Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Элкел районĕ хăйĕн территорийĕнче выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, пулă, хурт-хăмăр ĕрчетекен пурĕ 100 çемье ферми йĕркелеме тĕллев лартнă. Пулас фермерсене ферма çурчĕсем лартма, юсаса çĕнетме республика бюджетĕнчен 200 пинрен тытăнса 1 миллионшар тенке çити укçа уйăраççĕ. Кунсăр пуçне тата выльăх-чĕрлĕх туяннă чухне чĕрĕ виçен пĕр килограмĕн 30-40 тенкине субсиди параççĕ-мĕн. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пысăк ĕçе пуçăнакансем Элкел тăрăхĕнче те тупăнчĕç. Темиçе çемье ферми ĕçе йĕркелесе ячĕ те ĕнтĕ. Çаплах ферма çурчĕсем лартма тыттăннисем те сахалăн мар. Анат Çĕньялта та акă хальхи вăхăтра икĕ çемье фермин строительстви пырать. В.Филипповпа С.Рыжков унта сăвăнакан, ăратлă ĕне ĕрчетме хатĕрленеççĕ.
Виталий Николаевичпа нумай пулмасть эпир те тĕл пулса ферма строительстви мĕнле пынипе паллашрăмăр, малашнехи плансем çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
– Эпĕ маларах та фермер пекки шутланаттăм ялта. Штата кĕскетнипе вăрман хуçалăхĕнчен ĕçрен тухсан «Самозанятость» программăна хутшăнма тиврĕ. 58800 тенкĕ çăмăллăх кредит илсе вăкăрсем туянтăм, ӳстерсе лайăх хакпа сутрăм. Ĕç ăнчĕ темелле. Районтисем ял хутлăх кантурне килсен мана та чĕнсе илчĕç. Районтисем çемье фермисем йĕркелемелли программа пурри çинчен ăнлантарчĕç. Çакăн хыççăн эпир те мăшăрпа канашласа хамăрăн çемье фермине йĕркелеме шутларăмăр, – аса илет пулас фермер ĕç-пуç еплерех пуçланнине. Халĕ ĕнтĕ Филипповсен ĕç вырăнтан тапраннă темелле. Хăйсен çурчĕ хыçнех хĕрлĕ кирпĕчрен ферма çурчĕн стенисене купаланă. Чăн та, Виталий Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх пулăшăвĕн пĕр пусĕпе те хальлĕхе усă курман-ха вĕсем. Стройкăна хăйсен шучĕпе пуçланă. «Патшалăх пулăшу мĕнле парасса кĕтетĕп-ха, усси пулĕ-и, çук-и», – терĕ вăл кун пирки. Сăмах май, Филипповсене пашталăх 1 миллион тенкĕ укçа уйăрмалла.
Филипповсем сăвакан ăратлă ĕнесем ĕрчетме шутлаççĕ. Хальлĕхе 24 ĕне тытма ĕмĕтленеççĕ. Ĕне-выльăх усрама кунта условисем йăлтах пур. Çулла кĕтӳ çӳретме улăх-çаран та çумрах, урам урлă çеç каçмалла. Программа тăрăх, фермăра ятарлă техника, инженери инфраструктури йăлтах пулмалла. Кунсăр пуçне асфальтлă çул та сарĕç. Анат Çĕньяла республика программипе асфальт çул ял варринех кĕнĕ-ха, Филипповпа Рыжков патне тата 300-шер метр асфальтлă çул сарма шантараççĕ.
300 тăваткал метр йышăнакан фермăра ăçта мĕн вырнаçассине йăлтах шутласа хунă пулас фермер. Унта ĕнесем валли кăна мар, пăрусем тытмалли, выльăх апачĕ пĕçермелли ятарлă пӳлĕмсем те пулĕç. Хĕл лариччен фермăн тăррине те витме шутлать. «Патшалăх паракан укçан пĕр пайĕ – 500 пин тенкĕ – çитсен эпир фермăн тăррине кăна мар, чӳречисемпе алăкĕсене те лартăпăр, шалти ĕçсене пуçăнăпăр», – плансемпе паллаштарать В.Филиппов. Ăратлă, нумай сĕт паракан ĕнесене вара район урлă туянма хатĕрленет. Лизингпа транспорт илесси те планра.
Паллах, 24 ĕнене çемьепе кăна пăхма çук, Виталий Николаевич ялти ĕçлеме ӳркенмен темиçе çынна ĕç вырăнĕпе те тивĕçтересшĕн. Патшалăх уйăракан укçа-тенкĕ вăхăтра килсен фермăна çитес çулах пĕтерсе кĕркунне выльăх туянма шутлать фермер. Сăмах та çук, çемье ферми йĕркелесси яваплă ĕç, анчах килте ларнипе нимĕн те пулмасть-çке. Вăй пур чух ĕçлемелле. Пуçăннă ĕçре канашламалли юлташ та пур унăн, пĕр ялти С.Рыжков. Тепĕр фермер 12 ĕне туянма шутлать иккен. Вĕсем хальлĕхе чăнах та юлташ, тупăшне илме пуçламан-çке-ха, эппин, конкурентсем мар. В.Филиппов кайран та партнер пуласса шанать. «Выльăх усраса пăхар-ха, сĕтне малтан сутăпăр. Кайран мĕн пуласси куç курĕ унта. Патшалăх пĕр вырăнта тăмасть-çке, тен, тата урăх тĕрлĕ пулăшу та парĕ», – терĕ пулас фермер кун пирки.
В.Филиппов ял хутлăхĕн ĕçченĕсемпе.
В.Филиппов ял хутлăхĕн ĕçченĕсемпе.
 
: 989, Хаçат: 41 (979), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: