Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Элмет районĕ республикăмăрăн тĕп хулинчен инçетре вырнаçнă, Патраклăпа Пӳсрек ялĕсем вара районти ытти чăваш ялĕсенчен тата инçетерех лараççĕ. Çапла, инçетерех, анчах ку çак икĕ ялти ентешĕмĕрсем ытти чăвашсенчен татăлса кайнă, ютшăнма пуçланă тенине пĕлтермест.
Пачах урăхла, кунти чăвашсем хăйсене «чăн чăвашсем» теççĕ, пурнăç йĕркине те мăн асаттесем халалласа хăварнă пек тытса пыма тăрăшаççĕ. Çакна Патраклăра çуллен иртекен «Учӳк» уявĕ те уçăмлăн кăтартса парать. Кунти чăвашсем хăйсен йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн кăна мар, унпа пĕтĕм халăха паллаштарасшăн.
Патраклăпа Пӳсрек ялĕсем кĕрекен ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе Инна Ивановна Альмуковăпа калаçнă чух та çак шухăшсене пĕрре мар асăрхама пулчĕ.
Патраклăра 380 кил хуçалăхĕ, Пӳсрекре сахалрах – 146. Анчах çуртсем сапаланса вырнаçнипе вăл самай пысăккăн курăнать. Кашни ялĕнчех вăтам шкул пур. Анчах Пӳсрекре ача йышĕ пĕчĕккипе 9 çул вĕренмелли шкул хăварнă. Патраклăра та вĕренекенсем нумайăнах мар – 27 ача, анчах вĕсен йышĕ çулран çул ӳсесси куçкĕрет. Мĕншĕн тесен ял хутлăхĕнче 15 нумай ачаллă çемье. Чылайăшĕн виçшер ача, сакăр ачалли пĕр çемье кăна – Игорь Геннадиевичпа Марина Владимировна Айкинсен. Мăшăрсем ĕçре чух ачасене асламăшĕ пăхать. Йышлă çемьесем чылай пулин те çĕр пайĕ ыйтса заявлени çыракансем ку таранччен виçĕ çемье кăна пулнă-ха. Кăна Инна Ивановна çапла ăнлантарать: заявленипе пĕрле чылай документ пухса памалла, çемьери çынсен (çитĕннисен) пурин те пулмалла. Кăна тума вара меллĕ вăхăт тупмалла…
Инна Ивановна сăмахĕсенчен, Патраклă ял хутлăхĕн çĕрĕ çук мар. Лайăх, хура тăпраллă çĕр. Ăна ĕçе кĕртме тăрăшать ялти власть. Патраклăра е Пӳсрекре кил хуçалăхĕ çавăрма шут тытнисене хапăлласах йышăнать. Палăртса хăвармалла, çĕр лаптăкне тӳлевсĕрех арендăна параççĕ, анчах услови те пур: виçĕ çулта çурт-йĕр çавăрмалла. Çавăнпа юлашки çулсенче тĕп чăваш ялĕсенче урăх наци çыннисем те киле-киле йăва çавăрнă тĕслĕхсем пулнă. Çĕрпе çыхăннă тепĕр ыйту вара пурин канăçне те çухатрĕ-тĕр: шăп çак тăрăхра Элметпе Лениногорск районĕсем чикĕленеççĕ. Анчах чикĕ палăртакансем хут çине кăна пăхнă курăнать, пăхнă та тӳрĕ лини туртнă. Чăннипе вара çак лини уйрăм çынсен харпăр пахчисене, хуçалăхĕсене икĕ района пайланă пулса тухать. Налог тӳленĕ чух та, ытти ыйтусемпе те хăçан хăш район центрне кайсан лайăх пулассине пĕлсе пĕтереймĕн. Паллах, çак лару-тăрăва йĕркене кĕртмелле, ял администрацийĕ çак ĕçпе çӳрет те ĕнтĕ.
Ялсем айлăмра лараççĕ. Ку лайăх та ĕнтĕ: сивĕ çилсем килсе тустарасран шикленмелли çук, анчах «тĕнчепе» çыхăнăва тухма та çук иккен – мобильлĕ телефон операторĕсен сигналĕсем сăрт урлă «каçаймаççĕ». Çавăнпа ялти администраци çывăха МТС вышкине лартма çине тăнă. Халĕ Патраклăпа Пӳсрекре МТС абоненчĕсем ирĕклĕнех калаçаççĕ.
Ялсенче пĕчĕк предпринимательсене аталанма пур условисем те туса параççĕ тесен тĕрĕсех пулмĕччĕ, паллах. Раççейĕпе илсен те çаплах, Тутарстанра та. Апла пулин те усламçа тухма кунран кун ансатрах темелле. Авă, Патраклă ял хутлăхĕнчех Вениамин Павлович Корюшова пилорама уçма колхоз юхăннă хыççăн пушанса юлнă ферма витисене панă, тӳлевсĕрех. Владимир Ильич Алендуков та пилорама тытать. Ăна ял-йыш валли ĕç вырăнĕ тупса панăшăн кăна мар, ял халăхне пулăшма хатĕр пулнăшăн та мухтать Инна Альмукова. Алендуков патĕнче ĕçлекенсен дисциплина çирĕп, ĕç укçи те самай. Çавăнпа унччен эрех-сăрапа аташнисем те «симĕс çĕленрен» уйрăлнă. Ялта хитре, меллĕ креслăсем тăвакан ал ăстисем те пур, пура пураласа сутакансем те (мунча пури, тĕслĕхрен, 38 пин тенкĕ – аван вĕт?).
Паянхи саманара пĕтĕм тĕнчене ĕçсĕрлĕх хăратать тесен кăшт та ӳстерместпĕр. Уйрăмах ялсенче, уйрăмах хĕрарăмсемшĕн çивĕч тăрать çак ыйту. Патраклă ял хутлăхĕнче те çаплах-ши? Çук иккен. Кунта пачах урăхла, уйрăмах хĕрарăмсен вакантлă ĕç вырăнĕсем: ача садĕнче воспитатель кирлĕ, музыка ĕçченĕ те çук, почтăра та ĕçлеме çын çитмест. Шкулта вĕрентекенсем çителĕксĕр. Пĕтĕмĕшле илсен ял халăхĕ ĕç шыраса таçта аякка çӳремест. Элметри НГДУра ĕç тупаççĕ, каларăмăр ĕнтĕ, ялти усламçăсем патне кайса вырнаçаççĕ. Мускава çӳрекенсем, çурçĕре нефтяникре вăй хуракансем сахалăн. Тата «Новое Суркино» тулли мар яваплăхлă общество та пур. Тĕпрен илсен вăл колхоз хирĕсем пулнă çĕре акса-пуçтарса тăрать, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлемест хальлĕхе, анчах малашлăхра сысна ĕрчетес плансем пур. «Новое Суркино» 12 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет. Колхоз çирĕпчĕ пирĕн тесе аса илет халĕ Инна Ивановна. Улма-çырла сачĕ те темĕн пысăкăш пулнă (халь вăл вырăнта Садовая çĕнĕ урам уçăлмалла), уй-хирĕ те, выльăх-чĕрлĕхĕ те, анчах ахăр самана пуçлансан кĕске вăхăтрах 150 миллион тенке салатнă, председательне ĕçрен кăларнă.
Ял халăхĕсен пурнăçне çăмăллатма та, культура шайне ӳстерме те чунтан тăрăшаççĕ кунта. Уйăхра икĕ хут çӳп-çап илсе каяççĕ, малтанах çакăншăн уйăхне 19 тенкĕ тӳлеме тивнишĕн ӳпкелешекенсем те пулнă, анчах пурăна киле уйăхра 19 тенкĕ тӳлени яла тасарах тунине асăрханă. Икĕ ялĕнче те ФАП, Культура çурчĕ пур, ĕлкĕрнĕ таран çулсем сарнă. Çак çуртсене те, çулсене те маларах туса хăварма ĕлкĕрнĕ. Халĕ, Инна Альмукова сăмахĕпе, хăй пухса илнĕ укçана тавăрма çăмăл мар ял администрацине. Çавăнпа çĕнĕ ĕçе пуçăнсан бюрократи аппарачĕпе тупăшсах вăй пĕтет. Ял хутлăхĕнче шыв уçлакан станци вăйлă, çавăнпа бассейн та, спортзал та уçасшăнччĕ патраклăсем. Анчах хальлĕхе çак ĕмĕтĕн пурнăçланма вăхăчĕ çитмен курăнать – сывлăхшăн усăллă заведенисене тума район администрацийĕ укçа уйăрма васкамасть.
 
: 834, Хаçат: 41 (979), Категори: Ял хутлăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: