Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕршывра ача çуратакансем сахалланнипе ача сачĕсене усламçăсене, тĕрлĕ структурăсене салатса панă вăхăтра, 1992 çулта, Алексеевски районĕнчи Пăлак ялĕнче ача сачĕ уçăлнă. Çирĕм çул хушшинче темиçе хутчен те заведующи улшăннă, анчах нихăçан та ĕçлеме чарăнман.
Халĕ садике тĕрлĕ çулсенчи пилĕк ача çӳрет. Чи кĕçĕнни çулталăк çурăра, асли – 5 çулта. Сакăр çул каялла ача садне Елена Яковлева аллине панă. Çакăнтанпа учреждени тулли пурнăçпа пурăнма пуçланă темелле. «Елена Александровна килсе кĕнĕ чух садăн картишĕнче хăйăр куписĕр пуçне нимĕн те çукчĕ», – аса илет Çăлкуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Владимир Плотников. Кустăрмин шининчен майлаштарса тунă акăшсене, лĕпĕш хурчĕсене, инçетри çĕрсене кайма пуçтарăнса парусĕсене çĕкленĕ карапа курсан çапла калăн-и? Яланах çакăнта пулнăн туйăнаççĕ вĕсем. Хăйăр купи çийĕн сарăлнă шăна кăмпи тата епле хитре, тата та пур кунта садик ĕçченĕсем хăйсен аллипе ăсталанă теттесем. Кунта çӳрекен ачасен килĕсене таврăнас та килмест пулĕ.
Елена Александровна пӳлĕмсене кĕрсе курма чĕнчĕ, хапăлласах килĕшрĕмĕр. Шала кĕрсен куçа савăнтаракан хăтлăх курма тӳр килчĕ. Кунта ачасен пултарулăхĕ те куç умĕнчех, вĕсене интереслентерме ăсталанă теттесем, ытти япаласем. Вĕсен сывлăхĕшĕн те тăрăшаççĕ кунта. Тĕслĕхрен, ура тупанĕсене массаж тума ятарлă кавирсем çĕленĕ: хулăн пусма çине пластик бутылкăсен хупкăçĕсене çирĕплетнĕ е тата кĕçĕнреххисем валли, пысăк тӳмесем çĕлесе панă. Кавир çине шит вăрăмăш çӳхе йывăç татăкĕсене çĕлени те пур. «Пирĕн ачасем вĕтĕ чул çинче те утма юрататчĕç те, халь ытла кĕçĕн çулсенчисем пулнипе пуçтарса хутăмăр – шуса ӳксе аманĕç тетпĕр», – каласа парать Елена Александровна. Чăваш килĕ-çурчĕн кĕтесĕ те пур кунта. Унта ачасен кукамăш-асламăшсем усă курнă япаласем вырнаçтарнă. Садикре чăвашла занятисем пулмасан та ачасене вĕсем чăваш иккенне ăнлантараççĕ.
Елена Александровнăн хĕр чухнехи хушамачĕ Краснова, вăл Элкел районĕнчи Тури Çĕньялта çуралса ӳснĕ. Пăлак каччипе Валерий Яковлевпа пĕрлешсен çак пысăк мар чăваш ялне килнĕ. Алексеевскинчи «Мостовик» УАОра ĕçлекен мăшăрĕпе Валерий Евгеньевичпа вĕсем виçĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Асли Женя 23 çулта, вăталăххи Сергей çул-йĕр строительствинче ĕçленĕ вăхăтрах куçăн мар майпа аслă шкулта вĕренет, Денис кăçал виççĕмĕш класа каять. Туслă çемье Яковлевсен, арçынсем амăшне килте те пулăшаççĕ, ĕçĕнче те тĕрев пулса тăраççĕ. Авă, çӳлерех асăннă кавирсене те Валерий Евгеньевич çĕленĕ, садик картишĕнчи курăка çулнă чух та кил-йыш пулăшать. Юсав ĕçĕсене ирттернĕ чух вара ял хутлăхĕн пуçлăхĕнчен ыйтма тӳр килет. Владимир Кузьмич Елена Александровна тăрăшуллă пулнине кура ялан пулăшма тăрăшать, анчах ял хутлăхĕн укçи-тенки пур чухне те çитсе пыраймасть çав.
Ача сачĕ Пăлакра ачасене тĕрĕс воспитани парасси çине пысăк пусăм тăвать тесе калани кулăшла та пулĕччĕ – унăн ĕçĕ çав тейĕччĕç. Çак ялти садик ĕçченĕсем вара пĕчĕк çĕр лаптăкĕ çинче пахча-çимĕç туса илеççĕ, çакна та воспитани процесĕ теме пулать – шăпăрлансем кăчăртаттарса çиме юратакан кишĕр-купăста мĕнле майпа сĕтел çине çитнине никамран лайăх пĕлсе ӳсеççĕ. Ытлашши çимĕçе Елена Яковлева Хусанти кĕрхи ярмăрккăна ăсатать. Эпир пынă чух ял хутлăхĕ шăпах халăхран пахча çимĕç пухатчĕ.
Пăлакри ача сачĕ кăçал икĕ ачана Çăлкуçри вăтам шкула ăсатнă. Вĕсене вĕренĕве çӳллĕ шайра хатĕрленипе кăмăллă вĕрентекенсем. Сăмах май каласан, Елена Яковлева ертсе пыракан садик кашни çулах 1-мĕш классене хатĕрлессипе районта мала тухнă. «Малтан çакăншăн укçа парса хавхалантаратчĕç. Телевизор, видео туянтăмăр. Юлашки çулсенче Хисеп хучĕпех çырлахма тытăнчĕç…» – кăмăлĕ юлни сисĕнет Елена Александровнăн.
 
: 841, Хаçат: 44 (982), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: