Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Пĕр ĕнене сума аппаратпа – 5-7, алăпа 3-4 минут та çитет мана, – пĕлтерет Теччĕ районĕнчи «Шайдуллов» хресченпе фермер хуçалăхĕн доярĕ Валерий Яфаркин. Ивански ялĕн чăвашĕ ку профессие пĕрре те хĕрарăм ĕçĕ тесе шутламасть, мĕншĕн тесен ĕне сăвасси çăмăл ĕç мар. Çавăнпах ĕнтĕ хăйĕн килĕнчи пушмак пăрăвĕ пăруласан арăмĕ мар, хăй пĕрремĕш сума ларать. «Ĕне сунинчен вăтанмастăп эпĕ», – тет вăл кун пирки.
Мĕнле професси суйлани мар, ăна мĕнле пурнăçлани пĕлтерĕшлĕрех-çке. Валерий Николаевич вара чăн-чăн профессионал. Вăл – ТР тава тивĕçлĕ выльăх пăхаканĕ. Машинăпа сăвакан операторсен районти конкурсĕсенче ялан малти вырăнсенче пулнă. Республика конкурсĕсенче арçын доярсен хушшинче 1992, 1997, 2000 çулсенче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Паян конкурса хутшăнас пулсан та малти вырăна ним мар тухĕччĕ вăл, анчах вăхăчĕ халь урăхларах. Хуçа патĕнче тăрăшать-çке, фермер вара хăйĕн доярне конкурса хутшăнтарса укçа тăкакласшăн мар. «Сумĕ çук çав хуçа патĕнче ĕçлекене. Халĕ пĕр ĕнерен çулталăкне миçе литр сунине те каламаççĕ пире, укçи пирки каламалли те çук, мĕн чухлĕ тӳлес тет, çапла парать. Ăçта-тăр ĕçлемелле вĕт, çемьене тăрантармалла», – тет сумлă дояр.
Вăхăтĕнче пĕр ĕнерен 5-6 пин килограмм сĕт суни те пулнă. Ун чух Ивански ялĕн чăвашĕ вырăнти «Нагорный» совхозра тăрăшнă. Хуçалăхра сăвăнакан ăратлă ĕнесем кăна 200 яхăн пулнă та.
Фермăна вара Валерий Николаевич çамрăклах килнĕ. Шкулта вĕреннĕ чух амăшне Мария Степановна Артюшкинăна пулăшма çӳренĕ. Паллах, 1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче ĕне сумалли аппаратсен тĕсĕ те пулман кунта, йăлтах алă вĕççĕн сунă. 50-60-шар ĕне сăвакан аннене мĕнле пулăшмăн-ха? Вăт çапла туслашнă вăл пулас профессийĕпе.
– 1980 çулхине эпĕ 16-ра кăначчĕ-ха. Фермăра пĕр доярка икĕ эрнене отпуска кайрĕ те эпĕ ăна ылмаштартăм. Икĕ эрне унăн ĕнисене суса тăтăм», – аса илет ĕç çулĕ мĕнле пуçланнине дояр.
Шкул хыççăн та фермăнах ĕçлеме килнĕ вăл. Пултаруллă чăваш каччине салтакран таврăнсан ферма заведующине лартнă.
– Ферма пуçлăхĕнче те ĕçлеттĕм, дояркăсем чирлесен вĕсене те хамăнах ылмаштарма тиветчĕ. Фермăра икĕ ĕçпе ĕçлесе ĕлкĕрме çуккипе пуçлăх ĕçне пăрахса дояр кăна пулас терĕм. 39 çул ĕнтĕ дояр эпĕ. Пенсие тухма тата 12 çул юлчĕ», – тăсăлать малалла калаçу.
Фермăра ĕне сăвасси яваплă ĕç çав, тепĕр чух кампа пĕрле ĕçлени те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Валерий Николаевича ав ку енĕпе ăннă, вăл 31 çул ĕнтĕ Фаина Филипповна Таймановăпа пĕрле тăрăшать. Вăл е ку сăлтавпа пĕри ĕçе тухаймасан тепри ăна пулăшăва килет. Чăн та, халĕ ĕнтĕ ĕнесене алăпа сумалла мар тата ĕнисем те фермăра ĕлĕкхи чухлех çук. Пурĕ те 50 пуç кăна. «Фермăра кам кăна килсе ĕçлесе пăхмарĕ, Фаина Филипповнăпа эпир халĕ те ĕçе пăрахмастпăр-ха. Вăл пенсие тухни икĕ çул ĕнтĕ, ĕçрен кайсан пĕчченех юлатăп», – тет Валерий Николаевич кăшт хурлăхлăн. Вĕсем «Шайдуллов» ХФХра ĕне сăвакансем иккĕн кăна-мĕн.
Чăн та, Валерий Николаевич тĕслĕхĕпе фермăра тата виçĕ каччă ĕне суса пăхнă. Анчах вĕсен ĕç çулĕ аслă юлташĕнни пекех вăраха тăсăлайман.
Ĕçри маттуррисен килĕнче те йăлтах йĕркеллĕ. Яфаркинсен те çаплах. Вĕсен кил-çуртĕнче ванни-туснине кураймăн, выльăх-чĕрлĕхĕ те картиш тулли. «Вăхăтĕнче виçĕ ĕне тытни те пулнă. Халĕ пĕр ĕне кăна пирĕн, сыснасем, вăкăрсем, качака, чăх-чĕп, хурсем усратпăр», – пĕлтерет Валерий Николаевич. Çакăн чухлĕ выльăх çинче качакине усрама кирлех мар та пек, анчах кил хуçи каланă тăрăх, ăна вĕсем сĕчĕ сиплĕ пулнипе тытаççĕ-мĕн.
Çамрăксем хулара тĕпленме тăрăшаççĕ пулсан, Яфаркинсен пач урăхла, вĕсем яла килĕштереççĕ, çакна мăшăрĕ хулара çуралса ӳсни те улăштараймасть. «Ял пурнăçне хăнăхрăмăр та хуланалла каяс килмест», – терĕç кун пирки Яфаркинсем.
 
: 867, Хаçат: 44 (982), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: