Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Каччăпа хĕр паллашаççĕ тейĕпĕр. Тĕл пулусем ирттереççĕ. Кашни курмассерен пĕр-пĕрин кăмăл-туйăмне çывăхрах пĕлеççĕ, мĕнпе интересленнипе кăсăкланаççĕ, асăрхаççĕ. Пĕрлешеççĕ. Тĕрлĕ мăшăрсем пур, паллах. Мана вара çут çанталăкпа, культурăпа, тĕрлĕ хоббипе интересленекен мăшăрсем тĕл пулаççĕ.
Элкел районĕнчи Чăваш Пăрнай ялĕнче пурăнакан Якоревсем патĕнче пултăмăр. Елена Якорева ялти ватă çынсене пăхать. Урăхла каласан, соцĕçчен пулса ĕçлет. Мăшăрĕ Валерий – механизатор. Çук, эпĕ мăшăрсем мĕнлерех ĕçлени çинчен çырасшăн мар, Якоревсем хăйсен ĕçне питĕ тирпейлĕ туса пыраççĕ, вĕсем мĕнпе кăсăкланни питĕ интереслентерчĕ.
Эпир вĕсем патне килнĕ çĕре Якоревсем кăмпаран тин таврăннăччĕ. Нумай кăмпа пуçтарнипе мухтанасшăн мар эпĕ, кăçал унпа çынна тĕлĕнтереймĕн, татнă кăмпана тĕрлĕ майпа хатĕрлени вара…
Валерий – утарçă. Вăл хуртсем тытать. Вăл тени, тен, тĕрĕсех те мар пуль, Лена та пулăшмасть мар. Апла пулсан та хуртсемпе кăсăкланаканни – арçын.
Ялта пурăнакансем тĕрлĕ выльăх тытни çинчен ытти çулсенче çырса тĕлĕнтерме çукчĕ. Халĕ вара ял халăхĕ выльăх усрама пăрахрĕ. Кăвакалсемпе чăхсем картишĕнче чупаççĕ пулсан та, ĕнепе лаша пит кураймăн.
– Вĕсене тытнин пайти çук, – теççĕ çамрăк çемьесемех. – Халĕ пĕтĕмпех лавккаран туянатпăр. Канлĕрех те. Ирхине тăрса кĕтӳ хăваламалла мар.
Якоревсем ун пек шутламаççĕ. Вĕсен пĕр картиш хур-кăвакал. Вите тулли сысна. Ĕни те кĕтӳрен юлмасть. Кăрккисем тата мĕне тăраççĕ. Вĕсем ют çынна çывăха пыртармаççĕ, йытă айккинче тăтăр.
Питĕ пултаруллă çемье тесе калас килет ман Якоревсем çинчен. Пурне те хăйсен аллипе тунă. Хĕрĕпе ывăлĕ те хăйсене хунă. Хальлĕхе вĕсем хулара вĕренеççĕ-ха: Ксения – Хусанта, ывăлĕ – Тольяттире.
Пĕр сăмахпа каласан, Еленăпа Валерий иккĕшĕ те çут çанталăкпа питĕ туслă. Пĕр шухăшлă пулса ĕçлеççĕ, пĕр шухăшлă пулса канаççĕ.
 
: 1576, Хаçат: 42 (980), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: