Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕ Кама леш енчи районсенчен Хусана чи çывăххи. Унта пурăнакан 26206 çынран 1703-шĕ чăваш. Паллах, вĕсем пĕр Чăваш Майни ялĕнче кăна тĕпленмен. Районта чăваш ялĕсем татах та пур. Тĕслĕхрен, Çăлкуç (Родники) ял хутлăхне кĕрекен Пăлак (Тиган-Буляк). «Ивановский, Савинский поселокĕсенче, Лебедино ялĕнче те чăвашсем пурăнаççĕ», – пĕлтерме васкарĕç пăлаксем пирĕнпе тĕл пулсан. Хутăш ялсенче пурăннăран-ши вĕсене республика чăвашĕсем (шупашкарсем пирки каламалли те çук) тепĕр чух асăрхамаççĕ те. Пытармăпăр, эпир те, суварçăсем, унта пулман. Çак çитменлĕхе пĕтерес шутпа Алексеевски районĕнчи чăваш ялĕсене ятарласах çул тытрăмăр.
Эпир пынă вăхăтра пирĕн телее, вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.Плотников вырăнтахчĕ. Тараватлăн кĕтсе илчĕ йăхташăмăр. Хăйсем еплерех пурăннипе паллаштарма вырăнти шкул директорне М.Смирнова та çийĕнчех чĕнсе илчĕ вăл.
Çăлкуç ял хутлăхĕ пĕчĕкех мар, унта пилĕк ял таранах кĕрет: Çăлкуç, Мăкшă Булак, Пăлак, Березовка тата Андреевка. Шел те, Андреевка ялĕ пĕтнĕ, унта хальхи вăхăтра пурăнакан çук. Березовкăн шăпи те иккĕленӳллĕ, ялта 4-5 килĕрен ытла мар.
– Халăхĕ пирĕн нумай нациллĕ. 232 мăкшă, 193 чăваш, 55 вырăс, украин, эрмен, грузин, азербайджансем 15-ĕн пурăнаççĕ, – терĕ Владимир Кузьмич. Çавна кура кунти чăвашсем тăватă чĕлхепе вырăсла, чăвашла, тутарла тата мăкшăлла çăмăллăнах хутшăнаççĕ. Кавказ халăхĕсем килсе тĕпленнĕренпе тепĕр культурăпа та паллашма май пур вĕсен. Шăпах çакăн пек чух танлаштару çуралать. Çăлкуç ялĕнче те акă хăш çуртра мĕнле наци çынни пурăнни кил хуçи çурт-йĕре мĕнле çавăрнинченех курăнать. Чăвашсен вăл чĕкеç йăви пек тăпăл-тăпăл. Мăкшăсен вара сапаланчăкрах. Сăмах май, ялăн ятне Лягушкинăран 1969 çулта Çăлкуçа улăштарнă. Легенда тăрăх, халăхĕ пĕр вырăнта тĕпленмесĕр вырăнтан вырăна куçса çурт лартнипе ялне Лягушкино тенĕ.
Кавказ халăхĕ те кунта пурнăç тумах килнĕ пулмалла. Вĕсем çуртсем туянсах пурăнаççĕ. Ачисем вырăнти шкула çӳреççĕ, аслисем те ĕçсĕр лармаççĕ: хăшĕ усламçă, пĕри тата çемье ферми те йĕркеленĕ, вăл сыснасем ĕрчетет.
– Халăх пирĕн питĕ туслă, пĕр-пĕрне уйăрмасть. Çапах та чăвашсем ĕçченрех пулни сисĕнет, – терĕ хăй шухăшне пуçлăх. Кунти учрежденисенче тĕпрен илсен чăвашсем ĕçлеççĕ иккен. Çав-çавах пăшăрханмалли пур çав. Вырăнти халăх, мăкшăсем те, чăвашсем те майпен вырăса тухса пыни курăнать. Вĕсем ачисене мĕн пĕчĕкрен вырăсла калаçтарса ӳстереççĕ иккен. Çавăнпа чăваш ачисенчен нумайăшĕ пĕрремĕш класа килнĕ чух чăвашла калаçма та пĕлмест. Çавна кура ача сачĕсенче (ял хутлăхĕн территорийĕнче вĕсем иккĕ) пепкесене чăвашла мар, вырăсла калаçтараççĕ. Çакă чăнах та çапла пулни Çăлкуçри вăтам шкула кĕрсен те палăрчĕ. Унта вĕренекен чăваш ачисем: «Чăвашла ăнланатăп, калаçма пултараймастăп», – терĕç пире вырăсла.
