Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнекун Теччĕре призывниксен кунĕ пулчĕ. Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен ретне тăракансем районтан нумай марччĕ, пĕтĕмпе те 39 яш. Вĕсене ентешĕсем чыслăн ăсатрĕç. Районти Культура çуртĕнче çак кун тăма-иртме вырăн пулмарĕ темелле. Фойере Теччĕри вĕренӳ учрежденийĕсен спортри çитĕнĕвĕсемпе паллашма стендсем хатĕрленĕ. Юлашки çулсенче çĕршывра, республикăра иртнĕ ăмăртусенче çĕнсе илнĕ наградăсем илем кӳреççĕ вĕсене. Хулари кадетсен шкул-интерначĕн стенчĕ те самай пысăк вырăн йышăнать. 2003 çултанпа унтан вĕренсе тухнă пултаруллă каччăсен сăнĕсем те пур, паллах. Тата вĕсем кадетсен шкулĕ хыççăн мĕнле пурнăç çулĕ çине тăнине те пĕлме пулать. Аслă çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă вĕсем: кам Калининградра десантниксен аслă шкулĕнче вĕренет, кам танк училищине суйласа илнĕ, теприсем пуласлăхне çар ĕçĕпе çыхăнтарман…
Кадетсен шкулĕнче тĕпрен илсен Теччĕ районĕнчи ачасем вĕренеççĕ. Çак районта авалтан чăвашсем йышлăн пурăннине шута илсен, паллах, унта йăхташсем вĕренни пирки иккĕленмелли те çук. Призывниксен кунĕнче те кадетсен командирĕнчен чăваш-вĕренекенсем çинчен ыйтсанах вăл пире пулăшма васкарĕ: «Пур, пур. Хамăн класра та пур. Чим-ха, Вова», – кадет формиллĕ каччăна чарчĕ вăл. «Пирĕн ушкăнра чăвашсем пурччĕ вĕт-ха?» «Эпĕ чăваш», – хапăл пулчĕ каччă. Çапла паллашрăмăр эпир 11 класра вĕренекен Владимир Эккимеевпа.
Володя çемйи районти Льяшево ялне килсе тĕпленнĕренпе вунă çул çитет пулĕ. Виçĕ ача çуратса ӳстернĕ Александр Николаевичпа Зоя Владимировна. Асли Володя, каларăмăр ĕнтĕ, Теччĕри кадетсен шкул-интернатĕнче. Вăл çиччĕмĕш класс пĕтерсен Льяшевăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкула хупнă. Ăçта каймалла? Теччĕре вĕренекен кадет-тантăшĕсем хăйсем патне чĕннĕ. Çапла килсе лекнĕ Володя Эккимеев шкул-интерната. Кăçал 8-мĕш класа каякан вăталăх шăллĕ Дима та пиччĕшне курса кадет форми тăхăннă. Кĕçĕн шăллĕ Сергей 1-мĕш класа кăна каять-ха, 5-мĕш класс хыççăн пиччĕшсен çулнех суйласа илĕ-и? Паянах татса калама çук кăна.
Володя тантăшĕсен канашне итлесе çак шкула килсе кĕнипе кăмăллă. Каччă алă вĕççĕн тытăçас (рукопашный) меслете алла илнĕ, виçĕ хутчен парашютпа сиксе III разряд илнĕ, машина çӳретме вĕреннĕ. Пуринчен ытла Володьăна тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма килĕшет-тĕр. Мĕншĕн тесен çакăн пек чух тантăшĕсемпе шкул чысĕшĕн кĕрешсе призсем çĕнсе илнисĕр пуçне çитмен çĕре çитсе курма май пур, тĕрлĕ хуласенче пулма тӳр килет.
Кунта Володя шанчăклă юлташ тупнă. Виктор Васютин ун пекех 11 класра вĕренет. Вăл Ульяновск облаçĕнчи Отрада ялĕнчен. Ăна та кадетсен пурнăçĕ питĕ килĕшет. Чăн та Виктор пытармасть, тренировкăсенче, уйрăмах ăмăртусенче йытă пек ывăнса çитсен пăрахса каяс шухăш та пуçа кĕрет. Анчах ку самантлăха кăна. Ывăнни иртсенех кăмăл çаврăнса каять – каллех тренировкăсене çӳреме хатĕр.
Каччăсен пĕтĕм вăхăчĕ вĕренӳпе, тренировкăсемпе иртсе каять тейĕн, анчах вĕсен чун килĕштернĕ ĕçĕ те пур, творчество пултарулăхне пурнăçлама та ĕлкĕреççĕ вĕсем.
Володя 6 çултанпа ӳкерет, чăн та ӳнер шкулĕнче вĕренмен вăл çак ăсталăха. Кӳрши, Витя тетĕшĕ, ӳнерçĕ пулнă. Вăлах шăпăрланра ӳнерçĕ ăсталăхне асăрханă, ӳкерме вĕрентнĕ. Халĕ Володя пейзаж та, портретсем те ӳкерет. Кăранташпа ĕçлеме кăмăлларах парать вăл. Портретсем ӳкерме уйрăмах кăсăк ăна. Çитменнине çапла майпа укçа та ĕçлесе илме пулать иккен – ӳкерме ыйтакансем 300-400 тенкĕ тӳлеççĕ портретшăн. Юлташĕ Виктор та илемлĕх тĕнчине çывăх. Вăл сăвăсем çырать. Хăйĕн юратнă поэчĕ Пушкин пекех çут çанталăк илемĕ, юрату çинчен çырать.
Çак вĕренӳ çулĕ каччăсемшĕн юлашки. ППЭ ăнăçлă тытнă хыççăн вĕсене пурнăç тĕрлĕ енне уйăрса ярĕ, анчах çирĕп туслăх, манăçми шкул ĕмĕрлĕхе çыхăнтарĕ. Мĕншĕн çапла калатăп? Виктор пуласлăхне Ульяновскри МЧС вĕренӳ учрежденийĕпе çыхăнтарать. Володя вара Хусанти патшалăх технологи университетне кĕме ĕмĕтленет, нанотехнолог профессийĕ паянхи куна чи интересли, кирли тесе шутлать вăл.
 
: 920, Хаçат: 43 (981), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: