Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕнчи Пӳлерте, тĕпрен илсен, вырăссем пурăнаççĕ. Çапах та чăвашсем те çук мар. Хăшĕсем кунта таврари ытти ялсенчен куçса килсе тĕпленнĕ, хăшĕсем темиçе ăру кунта пурăнаççĕ ĕнтĕ. Шел те, вырăнти шкулта чăваш чĕлхи вĕрентмеççĕ. Çавна пулах-тăр, «Сувара» çырăнса илсе вулакансем те сахал Пӳлерте. Хальхи вăхăтра 2245 çын пурăнакан ялта пирĕн хаçата пĕр çын кăна вулать.
– Мария Трифонова «Сувара» нихăçан та çырăнмасăр юлмасть, çырăнтару кампанийĕ пуçлансанах килсе çырăнать. Питĕ юратса вулать вăл ăна. Кашни эрнекуна чăтăмсăррăн кĕтет, – каласа парать Татьяна Гусарова почтальонка.
Пӳлер ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н.Н.Портнов 2013 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче кунта хаçатăмăра вулакансен шутне ӳстерме шантарчĕ, пирĕн умрах вырăнти предприятисемпе организацисен ертӳçисене шăнкăравласа ĕçченсене «Сувар» çырăнмашкăн сĕнме ыйтрĕ. Малашне Пӳлерте те вулаканăмăрсен йышĕ ӳссе пырасса шансах тăратпăр.
Пӳлерти çыхăну уйрăмĕнче пурĕ улттăн ĕçлеççĕ. Коллектива Марина Николаевна Крюкова ертсе пырать. Татьяна Сергеевна Гусарова, Светлана Николаевна Пирожкова тата Оксана Александровна Листопад почтальонкăсем Пӳлерте пурăнакансене хаçат-журнал валеçеççĕ, Эльвира Гумеровна Пушкаревăна Горкинче кашни кун чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Любовь Николаевна Соловьева вара çыхăну уйрăмĕнчи тасалăхпа тирпейлĕхшĕн яваплă.
Çыхăну уйрăмĕн начальникĕ те, почтальонкăсем те Пӳлерте пурăнакан чăвашсене «Сувара» çырăнмашкăн сĕнме шантарчĕç. Çырăнакансем нумай пулсан хăйсене те лайăх-çке, мĕншĕн тесен халĕ почтăсенче хĕрсех çырăнтару кампанийĕ пырать, район панă плана тултармалла.
Пӳлерте пурăнакан Мария Трифоновăна вара хаçатăмăра юратса вуланăшăн чĕререн тав тăватпăр, авалхи Пӳлерте те Марье аппа пек чăвашла вулакансем йышлансах пырĕç тесе шутлатпăр.
 
: 843, Хаçат: 44 (982), Категори: Çырăнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: