Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ял хутлăхĕнче шкул çулне çитмен 81 ача шутланать. Паллах ĕнтĕ, ача сачĕ ялта кирлех. Пулман мар-ха вăл Çĕнĕ Йĕлмелĕнче, анчах та иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ытти нумай ялсенчи пекех хупăннă. Çакăн çине вăл вăхăтра ачасем сахалрах çурални те, кашни ялта садике тытса тăма самаях укçа-тенкĕ тăкакланни те витĕм кӳнĕ-тĕр. Çапах та, телее, самана пĕр вырăнта тăмасть, юлашки вăхăтра çуралакан ачасен шучĕ пур çĕрте те самаях ӳсни куçкĕрет.
Эпир пынă чух Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи ача садĕнче сăрлас ĕçсене вĕçлесе пыратчĕç. Çĕнĕ сĕтел-пукан, ытти кирлĕ япаласене ак-ак кӳрсе килессе кĕтетчĕç.
– Çĕнĕ ача садне 20 ача çӳремелĕх тесе тунă. Анчах та черете тăнисем 30-ăн та пур. Май килнĕ таран пурне те йышăнма тăрăшăпăр, – тет Çĕнĕ Йĕлмел ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Наиль Иршатович Шихранов.
Çĕнĕ садикре ĕçлекенсене палăртнă та ĕнтĕ. Заведующи тивĕçĕсене Галина Борисовна Мискина пурнăçлать, Татьяна Владимировна Алексеева воспитатель, Ольга Ивановна Карсакова няня. Хальлĕхе повар кăна çук. Садик уçăличчен вăл та тупăнĕ тесе шанаççĕ ял çыннисем.
Ялти вăтам шкул çуртĕнче вырнаçнă çутă та ăшă, хăтлă садик çывăх вăхăтрах пĕчĕккисемшĕн алăкĕсене уçĕ. Çак куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ Çĕнĕ Йĕлмел ачисем.
 
: 873, Хаçат: 44 (982), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: