Элмет районĕнчи Ереспел ялĕнче ваттисене хисеплеме ачасене шкултах вĕрентеççĕ. Шкул директорĕ В.Кожуков каланă тăрăх, асаттесенчен юлнă çак йăла кунта воспитанин тĕп никĕсĕ пулма пăрахман. Тимур командисене пăрахăçламанни çакна çирĕплетет çеç. Ял хутлăхĕн Ветерансен канашĕ кунта хут çинче кăна мар, вăл ĕçлет, çулланă кашни çынна тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма тăрăшать.
Паллах, Ватăсен кунне те паллă тумасăр юлмасть Ереспел. Чăн та, уяв ятне кăçал Ваттисен кунĕ мар, аслă çултисене сума суса Ырăпа ăс кунĕ тенĕ вĕсем. Кăна та ăнланмалла, В.Сухомлинский калашле ватлăх савăнăç та, телей те мар-çке. Чи пахи ватта манăçа кăларманни тата пĕчченлĕхре хăварманни пулмалла. Ереспел ял хутлăхĕнче вара аслă ăрури çынсем сахаллăн мар, çĕр ытла. Вĕсенчен пĕр пайĕ Çĕнĕ Еланьре пурăнать.
Ватăсене уява чĕнсе пичетленĕ йыхрав хучĕсене вырăнти Ветерансен канашĕн председателĕпе В.Виноградовпа ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н.Кожуков темиçе кун маларах килĕрен салатса çӳренĕ-мĕн. Уява хăçан тата миçере пымаллине пĕлтернĕ. Паллах, 8 çухрăмра ларакан Ереспел ялĕн шкулне еланьсем çуран килеймеççĕ, ватăлсан 8 çухрăм мар, çĕр метр утасси те хĕн-çке. Ку енĕпе вара «Ямашнефть» НГДУ пулăшăва килнĕ иккен. Вăл октябрĕн 4-мĕшĕнче пулакан уява икĕ ялтан та ватăсене килĕсене кайса илме тата леçсе яма икĕ автобусах уйăрнă.
Ватăсене саламлама çав кун районтан та хăнасем нумайăн килнĕ: район Ĕçтăвкомĕн ертӳçин çумĕ А.Грушин, районти Ветерансен канашĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Никифоркин, Общественноçпа çыхăну департаменчĕн начальникĕ Л.Хасанова тата «Татнефть» УАОн генеральнăй директорĕн тĕпрен юсав енĕпе çумĕ Н.Глазков. Вĕсем кашни ăшă сăмах каланă. Вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н.Кожуков ентешĕсене ял аталанăвĕшĕн нумай тăрăшнăшăн, халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварнăшăн тав тунă. Çапах та кун пек кун ватăсемшĕн чи пысăк парне вăл – мăнуксен концерчĕ. Ереспел шкулĕн вĕренекенĕсем те акă илемлĕ концерт хатĕрленĕ. Ял хутлăхĕнче тĕрлĕ наци çынни пурăннине шута илсе вĕсем концерт программине чăвашла, вырăсла, тутарла сăвăсем, юрă-ташă кĕртнĕ. «Курочка ряба» халап та кăтартса панă. Пĕр сăмахпа, ватă асатте-асаннесен, куками-кукаçисен кăмăлне уçнах вĕсем.
Сĕтел хушшине лармасăр мĕнле пултăр-ха тата? Шкул, ял хутлăхĕн тата клуб ĕçченĕсем Е.Ульдюкова, В.Александрова, В.Николаева, Н.Ефимова тутлă апат хатĕрленĕ, Л.Миронова вара хуплу пĕçерсе килме те ӳркенмен. Çапла шăкăл-шăкăл калаçса, юрласа иртнĕ уяв Ереспелĕнче.
Паллах, ватлăхра тĕрли пулать, çав шутра сывлăх хавшанипе уява килейменни те. Анчах çакă вĕсене маннă тенине пĕлтермест, уяв ячĕпе хатĕрленĕ кучченеçе ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе вырăнти Ветерансен канашĕн председателĕ çав кунах кашнин патне килне кайса панă, уявпа саламланă.
![]() |