Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (21.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Каллех хĕле кĕретпĕр. Нумайăшне ку вăхăт питех интереслентермест: сивĕ, юр хӳсе тултарать, ăшă тăхăнмалла. Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнче пурăнакан çамрăксем вара кĕтмеллипех кĕтеççĕ юр çăвасса.
«Мĕн аванĕ пур ентĕ?» – теме пултараççĕ теприсем. Аванĕ вара йĕлтĕрпе чупма май пурринче. Сиктĕрме-Хусанкай ялĕн шкулĕнче вĕренекенсем йĕлтĕр спортне питĕ килĕштереççĕ. Килĕштернинчен ытла вĕсем пĕтĕм çĕрте çĕнтереççĕ те.
9 класра вĕренекен Арина Чубуковăна кăна илер. Вăл Элкел районĕнче кăна мар, республика тулашĕнче йĕлтĕр спорчĕпе иртекен ăмăртусенче те малти вырăнсем йышăнать.
Пĕлтĕр акă, Марий Элти Шелангара иртнĕ ăмăртура вăл йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш вырăна тухнă. Хисеп хучĕпе пĕрле ăна мобильлĕ телефон та панă.
Арина питĕ пултаруллă. Вăл хĕл килессе кĕтсе тăмасть. Кустăрмаллă йĕлтĕр сырать те асфальтпа чуптарать. Тĕрĕссипе каласан, Сиктĕрме-Хусанкай ялĕн ачисем пĕрре те ахаль тăмаççĕ. Ялан тĕрлĕ спорт вăййисемпе ăмăртса вăхăта кăсăк ирттереççĕ. Юрпа шумаççĕ-тĕк, асфальтпа кустараççĕ.
Пултаруллă çын, паллах, пĕр енĕпе çеç мар, мĕнпур енĕпе пултарать. Арина олимпиадăсене те хутшăнать. Чăваш чĕлхипе иртекен олимпиадăна, сăмахран, республика шайĕнче иртекеннине те çитет. Юрлас тесен вара Турă питĕ хитре сасă панă. Шкулта иртекен пĕр мероприятирен те юлмасть. «Созвездие» фестивале те хутшăннă пулнă.
Паян Арина экзамен пама хатĕрленет. 11-мĕш класс таран лайăх вĕренсе тухсан хĕрупраç пурнăçне медицинăпа çыхăнтарасшăн.
– Ялта çĕнĕ больница уçăлмалла. Унта ĕçлеме çамрăк специалистсем кирлĕ, – теççĕ учительсем хĕрĕн ĕмĕтне ырласа.
Питĕ лайăх шухăш. Яла пĕтерме памалла мар. Тăван ялта ĕçлесе пурăнни, атте-аннене, тăван-хурăнташа, ял-йыша сыватса тăнинчен лайăххи ним те çук. Çамрăксем тĕрĕс тăваççĕ.
 
: 945, Хаçат: 43 (981), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: