Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ВĔРЕНӲ ГРАФИКĔ УЛШĂННĂ
Иртнĕ эрнере ТР Аслă шкулсен ректорĕсен канашĕ çумĕнчи Воспитани енĕпе координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна «Казань 2013» Ĕçтăвкомĕн генеральнăй директорĕн советникĕ Лариса Сулима ертсе пынă. Ларура 2013 çулта Хусанти Универсиадăна йĕркелесе ирттерессине сӳтсе явнă. Волонтерсене объектсем тăрăх еплерех пайласси пирки те калаçнă пухăннисем. Вĕсен шучĕпе волонтерсене 25 çынран тăракан ушкăнсене пайламалла, кашни ушкăн валли преподавательсен йышĕнчен куратор палăртмалла.
Ларура 2012 – 2013 вĕренӳ çулĕ питĕ хĕрӳ пуласси çинчен те пĕлтернĕ. Тĕпрен илсен вĕренӳ графикĕ улшăннă. Çавна пула хĕллехи семестр декабрĕн 31-мĕшĕнчех вĕçленет, çуркуннехи вара – майăн 15-мĕшĕнче. Вĕренӳрен пушансан вара студент-волонтерсем ятарлă вĕренӳ иртĕç, регистрациленĕç тата экипировка илĕç.
 
ЖУРНАЛИСТИКА ФАКУЛЬТЕЧĔ – АЛЛĂРА
Иртнĕ эрнере Хусанти федераллă университетра IX «Хальхи Раççейĕн информаци уйĕ: практика тата эффект» Халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна асăннă вузри журналистикăпа социологи факультечĕ йĕркеленĕ. Конференцие Хусанта журналист пĕлĕвне пама пуçлани 50 çул çитнине халалланă.
Конференци ĕçне ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, ТР Журналистсен союзĕн Председателĕ Р.Ратникова та хутшăннă. Вăл республикăри журналистика аталанăвĕ çинчен каласа панă. Римма Атласовна сăмахĕсемпе, Тутарстанра пурĕ 740 хыпар хатĕрĕ регистрациленĕ.
Журналистика факультетне юбилейпе саламламашкăн Казахстанран, Белоруссирен, Чăваш Енрен, Пушкăртстанран, Чулхуларан, Челябинскран, Пенза облаçĕнчен, Пермь крайĕнчен те ĕçтешсем килнĕ. Вĕсем ăшă сăмахсем каланă, асăнмалăх парнесем панă.
Хусанти университетра журналистика уйрăмĕ 1962 çулта историпе филологи факультетĕнче йĕркеленнĕ. Вăрахчен Атăлçи тăрăхĕнчи облаçсемпе республикăсем валли журналистика кадрĕсем хатĕрлекен пĕртен-пĕр центр шутланнă вăл. Хăй тĕллĕн 1992 çулта кăна факультет пулса тăнă. 1994 çулта ун çумне социологи тата психологи кафедрисене пĕрлештернĕ, вара журналистика, социологи тата психологи факультечĕ пулса тăнă вăл. 2003 çулта психологи уйрăмĕ хăйне уйрăм подразделени пулса тăнă, унтанпа асăннă факультет «Журналистикăпа социологи факультечĕ» ятлă. Халĕ кунта тĕрлĕ специалистсем хатĕрлеме май пур, çавăнпа та факультетран институт йĕркелесси пирки те сăмах пуçарнă конференцире.
 
ЮСАВА ПУЛА
2013 çулхи январĕн 25-мĕшĕччен Хусанти Универсиада Ялĕнче пурăнакан 4,5 пин студентăн хăйсем пурăнакан пӳлĕмсенчен кайма тивет. Сăлтавĕ – Универсиадăччен пӳлĕмсенче юсав ирттерсе вĕсене спортсменсене йышăнма хатĕрлесси.
Студентсен ăçта пурăнмалла тет-ха вара вĕренӳ çулĕ вĕçлениччен? Çакăн пирки Хусанти патшалăх университечĕн вĕрентӳ енĕпе проректорĕ Р.Минзарипов каласа панă. Хальлĕхе ыйтăва татсах паман-ха, анчах та тĕрлĕ вариантсем пирки шутлаççĕ. Тĕслĕхрен, урăх хуларан, ялтан килнĕ студента хăй тĕллĕн килĕнче вĕренме ирĕк пама пултараççĕ, урăхла каласан вăл дистанциллĕ майпа вĕренет. Тепĕр вариант та пур: хваттер тара илесси. Ку хутĕнче вара уншăн тӳлессин пысăк пайне вуз хăй çине илме тивĕç.
 
: 900, Хаçат: 43 (981), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: