– Пăта çапма, хăма савалама пĕлмен арçын ачасем çук пирĕн тăрăхра. Ял ачисем-çке. Кунта вара лобзикпа, савапа, якатмалли станоксемпе ĕçлеме вĕренеççĕ, – терĕ Алексеевски районĕнчи Çăлкуç вăтам шкулĕн ĕç урокне ертсе пыракан А.Бикеев. Александр Николаевич тата столяр кружокне те илсе пырать. Арçын ачасем унта чун каничченех аппаланаççĕ. Йывăçран тĕрлĕ япала ăсталаççĕ, ĕнтсе илемлетеççĕ тата ытти те. Мĕн калăн, пурнăçра кирлĕ хăнăху.
«Шкулта пирĕн ачасен ĕçĕсем кашни класрах пур», – мăнаçлăн пĕлтерчĕ педагог хăйĕн вĕренекенĕсем пирки. Çакна хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Музейри витринăсем, столовăйри саксем таранах ачасен ĕçĕ иккен. Ĕçĕ шкулшăн пулсан, вĕренни хăйсемшĕн-çке: «Столярсен кружокĕ пурри аван, шкулта ванни-туснине юсама ютран чĕнместпĕр», – терĕ кун пирки шкул директорĕ М.Смирнов.
Ĕç урокĕ ячĕшĕн кăна иртмест. Ачасем уроксенче, кружоксенче илнĕ хăнăхусем тăрăх экзамен та тытаççĕ. Паллах, тĕрĕслев оценки мĕнле пулассине ĕçĕсем тăрăх хаклаççĕ. Мĕн кăна ăсталамаççĕ вĕсем? Ывăс, сĕтел-пукан, светильниксем, вазăсем… Ачасен ĕçĕсем пурте шкулта, тĕрĕсрех каласан мастерскойра упранаççĕ. Тусан пусма ĕлкĕреймест вĕсене, мĕншĕн тесен сĕтел-пукансене ытти япаласене районти мĕнпур мероприятие курава илсе каяççĕ. 2010 çулта Хусанта Президент елкинчи курава та çитнĕ.
Александр Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, кружока çӳрекен ачасен хушшинче пултаруллисем сахал мар. 5-мĕш класри Денис Яковлев, 10-мĕш класри Владимир Сапожников, 11-мĕш класри Максим Юртаев чăваш ачисем те акă пăтана пĕлсе çапаканнисем. Килтисене пулăшма ӳркенмеççĕ. Чăн та, шкултан вĕренсе тухсан мĕнле професси суйлассине хальлĕхе шутламан-ха вĕсем, çапах та шкулта илнĕ хăнăхусем вĕсене пурнăçра пĕрре мар кирлĕ пулĕç-ха.
![]() |