Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Камско-Устьински районĕн çĕрĕ çинче Атăл юханшывĕ хĕрринче пĕр пĕчĕк кăна ял вырнаçнă. Мăкшă Каратайĕ ятлă вăл. Пĕр енчен Атăл юхса выртать пулсан, тепринче вара Мордовка юханшывĕ кĕрлесе анать.
Ял Хусан ханстви вăхăтĕнчех никĕсленнĕ теме юрать. Çак ял çинчен пуçласа 1620 çулта çырнă.
Мăкшă Каратай хресченĕсем çав вырăнти ялсемпе танлаштарсан чи малтан шыва кĕрсе христиан тĕнне йышăннă. Ку XVII ĕмĕртех пулнă. 1720 çулта йывăçран чиркӳ туса лартнă. Унтанпа вăл темиçе хутчен те çуннă, ăна яланах çĕнĕрен туса лартнă.
Анчах та кунта пурăнакан халăха ăнланма çук. Чиркĕве çӳреççĕ, паспорчĕсем çине мăкшă тесе çыртарнă, хăйсем вара тутарла калаçаççĕ. Камсем вĕсем?
– Эпир тутарсем хушшинче пурăнатпăр. Тен, çавăнпа та вĕсен чĕлхипе калаçатпăр, – тет Мăкшă Каратай ялĕнче пурăнакан активистка Лидия Ганина. – Мăкшă сăмахĕсем те тухкалаççĕ тăрсан-тăрсан.
Кирельское ял хутлăхĕн ( Мăкшă Каратай çавăнта кĕрет) тата почта ĕçченĕсем вĕсем çинчен: «Ни мăкшă, ни тутар мар. Эпир вĕсем калаçнине ăнлансах та каймастпăр», – теççĕ.
Ял пысăк мар, паян унта 51 хуçалăх. Пурĕ 89 çын шутланать.
– Çамрăксем çукпа пĕрех ĕнтĕ. Нимĕн те тытмасть вĕсене кунта. Ĕçлеме кӳршĕ яла каймалла. Шкул та çук, – каласа парать Лидия Андреевна кăмăлсăрланса. – Çапла пĕтет-тĕр ĕнтĕ пирĕн ял.
Тутарстан çĕрĕ çинче çакăн пек ялсем, паллă мар халăхсем тата та пур-ши?
 
: 1205, Хаçат: 41 (719)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: