Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (26.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çарăмсан район центрĕнче вырнаçнă икĕ хутлă ваттисен çурчĕ урамран питĕ хитре курăнса ларать пулин те вăй-халлă çынна илĕртмест. Мĕншĕн тесен унта пурăнма никам та ĕмĕтленмест. Анчах ватлăхра пăхакансăр тăрса юлнисемшĕн е аманса сусăрланнисемшĕн вăл пĕртен-пĕр хӳтлĕх, шевле çути. Чун ăшăнмасан та унта çутă, таса, тутă. Николай Митрофанович Кузьминпа Дарья Петровна Туйнеева тата кунта чун юлташĕсем те пулса тăнă. Вĕсем 2005 çулта январь уйăхĕнче çемье çавăрнă.
Çарăмсан районĕнчи ваттисен çуртĕнче чăмăртаннă пĕрремĕш çемье ку. Нумай çул ĕнтĕ тату пурăнать. Иккĕшĕ те инвалид. Николай Митрофанович урисемпе аптăрать, Дарья Петровна вуçех те курмасть. Алла-аллăн тытăнса утакан çак икĕ çынна кунта вăрттăн ăмсанакансем те çук мар-тăр, ара, вĕсем пĕр-пĕрин тĕревĕ-çке.
– Япăх мар кунта, çитереççĕ, вырăнĕ таса. Анчах мана, суккăрскере, ют çын пĕр май пăхаймасть-çке. Мăшăрăм вара пĕчĕк ача пекех алăран çавăтса çӳрет, пăхать, тав ăна, – терĕ Тарье кинеми мăшăрĕ пирки.
Дарья Петровна – чăваш хĕрарăмĕ, Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнче çуралса ӳснĕ, унтах качча тухнă. Больницăра санитаркăра тăрăшнă. Шел, телейĕ çеç пулман, пĕртен-пĕр ачи те виле çуралнă унăн. Телей кайăкне тепĕр хут тытма та хăраман-ха вăл, Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел çыннине качча килнĕ. Нумай çул фермăра ĕçленĕ. Анчах каллех хуйхă – мăшăрĕ вăхăтсăр вилсе кайнă. Пĕр хăй çине кăна шанса малалла та ялтах пурăннă пулĕччĕ-и тен, анчах инкек – куçĕ курми пулнă. Ачу-пăчу çук-тăк, кама кирлĕ çав этем.
– Тăван-пĕтенсĕрех мар эпĕ, шăллăм та, йăмăкăм та пур. Анчах вĕсем те ватăлчĕç, хăйсене çын пăхмалла. Куç курмасан пурăнма хĕн. Çавăнпа ваттисен çуртне кайма сĕнсен, килĕшрĕм. Ун чух ваттисен çурчĕ уçăлнă кăначчĕ-ха. Эпĕ иккĕмĕш çынччĕ, – аса илет вăл иртнине.
Николай Митрофанович Дарья Петровнăн виççĕмĕш упăшки пулсан, Дарья Петровна Николай Митрофановичăн пĕрремĕш арăмĕ. «Пĕччен эп, манăн никам та çук», – тесе сăмаха пуçларĕ çулланнă арçын. Çарăмсан районĕнчи Мăкшă Афонькино ялĕнчен вăл, мăкшă çынни. Тивĕçлĕ канăва тухиччен хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Ĕçлейми пулсан каллех никама та кирлĕ пулман. «2003 çултанпа кунта эп», – тет вăл сăпайлăн.
Ваттисен çуртĕнче ватăсене япăх пăхмаççĕ пулин те ăна тăван килпе танлаштарма çук. Кунта тĕрлĕ çын хӳтлĕх шыраса килет, тĕрĕсрех каласан илсе килеççĕ. Паллă ĕнтĕ, кашнин хăйĕн шăпи, характерĕ. Ватă çынна мĕне-тĕр вĕрентме, хăнăхтарма вара май çук. Усал йăласене те пăрахтараймăн. «Пенси укçине илсен ăна пĕтермесĕр те ĕçме чарăнмасть хăшĕ-пĕри. Вĕсем хыççăн тасатса та пĕтерме çук. Хамăр районти ватăсем кăна пурăннă чухне каплах марччĕ», – терĕ 13 çул санитаркăра тăрăшакан Людмила Митеева. Сăмах май, хальхи вăхăтра ваттисен çуртĕнче 56 çын хӳтлĕх тупнă, вĕсенчен 6-шĕн ачи-пăчи те пур. Çарăмсан районĕнчен кăна мар, Ешĕлвар, Кукмор, Чистай, Элмет районĕсенчен пăхаканĕсĕр юлнă ваттисене, инвалидсене кӳреççĕ иккен. Паллă ĕнтĕ, пĕр район çыннисем мар, ку та тепĕр чух пĕр чĕлхе тупма кансĕрлет.
– Çемье çавăрас шухăш мĕнле çуралчĕ? – ыйтрăм эпĕ мăшăртан.
Тарье аппаран малтан Николай Митрофанович сăмаха пуçларĕ.
– Пӳлĕмре виççĕн пурăнаттăмăр. Иккĕшĕ ĕçкелеме пăхатчĕç. Эпĕ вара эрех-сăрапа иртĕхместĕп. Мана шăплăх кирлĕ. Тарьене эпĕ малтанах асăрханă. Ялан пĕччен ларатчĕ. Вăт, пĕрле пурăнса пăхма сĕнтĕм те. Мăшăрĕ ытлашшине ан калатăр тесе-и Тарье аппа çав вăхăтра: «Нумай ан калаç», – тесе упăшкине чавсипе темиçе хутчен те тĕртрĕ. Çапах та Николай пичче хăй сăмахне пĕр пытармасăр малаллах тăсрĕ. – Вăл вара яхăнне те ямасть. «Халь тин качча кайма ватă эп», – текелет çеç. Çапла калаçса кайрăмăр, кашни кун пĕрле лараттăмăр. Кайран вара кăмăлĕ çаврăнчĕ пулмалла, пĕрлешме хирĕçлемерĕ. Хамăр шухăша директора пĕлтертĕмĕр. Вăл та тӳрех килĕшмерĕ-ха, çӳлтисенчен ирĕк ыйтмалла терĕ.
Çапах та дирекци пĕр шухăшлă çак икĕ çынна нумай кĕттермен, 2005 çулта январь уйăхĕнче ЗАГС ĕçченĕсене чĕнсех çырăнтарса пĕрлештернĕ. Уйрăм пӳлĕме пурăнма вырнаçтарнă. Пысăках мар пулин те, пӳлĕм халь вĕсен килĕ, пĕрлехи йăви.
Ватлăхра пĕрлешекенсене нумайăшĕ ăнланмасть, çавна кура ырламасть те. «Вĕсен пĕрлешни мĕн усси», – текелеме пăхать приют халăхĕ те. Паллă ĕнтĕ, çак икĕ çыннăн хутшăнăвне çамрăксеннипе танлаштараймăн. Вĕсен хутшăнăвне пĕр сăмахпа юрату теме те çук. Вăл тата тарăнрах, вĕсем – чун юлташĕсем. Пурнăçра хурапа шуррине нумай курнăскерсем халĕ хуйхăпа савăнăçа пĕрле пайлаççĕ, пĕрин ыратсан тепри ăшă сăмахпа каласа лăплантарма тăрăшать, пулăшу чĕнет. Вĕсен тĕслĕхĕпе ваттисен çуртĕнче тата темиçе çемье те чăмăртаннă. Анчах темшĕн пĕрле пурăнса каяйман. Хăшĕ тӳсĕмлĕх çитереймен, хăшĕн пурăнас кунĕ вĕçленнĕ. Ваттисем калашле, Турри çырман-тăр. Дарья Петровнăпа Николай Митрофановича вара пĕр-пĕрин тĕревĕ пулса тата нумай çул пурăнма вăй-хал, сывлăх сунатпăр.
 
: 1308, Хаçат: 41 (979), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: