Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай пулмасть район пуçлăхĕ Валерий Чершинцев чĕннипе ТР Президенчĕ Рустам Минниханов Теччĕ районĕнче пулса курнă. Тутарстан пуçлăхĕпе пĕрле Министрсен Кабинечĕн представителĕсем те хаваспах район курса çӳренĕ.
Теччĕ районĕнче пуçлăх улшăнни çулталăк çитмен-ха. Апла пулсан та улшăнусем пулни палăрмаллах курăнать. Хула пирки сăмах, паллах. Тĕрĕссипе каласан, район майĕпен чухăнланса пырать.
Шăп çак ыйтупа пуçтарăннă та асăннă çынсем. Район аталанăвĕ пĕрремĕш вырăнта тăрать. Малашнехи плансем çинчен район пуçлăхĕ кашни объект патне пынă май каласа кăтартнă.
– Эпир тăрăшмастпăр мар, сăмахран, ял хуçалăх продукцине рынока кăларса конкуренци тăвас тесе те ĕçлетпĕр. 1200 пуç сăвакан ĕне тытмалăх мегаферма тума пуçламалла. Вара малашне сĕт продукцийĕн пахалăхне ӳстерме рынока кăларма пулать. Çак ыйтăва татса панă çĕрте ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви те айккинче юлмĕ тесе шутлатпăр, – тенĕ Валерий Чершинцев. – Çаплах пулă промышленноçне те хута ярас шухăш пур. Чăх-чĕп фабрики тусан та питĕ аван пулмалла. Çав проекта хута ярас çĕрте Экономика тата Ял хуçалăх министерствисем патне тухас килет.
Строительство енчен те хусканусем пур, паллах, районта. Жуково ялĕнчи кирпĕч заводне туса пĕтерсе хута ярасси малта. Район Атăл хĕрринче вырнаçнине кура туризм ĕçĕ-хĕлĕ те лайăх каясса шанаççĕ теччĕсем. Район пĕтĕмĕшле илсен питĕ хитре вырнаçнă. Туллă-сăртлă, çырма-çатраллă вырăнсем питĕ нумай. Апла пулсан çăлсем те сахал мар. Район пуçлăхĕн сăмахĕпе, минераллă шывпа суту-илӳ ĕçне пуçарасшăн.
Çул-йĕр ĕçĕ-хĕлĕ те чаплах мар темелле. Нумай ялсенче асфальт çук. Сăмахран, Ивански ялне кĕмешкĕн аслă çултан пĕр километр та çук, çул çине чул та сарман. Район хуçи каланă тăрăх, пристань патĕнчи çула юсамалла. Хула урамĕсем те юрăхсăра тухнă. Хула çурчĕсене шыв кĕртесси те паянхи куна проблема-ха. Асăннă ыйтусене тивĕçтерсе пымашкăн питĕ пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ-мĕн.
Район ертӳçин сăмахĕсене Рустам Минниханов питĕ тимлĕн итлесе пынă хыççăн хăй те каламасăр чăтайман. Теччĕ çыннисен паянхи пурнăçпа пурăнмалла мар, вĕсене лайăхрах условисем туса пама тăрăшмалла. Ял çыннисене хулана ярас мар тесен вĕсене тата вĕсен ачисем валли ĕç тата кану вырăнĕсем туса памалла тенĕ.
Министрсем те сăмах хушмасăр юлман, паллах. Сăмахран, ТР ял хуçалăх министрĕ Марат Ахметов малашне çĕр улми, сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илессин калăпăшне ӳстересси çинчен каланă. Мегаферма тунă çĕрте пулăшу парасси пирки те шантарнă министр.
Шел пулин те, районта ача çуратасси пит палăрса тăмасть. Пенси çулне çитнисем вара 30 процента яхăн. Ĕçлекен халăх чакса пырать. Медĕçченсем те çитмеççĕ хальхи вăхăтра. Çитменнине тата 45 процент тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленеççĕ. Çак ыйтăва татса парас тесен çамрăк специалистсене чĕнсе илмелле. Анчах та вĕсене пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтересси чарса тăрать. Шел пулин те, çамрăк специалистсем валли çурт-йĕр тăвасси çинчен сăмах хускатман пулмалла.
Теччĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн ларура çырса пынă протокола республика пуçлăхĕ тĕрĕслесе тăма шантарнă. Халăха тата района питĕ кирлĕ программăсемпе проектсем валли укçа-тенкĕ уйăрасси пирки те шанăç пурри пирки пĕлтернĕ. Апла пулсан та теччĕсем хăйсем те пурнăçа лайăх енне улăштарас тесе тăрăшмалла. Çамрăксене воспитани парасси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, ĕç вырăнĕсем туса парасси, ялсенче лайăхрах пурăнмашкăн майсем тăвасси тата ытти те, паллах, теччĕсенчен хăйсенчен килет.
Пĕтĕмĕшле илсен, район çыннисем, унта тĕрлĕ халăх пурăнать пулсан та, питĕ тăрăшуллă темелле. Çĕнĕ пуçлăх та чавсине тавăрсах ĕçлеме шутлани курăнать. Кашни халăха сума суни те палăрчĕ. Теччĕсем те унпа кăмăллă-ха. Малашне те кăмăлĕсем ан улшăнччăр ĕнтĕ.
 
: 847, Хаçат: 43 (981), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: