– «Сувар» çырăнтармалли план районта 300 экземпляр. Эпир ăна çуллен пурнăçланă, кăçал та çаплах пуласса шанатпăр. Хаçачĕ интереслĕ-çке, – терĕ Çарăмсан районĕн почта çыхăнăвĕн управленийĕн начальникĕ Любовь Александровна Фахрутдинова пирĕнпе тĕл пулсан. «Сувар» хаçата кунта Йăвашкел, Вăтăр Юман Киремет, Лагерка, Кивĕ тата Çĕнĕ Йĕлмел, Кивĕ Утямыш ялĕсенчи почта уйрăмĕсем çырăнтараççĕ.
Районта 21,05 пин çынран 21,6 проценчĕ чăваш пурăннине шута илсен 300 экземпляр нумаях та мар пек, çапах кун чухлĕ вулаканăмăр пулни те лайăх. Чăваш шкулĕсенче, библиотекăсенче республикăн пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕ пулмаллах ĕнтĕ. Кивĕ Йĕлмелĕнчи библиотека, тĕслĕхрен, ăна çырăнмасăр юлмасть. Унран ытти ялсем те тĕслĕх илсенччĕ.
Паянхи кун тĕлне района 20 ытла çын кăна 2013 çулăн çур çулне «Сувар» çырăнни пире кăшт шухăшлаттарчĕ те. «Ку вăхăтра çырăнакансен шучĕ нихăçан та пысăк мар, каярах çырăнаççĕ», – лăплантарчĕ пире почта çыхăнăвăн управленийĕн начальникĕ Любовь Александровна. Ял çыннисен кĕркунне пуçламăшĕнче пахча çимĕçе пухса кĕртес ĕç нумаййипе те çыхăннă пуль-ха çакă. Çапах та вулакансем çитес çур çулта та пирĕнпе юласса шанасах килет. Çитменнине ку енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М.Т.Батыршина та пулăшасса шантарчĕ. Çарăмсан районĕ юлашки çулсенче çĕнĕлĕхсем нумай пулчĕç, вăл тĕрлĕ программăсене ăнăçлă пурнăçа кĕртет. Кун çинчен, паллах, «Сувар» та çырмасăр тăмĕ.
Почта ĕçченĕсен кунĕ çывхарса килнĕ ятпа Çарăмсан районĕнчи почта çыхăнăвĕн управленийĕн начальникне Любовь Александровна Фахрутдиновăна, çӳлерех асăннă почта уйрăмĕсен ертӳçисене Галина Владимировна Владимировăна, Марина Сергеевна Степановăна, Надежда Владимировна Елистратовăна, Гульнара Фархатовна Заббаровăна тата мĕнпур почтальонкăсене саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, çемьере тăнăç пурнăç, ĕçре çитĕнӳсем сунатпăр.
![]() |