Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕн çыравçисен, артисчĕсен, шкул, клуб, библиотека ĕçченĕсен октябрĕн 10-мĕшĕнче питĕ хумхануллă кун пулчĕ. Ескӳл ялĕнче Антал Назула халалласа асăну хăми уçрĕç.
Антал Назул (Анатолий Яковлевич Ерусланов) Пăва районĕнчи Ескӳл ялĕнче 1932 çулта çуралнă. Анатолий Ерусланов – çыравçă, публицист, куçаруçă. СССР Писательсен союзĕн членĕ. Элшел шкулĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн Ленинградри парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1958-1967 çулсенче Çĕпрел районĕн «Коммунар» хаçатĕнче, унтан Шупашкарта тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçленĕ. «Знамя строителя» хаçатăн тĕп редакторĕ пулса та темиçе çул тăрăшнă. 1967-1982 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче вăй хунă. Унăн хайлавĕсем хаçат-журналсенче питĕ нумай кун курнă, кĕнекесем те пичетленĕ.
1987 çулта, шел пулин те, Антал Назул çут тĕнчепе сывпуллашать. Ал çырăвĕсем унăн пайтах юлнă-ха. Тен, малашне, Турă хушсан, пичетлеме те май пулĕ.
Асăну хăмине Ескӳл клубĕ çине вырнаçтарма шутланă клуб заведующийĕ Наталья Ракова. Унпа ял хутлăхĕн пуçлăхĕ те, Тăхăрьял çыравçисем те килĕшнĕ.
Асăну хăмине Антал Назулăн мăшăрĕ Фекла Григорьевна уçрĕ. Анатолий Ерусланов çинчен вăл аса илсе питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Мăшăрне манманшăн, сума сунăшăн тав турĕ. Çаплах унăн юлташĕ пулнă Валериан Антипов пĕрле вĕреннине аса илсе пурне те кăсăклантарчĕ.
Антал Назула аса илсе тухса калакансем сахал пулмарĕç, паллах. Кашнийĕ ун çинчен лайăххине аса илчĕ, сăвăсем те çырса килнĕ. «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ Антал Назулăн пичетленсе ĕлкĕреймен ал çырăвĕсене малашне хаçатра кун кăтартмашкăн сĕнчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен çак мероприяти Наталья Ракова тăрăшнипе иртрĕ темелле. Ăна, паллах, Элшел ял хутлăхĕн ĕçченĕсем те май пулнă таран пулăшнă.
Çыравçа асăннă куна Ескӳл артисчĕсем хитре юрă-ташăпа уçрĕç. Шкул ачисем ташласа, çулланнă кинемисем хитре сассисемпе юрăсем юрласа залта ларакансене савăнтарчĕç те, тĕлĕнтерчĕç те.
Мероприяти çинчен тĕплĕнрех çитес номерсенчен пĕринче вуласа пĕлме пултаратăр.
 
: 904, Хаçат: 41 (979)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: