Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанăн демографи лару-тăрăвĕ юлашки çулсенче самай лайăхланнине кура ача сачĕсен ыйтăвĕ çĕнĕрен çĕкленчĕ. Ăна татса парас тĕллевпе 2011 çулта «Бэлэкэч» программăпа республикăра 11590 вырăнлă 157 ача сачĕ уçрĕç. Çапла майпа пысăк хуласене кăна мар, муниципаллă районсене те ача сачĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва татса пама пулăшрĕ вăл. Шел те, программăна мĕнпур районах кĕреймен. Çĕпрел районĕнче çитес вăхăтра уçăлакан 4 ача сачĕ те акă çак программăпа тунăскерсем мар-мĕн.
«Пирĕн район «Бэлэкэч» программăна кĕреймерĕ. Çавăнпа ача сачĕсен ыйтăвĕпе ТР Президенчĕ Р.Минниханов патне ятарласа тухрăмăр. Президент пире ача сачĕсене юсама 9 миллион тенкĕ укçа уйăрчĕ», – уçăмлатрĕ ыйтăва Çĕпрел райĕçтăвкомĕн ертӳçи Ш.Алиуллов. Республика панă çак укçана район ача сачĕ вуçех çук пысăк ялсене уйăрма йышăннă. Çапла майпа Матак, Çĕнĕ Йĕлмел, Кĕçĕн Чăнлă тата Хураката ялĕсенчи шкулсен пĕр пайне ача сачĕ валли юсаса çĕнетнĕ. Тĕрĕсрех каласан, типлă проектпа (20 вырăнлă) вĕсене шкултан уйăрса уйрăм кĕмелли алăк касса уйрăм çурт пекех тунă. Кирлĕ оборудованисемпе тивĕçтернисĕр пуçне пĕчĕкскерсем валли тротуарсем, вылямалли площадкăсем туса панă.
Ача сачĕсене пурне те çитес вăхăтра уçма планлаççĕ. Вĕсенче ĕç вĕçленнĕпе пĕрех, сĕтел-пукансем кăна пĕтĕмпех кӳреймен-ха, хăш-пĕринче тата ĕçлекенсен коллективне йĕркелесе çитереймен. Матакри пулас ача сачĕ те хальлĕхе çак шайра. Сăмах май, Матакпа Чăваш Ишлĕ ялĕсем пĕчĕкех мар пулин те, кунта ача сачĕ (1990 çулсен пуçламăшĕнчи пĕр-икĕ çула шута илмесен) хальччен пулман тесен те юрать. Ача-пăча вара ку ялсенче нихăçан та питех чакман. Хальхи вăхăтра вăтам шкулта кăна 200 ытла ача вĕренет, шкул çулне çитменнисен шучĕ те çителĕклех, 50 яхăн.
Сăмах та çук, информацилле технологисен аталанăвĕн ĕмĕрĕнче ялсенче ача сачĕ çукки калама çук пысăк çитменлĕх. Хальхи вăхăтра 1-мĕш класа каякан ачан хăнăхăвĕ тивĕçлĕ шайра пулмалла-çке, унсăрăн шкул программине ĕлкĕрсе пыма йывăр. Тинех акă Матакра та çак çитменлĕхе пĕтерсе ялта ача сачĕ уçăлать.
– Ача сачĕ пирĕн 20 вырăнлă кăна, 3 çултан аслăраххисем вара нумайрах. Енчен те садика çӳрес текенсем йышлă пулсан вĕсем валли конкурс йĕркелеме тивет. Чи малтан шкул çулне çитекеннисене илме тăрăшăпăр, – терĕ кун пирки Матак ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.Михайлов. Пепкисене ача садне çӳретесси пирки ашшĕ-амăшĕсемпе калаçу пулнах, вĕсенчен нумайăшĕ хирĕç мар. Чăн та, хальлĕхе пĕр ачашăн мĕн чухлĕ тӳлессине палăртман-ха. Хак та вĕсен йышăнăвĕ çине витĕм кӳрессине пытармăпăр. Мĕншĕн тесен çемьесен тупăшĕ кунта ăмсанмаллиех мар, чĕрĕ укçа тӳлекен предприятисемпе организацисем Çĕпрел тăрăхĕнче шутлă кăна-çке. Район центрĕнчен аякри ялсенчен унта ĕçе çӳрекенсем вара çукпа пĕрех. Çапах та ниме пăхмасăр ачана аталану кирлине ăнланакан ашшĕ-амăшĕсем çителĕклĕ. Çапах та кун пирки хальлĕхе калаçма иртерех-тĕр-ха, садик уçăлать кăна-çке.
Палăртса хăварар, ку учрежденисем тата тепĕр ыйтăва та татса пама пулăшаççĕ, вĕсем районти тепĕр 16 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ.
Эпир пынă вăхăтра Матакри çĕнĕ садикăн ĕç коллективĕ йĕркеленейменччĕ-ха , унăн заведующине вара палăртнăччĕ ĕнтĕ. Учреждение вырăнти шкулăн вĕрентекенĕ Татьяна Николаевна Фадеева ертсе пырĕ. Ял варринчи шкулта 2-3 уйăхрах ача сачĕ йĕркеленнине вырăнти халăх интересленсех сăнанă, халĕ вăл уçăласса чăтăмсăррăн кĕтет.
 
: 922, Хаçат: 44 (982), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: