Чун хавалĕ пулсан этем нихăçан та кая юлмасть, çав шутра çемье çавăрма та, çĕнĕ çурт лартма та. Элкел районĕнчи Анат Çĕньялта пурăнакан Василий Семенович Артемьевшăн ав, пенсире пурнăç пуçланнă кăна-ха. Вăл çĕнĕрен çемье çавăрнă çеç мар, çурт лартма та шутланă.
«Хам валли çурт лартатăп, пуçланă ĕç вĕçленет-ха», – терĕ кил хуçи эпир вĕсен умне чарăннине курсан. Шăп çак вăхăтра ялти тĕп урамра хĕрӳ ĕç пыратчĕ унăн, строительсем çурт никĕсне яратчĕç. Василий Семенович Чăваш Пăрнай çынни, темиçе çул каялла Анат Çĕньяла Моисей атте патне чиркĕве стройкăна килнĕ те кунтах юлнă. Мария Николаевна Потаповăпа çемье çавăрнă.
Мĕн-мĕн те, чăваш арçынни хĕрарăм çуртĕнче пурăнни хальччен питех пулман-ха. Василий Семенович та авă, мăшăрĕн икĕ хутлă çуртĕнче тĕпленме килĕшмен курăнать. Кăçал хăй ячĕпе çĕр илсе çурт лартма шутланă. Сăмах май, хăй вăл ăста строитель. Тавра ялта кăна мар, Раççейĕпех стройкăра ĕçленĕ. Опыт, вăй-хал пур-тăк, çурт-йĕр мĕншĕн лартас мар çав. Çитменнине ку ял юлашки вăхăтра сисĕнмеллех çĕнелет. Эпир пынă кун та кашни урамра икшер-виçшер çурт строительстви пыратчĕ. Çамрăксенчен юлас темест Василий Семенович, урама илем кĕртсе тепĕр çĕнĕ пӳрт лартать. Ĕçĕ те, пурнăçĕ те ăнса çеç пытăрччĕ унăн.
![]() |