Анат Камăри 34-мĕш номерлĕ чăваш гимназине Кама леш енчи чăваш ачисен çур утравĕ тесен те йăнăш мар-тăр. Кунта ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе литературăна вĕрентнисĕр пуçне культурăпа, йăла-йĕркесене хăнăхтараççĕ. Музыка инструменчĕсемпе те питĕ ăста калама пĕлеççĕ вĕсем. Çакна кăçал Анат Камăри Кĕçĕн Мăнкун уявне кайсан хам куçпа курса ĕнентĕм. Мăнкунра ачасем ĕлĕк мĕнле вырăн йышăннине гимназистсем фойере питĕ хитрен кăтартса пачĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕр ачасемпе арçын ачасем вăйăсем вылянине куракансем халĕ те манман пуль-ха тетĕп.
Паллах, чăваш гимназийĕ ахаль шкул кăна мар, унăн шайĕ чылай çӳллĕрех. Гимназин ĕç коллективĕн пултарулăх шайне кăтартать çакă. Коллективра чăннипех те пултаруллисем кăна тăрăшаççĕ. Пуçламăш классене вĕрентекен Ирина Ивановна Третьякова вĕсенчен пĕри. Вăл кунта гимнази уçăлнă кунсенченех, 23-мĕш çул тăрăшать. Пуçламăш класри ачасене пĕлӳ тĕнчипе кăна мар, чăваш тĕнчипе те паллаштарать вăл. Малтан Анат Камăри педагогика училищине, каярах Шупашкарти Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕскер, чăваш ачисемпе ĕçлемелли программăна хăй хатĕрленĕ.
– 3-мĕш класра ман 18 ача, вĕсенчен 10 яхăнĕ чăвашсем, 6-шĕ хутăш çемьерен, ыттисем тутарсемпе вырăссем. Апла пулин те чăваш чĕлхи, рисовани, физкультура урокĕсенче чăвашлах калаçатпăр. Уроксенче чăваш сăмахĕсене тутар, вырăс тата акăлчан чĕлхисемпе танлаштаратпăр, – пĕлтерет I категориллĕ учитель.
Тавралăхри йывăç-курăкпа чĕр чунсене те тĕпчет иккен Ирина Ивановна. Калас пулать, япăх мар. Кăçал автор программисемпе методика пособийĕсен республика конкурсне шăпах çак темăпа – «Эпĕ тĕпчевçĕ» автор программипе – хутшăннă. Программăна Павлă хулинче хăтланă хыççăн альманахра пичетлени ĕçĕн пахалăхне хăех çирĕплетет. Сăмах май, Ирина Ивановнăн ĕçĕсем массăллă хыпар хатĕрĕсенче нумай пичетленеççĕ. Кунсăр пуçне пултаруллă учитель Интернетпа та анлăн усă курать. Пултаруллă учительсен тата вĕрентӳ ĕçченĕсен социаллă сечĕсенче хăйĕн икĕ сайтне, edu.tatar.ru сайтра вĕрентӳ темипе икĕ сообществине йĕркеленĕ вăл. Унăн ĕçĕсемпе, материалĕсемпе, программисемпе Раççейри ĕçтешĕсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕсем те усă кураяççĕ халĕ. Çӳлерех асăннă сетьсенче ĕçĕсем пичетленнине ĕнентерекен 9 сертификат, хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕсем те пур унăн. Педагог тĕрлĕ конкурссене те хутшăнмасăр юлмасть. Нумай пулмасть дистанцилле вĕрентӳ порталĕнче «Тонкое искусство» конкурсĕнче эссе çырса пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Кун пек пултаруллă вĕрентекенĕн вĕренекенĕсем те пултаруллă пуласси каламасăрах паллă. Март уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен «Интеллект-экспресс» конкурсĕнче математикăпа Валерия Сатыбалова – I, вырăс чĕлхипе вара Светлана Жаровăпа Полина Степанова I вырăн йышăннă.
– Светлана Жарова питĕ маттур, вăл пур çĕре те хутшăнать, – мухтамасăр чăтаймарĕ хăйĕн класĕн ачине учитель.
Светлана республикăри наукăпа практика конференцийĕнче «Природа и мы» тĕпчев ĕçĕпе лауреат, дистанциллĕ вĕрентӳ порталĕнче шкул ачисен математикăпа Пĕтĕм Раççейри олимпиадинче I вырăн йышăннă-мĕн. Мĕнле мухтанмăн-ха кун пек пултаруллă ачапа?
Çапах та тунă çитĕнӳпе кăна лăпланса ларма хăнăхман анаткамăсем. Хальхинче те акă Атăлçи Халăхсен ассамблейин семинарне хатĕрленеççĕ. Гимнази ачисем унта та палăрасса иккĕленместпĕр, мĕншĕн тесен вĕсем мероприятисене ячĕшĕн кăна хатĕрленме хăнăхман. Ирина Ивановнăна тата чăваш гимназийĕн мĕнпур учительне профессилле уяв ячĕпе саламлатпăр. Тата пысăкрах çитĕнӳсем тума ăнăçусем сунатпăр.
![]() |