Пĕтĕмĕшле илес пулсан, Çăлкуç ял хутлăхĕ ытти ял хутлăхĕсенчен питех уйрăлса тăмасть, кунта икĕ Культура çурчĕ, почта уйрăмĕ, медицина пункчĕсем, перекет касси, 4 лавкка, шкул, чиркӳпе часавай пур. «ВАМИН Татарстан» УАО вырăнти халăха ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет. Владимир Кузьмич каланă тăрăх, унта 93 çын тăрăшать. Икĕ çемье ферми йĕркеленнĕ. Проблеми те ытти çĕрти пекех темелле – çамрăксем яла юласшăн мар. Ялта газ та, шыв та, асфальтлă çул пур пулин те çамрăксем ытларах Алексеевскинче е Хусанта тĕпленме тăрăшаççĕ. Çакна вĕсем ялта тивĕçлĕ ĕç çуккипе çыхăнтараççĕ-мĕн.
Çăлкуç ялĕн варринчи пĕр юпа çине пысăк сас паллисемпе «Чистое село – красивая жизнь» тесе çырса çапнă пулин те илемлĕ мар çав кунти пурнăç. Урамсене çӳп-çапран тасатассипе, хунавсем лартассипе сахал мар ĕçлет ял кантурĕ. Анчах çынна пурăнма укçа-тенкĕ те кирлĕ-çке. «ВАМИН Татарстан-«Алексеевский молочно-консервный комбинат» УАО вара ĕç укçин чылай пайне кăлпассипе, сырпа, çупа, майонезпа тата чĕрĕ пулăпа парать-мĕн. Предприяти ĕçченсене ĕç укçин 20 процентне продукципе пама килĕшӳ тунă. «Çур аки, тырçи вăхăтĕнче ĕç укçи 8-9 пин тенкĕ те кĕрет. Ытти чухне – 4-5 пин. Ăна та виçĕ пая пайласа тӳлеççĕ. Кашнинче 20 процентне продукципе илетпĕр. Алла кĕрекен чĕрĕ укçа ним чухлĕ те юлмасть», – хумханса пĕлтерчĕ пире ял халăхĕ. Паллă ĕнтĕ, ку укçа ним тума та çитмест. Тепĕр чух коммуналлă услугăсемшĕн тӳлеме те. Электроэнергипе газшăн майонезпа е чĕрĕ пулăпа илмеççĕ-çке.
Çавăнпа ял халăхĕ ытларах хăй çине шанса пурăнать. Хуçалăха вара выльăх апачĕшĕн çӳрет. Мĕншĕн тесен çемьен тĕп тупăшĕ кунта ытларах выльăх-чĕрлĕхрен, тĕрĕсрех каласан, сĕт сутнинчен кĕрет. 2, 3, 7 ĕне тытакансем те сахал мар ялта. Березовкăра пурăнакан Безбородовсем, тĕслĕхрен, нимĕнле программăна хутшăнмасăрах 12 ĕне тытаççĕ. Сĕт сутакансем йышлă пулнипе И.Сунеев предприниматель ку тăрăха сĕт пухма кунне икĕ хутченех, ирпе те, каçпа та килет. Укçине те вăхăтра тӳлет.
Ĕç çук-тăк яла юлмаççĕ çав çамрăксем, шăп çак сăлтавпах ял халăхĕн шучĕ çулсерен чакать. Çăлкуçри 160 вырăнлă икĕ хутлă вăтам шкулта халĕ пурĕ те 60 ача кăна вĕренет. Çапах та ниме пăхмасăр хăйсен йăли-йĕркисене сыхласа хăварма тăрăшать кунти халăх. Шкулта чăвашла та, мăкшăлла та, тутарла та вĕрентеççĕ. Ялти мероприятисем ирттернĕ чух та наци юрри-ташшине кĕртсе хăварма тăрăшаççĕ. Çулсерен ял уявне уявласси йăлара вĕсен, ытти çулсенче Çимĕке анлăн паллă тунă пулсан, кăçал Питрав праçникне ирттернĕ. Вĕсене саламлама район администраци пуçлăхĕ хăй те килнĕ-мĕн.
– Халăха хавхалантарма тăрăшатпăр. Кăçал, тĕслĕхрен, ялти ватăсене Пӳлерти Валем хуçа çăлкуçĕ патне илсе кайрăмăр. Çула май чиркĕве, Большие Полянкинчи ваттисен çуртĕнчи йăхташăмăра П.Антонова кĕрсе куртăмăр. Çитес вăхăтра халăха тата Раифа мăнастирне илсе каясшăн-ха, – терĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.Плотников.
Эпир пынă чух та ял хутлăхĕн ĕçченĕсен хĕрӳ ĕçчĕ. Хусана ял хуçалăх ярмăрккине кайма хатĕрленетчĕç. Хальлĕхе вĕсем хулара пахча çимĕçпе çеç суту-илӳ тунă-ха. Шкул, ача сачĕ, вырăнти çынсем хăйсен пахчинче ӳстернĕ пахча çимĕçе сутма кӳнĕ. Ноябрь уйăхĕнче вара аш-какай та сутма планлаççĕ. Вырăнти халăха çапла майпа кăшт та пулсан пулăшу пама шутлаççĕ вĕсем.
В.Плотников ача сачĕн ĕçченĕсемпе.
В.Плотников ача сачĕн ĕçченĕсемпе.
 
: 1024, Хаçат: 42 (980), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: