялла кăна директор должноçĕнче ĕçлеме тытăнни. Унччен вăл Анат Камăри чăваш гимназийĕнче вăй хунă. Çак Культура çурчĕ эпир хăнăхнă ăнлавран пачах уйрăлса тăрать. Мĕншĕн тесен унăн официаллă ячĕ Патраклă ял хутлăхĕн культурăн аталану центрĕ. Çапла тунипе ĕçе ирĕклĕрех йĕркелеме май парать. Ĕç планне те ял хутлăхĕпе калаçса килĕшсе палăртаççĕ. Мероприятисем ирттерме укçа-тенкĕпе те ял хутлăхех тивĕçтерет.
Людмила Ухтияровна хăйĕн ĕçĕнче вырăнти йăла-йĕрке çине ытларах пусăм тума тăрăшать. Çапла майпа мăн аслашшĕ-асламăшĕсен уявĕсене сыхласа хăварасшăн тата çамрăк ăрăва та тăванĕсене çывăх пулма, вĕсен пурнăç йĕркипе паллаштарма тăрăшать Л.Савастьянова. Çулталăк Патраклăра Раштав уявĕпе пуçланнă. Çăварние те ваттисен йăлипе ирттернĕ. «Çамрăксем Çăварни юррисене манма пуçлани курăнать», – ассăн сывлать Людмила Ухтияровна. Çакă хистет те ĕлĕкхи чăваш юррисене, палăртса хăварар, вырăнти чăваш юррисене çĕнĕрен чĕртме. Çавăнпах Савастьянова ялти ватăсене пухса юрланисене видеопах çыртарса илет. Çавăнпах пĕтĕм Тутарстан, Раççейре те пĕлекен Учӳке ирттернĕ чух патраклăсем кашни çул урăхларах, интереслĕрех, йăласемпе пуянрах тума тăрăшаççĕ. Клуб сезонĕ вĕçленнĕ май пур çĕрте те отчетлă концертсем ирттереççĕ. Культура ĕçченĕсемшĕн çак мероприятисем çулталăкра чи яваплисем пулса тăраççĕ-тĕр. Кăçал Людмила Савастьянова ялти никрут юррисене хатĕрленĕ. Çамрăк ачасем хурлăхлă салтак юррине тăсса ларсан камăн куçĕ шывланмĕ-ши? Ĕлĕк-авал хĕнпе, нушапа кĕвĕлесе кăларнă сăмахсем паянхи пурнăçра та чĕрене тивмелле çивĕч илтĕнеççĕ, самани пачах уйрăлса тăрать пулин те.
Ялти «Çеçпĕл» фольклор ушкăнĕ сем те такам ăмсанмалла хитре: аслăрах çулсенчи хĕрарăмсем шакмаклă кĕпесемпе, çамрăкраххисем – тĕрĕлесе капăрлатнисемпе.
Патраклăри культура аталанăвĕн центрĕнче аслăраххисен «Уяв» ушкăнĕ, çамрăксен «Çăлтăр» юрă ансамблĕ, шкул ачисен «Шăнкăрав» ташă ансамблĕ тата 4-мĕш класа çӳрекенсен «Хĕвел» ансамблĕ ĕçлеççĕ. Çак ушкăнсем кашни мероприятие хутшăнаççĕ. Халĕ те Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне Пӳсреке уяв концерчĕпе кайма хатĕрленеççĕ.
 
: 868, Хаçат: 44 (982), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: