Иртнĕ шăматкун, октябрĕн 13-мĕшĕнче, Аксури «Юность» спорткомплексра ТР Чăваш наципе культура автономийĕн призĕсемшĕн республика шайĕнчи мини-футбол енĕпе ăмăрту иртрĕ. Хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеме Аксăва Анат Кама, Элмет, Пĕкĕлме, Нурлат, Чистай, Элкел районĕсен футболисчĕсем пуçтарăннăччĕ.
Мини-футбол вăййине ТР ЧНКА тăваттăмĕш хут ирттерчĕ ĕнтĕ. Вылякансем 18-25 çулта. Чăваш автономийĕ хăйĕн призĕсене çак çулти çамрăксене парас тени ахальтен мар. Ара, шухăшласа пăхсан шăпах вĕсем спортпа культура пурнăçĕнчен аяккарах тăраççĕ вĕт. Вăхăта тĕллевсĕр ирттерни вара усал йăласем патне илсе çитерме пултарать. Çӳлерех асăннă районсенчи чăваш центрĕсен ертӳçисем вара çамрăксене спортпа туслаштарма тăрăшаççĕ.
Турнир пуçланас умĕн спортсменсемпе куракансене ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев, отставкăри генерал-майор Анатолий Молоствов саламларĕç.
Ăмăрту питĕ хĕрӳ иртрĕ, кашни команда çĕнтерес тесе вăйне шеллемерĕ. Çапах та Аксу командине çитекенни пулмарĕ: шăпах вĕсем ТР ЧНКА кубокне тата тĕп приза – 15 пин тенкĕ укçана тивĕçрĕç. Нурлатсем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç, элкелсем – виççĕмĕш.
![]() |
![]() |